Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр the word is in our database.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) more information about the word form can be found here.
Тепӗр кӗсйинче темӗнле укҫа пурччӗ, эпӗ ӑна лӳчӗркерӗм те аяла пусма хушшинелле вӑркӑнтартӑм.

В другом кармане были какие-то деньги, я скомкала их и швырнула в пролёт.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Карточки тахҫанхиех, хӑйпӑнкаласа та пӗтнӗскер, тепӗр енче вуласа кӑларма та кансӗр, темӗн ҫырса хуни пур, саспаллийӗсен тӗсӗ кайнӑ, сарӑхса ҫухалнӑ.

Карточка была фото, очень старое, покоробившееся, с надписью на обороте, которую трудно было разобрать, потому что буквы совершенно выцвели и слились.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Трамвайра тӑкӑсчӗ, шавлатчӗҫ, анчах пурпӗрех эпӗ кукамай ҫырӑвӗсене тепӗр хут пӑхкаларӑм.

В трамвае было тесно, шумно, но мне всё-таки ещё раз удалось просмотреть бабушкины письма.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тепӗр хут та Саня ҫинчен каласа пачӗ, эпӗ вара малтан пӗр сӑмахпа та асӑнманнисене тӗплӗн пӗлтӗм.

Он повторил свой рассказ, и я узнала много новых подробностей, о которых в первый раз он не упомянул ни слова.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

 — «Хамӑр тӗл пулнӑ хыҫҫӑн тепӗр сехетренех Христиновкӑран ҫирӗм километрта эшелона нимӗҫ танкӗсем персе пӑрахрӗҫ».

 — «Потому, что через час после нашей встречи в двадцати километрах от Христиновки эшелон расстреляли немецкие танки».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырса пыни шӑлтах ҫакӑнти пек мар та пулӗ, тен, сӑмахсене тепӗр майлӑрах та вырнаҫтарнӑ пулӗ, анчах мӗн калани пӗтӗмпех тӗрӗс, тесе Ромашов пуҫне хума та хатӗрччӗ.

Может быть, текст неточен, слова стоят в другом порядке, но за содержание заметки Ромашов ручался головой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Фронт линийӗ патне ҫитес чух ӑна тепӗр хут атакӑланӑ, хальхинче икӗ «юнкерс» пулнӑ.

Недалеко от линии фронта он был вновь атакован, на этот раз двумя «Юнкерсами».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑрҫӑ йӑлтах тепӗр май ҫавӑрчӗ мана.

 — Война перевернула меня.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир малта утрӑмӑр, Машӑпа тепӗр хӗрарӑм пирӗн хыҫран Ромашова ҫавӑтса пыратчӗҫ.

Мы шли, а Маша с какой-то женщиной волокли за нами Ромашова.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ унӑн юн тымарне тӗрӗслес тесе, ал тунине хам аллӑма илтӗм те, вӑл чӗтреме пӑрахаймасӑр, шӑлне ҫыртса тепӗр хутчен те, хытӑрах: «Катя, Катя», терӗ.

Но когда я взяла его за руку, чтобы проверить пульс, он, стиснув зубы, дрожа, сказал ещё раз, погромче: «Катя, Катя».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫӗ унӑн манран тепӗр енче.

Голова его повёрнута в сторону от меня.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмсипе хӑй тепӗр пӗчӗк кайӑка, хӑлат чӗппине пулмалла, хӗстерсе хыпнӑ.

И эта птица держит в клюве другую, маленькую, кажется соколёнка.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ҫавӑн ҫинчен ӑна тепӗр хут та пӗтӗм сӑмахсемпе каласа памаллаччӗ пулӗ ҫав.

Но, наверно, нужно было ещё раз сказать ему об этом всеми словами.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку вара атте валли, — Петя сумкинчен тепӗр ҫыру кӑларчӗ.

— А это отцу, — Петя достал из сумки второе письмо.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пирӗн тарӑн канав тепӗр канав патне пырать, тепри виҫҫӗмӗш патне, ҫапла майпа вӗҫне-хӗррине тухиччен куҫ та ҫавӑрса илеймест, хӑрах енӗ тӳремӗн чӑнкӑлатнӑ виҫӗ метр тарӑнӑш канавра хӗрарӑмсем ҫаплах тӑм ватаҫҫӗ, тепӗр енче тата тӑприне кӗреҫесемпе ывӑтаҫҫӗ те, ӑна ҫинчех тачкӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ…

Но он переходил в другой, другой — в третий, и так далеко, как достигал взгляд, женщины дробили глину в глубоких, трёхметровых, с одной стороны отвесных, с другой — покатых рвах, выбрасывали лопатами, вывозили на тачках…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн хамӑр калаҫнӑ сӑмахсене пурне те тепӗр хут калама пултаратӑп-ха эпӗ?

Почему я могу повторить каждое слово нашего разговора?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вут ҫулӑмлӑ декабрь каҫӗ асӑмран каймарӗ: мана, ҫурматӑнлӑскере, Курбан ҫӗр пӳрте илсе ҫитерни, Игорек пирӗнпе юнашар тепӗр юланут аллинче пӗрмаях: «Пичче, эсир ҫакна ҫеҫ калӑр — ку вырӑн халь пирӗн-и? Чӑнах та-и? Ку ҫӗре эсир туртса илнӗ-и?» — тесе аптӑратни асӑмран нихҫан та тухас ҫук.

Долго вспоминала я ту огненную декабрьскую ночь, когда меня в полубеспамятстве Курбан довез до землянки и Игорек, которого держал на скакавшем рядом коне другой павлихинец, все спрашивал, все-то спрашивал: «Дядя, вы только скажите, это место уже наше? Да? Это земля обратно взятая? Опять наша?»

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тепӗр кун Мускав хӑй генерала провод патне чӗнет: «Юлташ генерал, хӑвӑр таврашра нимӗҫ ҫине лайӑхрах йӑтӑнас тесен, миҫе танк кирлӗ пуль сире?»

А еще через день его к проводу сама Москва вызывает: «Товарищ генерал, а сколько вам танков требуется, чтобы как следует на вашем направлении по немцу ударить?»

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапӑҫать генерал, тата тепӗр талӑк чикӗрен чакмасть.

Дерется наш генерал эти сутки, держит рубеж.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускавран ҫапла ответлеҫҫӗ: «Тата тепӗр талӑк чӑтӑр, епле те пулсан — тӳсӗр, сире ыйтатпӑр. Тепӗр талӑк ҫеҫ илмелле. Кунта эпир пӗр кун хушшинче чылай тӑвӑпӑр, ыран сире пулӑшу пулатех. Анчах паян хӑвӑрах йӳнеҫӗр» — теҫҫӗ.

А из Москвы говорят: «Подержитесь, лично вас просим, еще сутки. Сутки еще выиграть надо. Тут у нас за эти сутки так все образуется, что будет вам завтра, безусловно, подмога. Но сегодняшний день сами держитесь».

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed