Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тӗрӗс каччӑ эс, Женька, маттур! — чунтан каларӗ Федор.— Классный ты пацан, Женька! Правильный, — с чувством произнес он.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Ҫӗнӗ юлташӑр Женя Бондаренко, ку каччӑ сирӗнпе пӗрле вӗренме пуҫлать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пӑрахутран анмалли хӑмасем тӑрӑх матрос пӗр бензинлӑ пичке кустарса анчӗ, эпӗ ӑна капитана чӗнсе килме сӗнтӗм те, тепӗр минут иртсен палуба ҫине, кӑвак спецовка тӑхӑннӑ пӗр чипер сӑн-питлӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхи каччӑ, ҫупа вараланнӑ аллисене ҫӗтӗк-ҫурӑкпа шӑлкаласа, тухса тӑчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Авӑнчӑк сӑмсалӑ типшӗм каччӑ, тутисене хӗссе, медсанбата шыв ӗҫме чупса кӗчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫӳлӗ мар пӳлӗ, тӑн-тӑн ҫамрӑк каччӑ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Вара вӑл юрласа ячӗ: «Йӑлтӑр та ялтӑр «юнкерс» анать, пӑлтӑр та палтӑр вӑл ҫаврӑнать, хӑлтӑр та халтӑр ӳкесшӗн курнать; каччӑ хӗре вӑрлама тӑрӑшать…»
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, вӑрӑм кӑна каччӑ алӑк патӗнче хам ҫинелле пӑхса тӑнине асӑрхарӑм эпӗ.И я увидел на пороге длинного рыжего парня с шевелюрой, вопросительно смотревшего на меня.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытарайми каччӑ пулнӑ вӑл, — витӗмлӗн, ӗненӳллӗн каларӗ Расщепей, — ытарса илейми!Великолепный был малый, — добавил он вдруг очень просто и убежденно, — великолепный!
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем чӗнтӗрлӗ хулӑм карлӑка тин ҫеҫ сӑрласа пӗтереҫҫӗ; милиционерсем те халӑха тилмӗрсех тӑраҫҫӗ, кӗпӗрленмесӗр, чарӑнса тӑмасӑр, тӗрткелешмесӗр иртсе ҫӳреме асӑрхаттараҫҫӗ; ҫуланса хӑрӑмланнӑ хура каччӑ та, йывӑр утюгне утланса, каллӗ-маллӗ ҫӳреме пӑрахман-ха кунта, — машина ҫынсем умӗнче вӑйӗпе мухтанса, пӑсланса тӑракан асфальта якатать; ҫав вӑхӑтрах кӗпер варрипе машинӑсем иртеҫҫӗ, кӗпер ик хӗррипе утма ҫулсем тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫын хӗвӗшет.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ манпа ҫак каччӑ та пӗрлех килчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лайӑх ҫын тупӑнсассӑн ӗнтӗ аванччӗ, унсӑрӑн ак каччӑ кӗтсе ларсах хӗр ӗмӗрне ирттерӗн», — тет.Хорошо, коли найдется добрый человек; а то сиди себе в девках вековечной невестою».
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Каччӑ патне е хӗр патне ҫырнӑ ҫыру.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Атте ятне илтсенех, вӑл ман ҫине хӑ-вӑрт пӑхса илчӗ: «Поже мой! тавно-ли, Андрей Петрович хӑй те санӑн ҫулусенче кӑначчӗ пулас; халӗ унӑн авӑ епле маттур каччӑ ӳссе ҫитнӗ!
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Доктор, доктор! пӑхӑр-ха ман ҫине: авланакан каччӑ пек-и вара эпӗ е ҫавӑн майлӑрах-и?— Доктор, доктор! посмотрите на меня: неужели я похож на жениха или на что-нибудь подобное?
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗрпе каччӑ варрине тухса тӑрать, вӗсен хӑйсен асне мӗн килет, ҫавна пӗрне-пӗри такмакласа параҫҫӗ, ыттисем вара пӗр харӑс юрлама тытӑнаҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑйӗн самолёчӗ патне чупса ҫитнӗ вӑхӑта, унӑн моторӗ ҫинчен чехола хывса илнӗ пулнӑ ӗнтӗ, техник — шатра питлӗ те кулӑшларах каччӑ — винт патӗнче тӑрмашнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ан кулян, каччӑ, пирӗн ӗмӗре вӑрҫӑ ҫитет-ха!
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑнах та, ку тӗлӗнмелле каччӑ урасӑрах вӗҫме хатӗрленет иккен.Действительно, этот необыкновенный парень собирается летать без ног.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӗншӗн тесен Алексей хӑй, тӗлӗнтерекен ҫӗрӗ тӑхӑнса ҫӳренӗ пулин те, вӑл такампа вӑрттӑн ҫырусем ҫӳретнӗ пулин те, тата пурӑнӑҫ ҫине тӗксӗммӗн пӑхнӑ пулин те, ырӑ та хӗрӳ каччӑ пулнӑ, чӗри унӑн таса пулнӑ, вӑл ҫын хӑйӗн пӑсӑлманлӑхӗпе савӑнса пурӑннине сисме пултараканскер пулнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Аппӑшӗн пурлӑхне хӑй аллине илме тивӗҫ ҫамрӑк каччӑ ӑна тав тунӑ, ҫав вӑхӑтрах хакӗшӗн калаҫса тӑрасси ҫукки ҫинчен, пур ӗҫе те тупӑкҫӑ хӑй тӑвасса шанни ҫинчен пӗлтернӗ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936