Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑра (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Вӑл пирӗн хушӑра — пӗчӗк Петя уйӑхсерен ун сӑнарлӑ пулса пырать: унӑнни пекех монголла чалӑшрах куҫ, тӑнлавӗсем ҫинче, унӑнни пекех, хура мамӑклӑ ҫӳҫ пайӑркисем.

Она среди нас — с каждым месяцем маленький Петя всё больше становится похож на неё: тот же монгольский разрез глаз, те же поросшие мягкими тёмными волосиками виски.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сашӑна та аса илетпӗр, ун ҫинчен эпир ирӗклӗнех, вӑл хамӑр хушӑра пур пекех калаҫатпӑр.

Мы вспоминаем Сашу и говорим о ней просто, свободно, как если бы она была среди нас.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫулҫӳревҫӗ ҫеҫ вӗт, апат тунӑ хушӑра, хамӑр ҫиекен пулӑ миҫе ҫулта пулни ҫинчен ыйтса пӗлме пултарать.

Только путешественник мог спросить, сколько лет рыбе, которую мы съели за обедом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак хушӑра эпӗ Расщепее асӑнмасӑр пӗр кун та ирттермен.

В эти дни я часто вспоминала Расщепея.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасен пӗр пайӗ тӗрлӗ ҫӗрелле саланчӗ, пирӗн иккӗмӗш сменӑра лагере каясса кӗтсе, хуларах юлмалла пулчӗ, ҫавӑнпа та ҫак хушӑра эп 'хамӑн пионерсемпе курнӑҫсах тӑтӑм.

Часть ребят разъехалась, а мы должны были попасть в лагерь во вторую смену, и я продолжала встречаться со своими пионерами.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр-пӗрне эпир ку хушӑра тӗл пулаймарӑмӑр.

И мы не виделись друг с другом за это время.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан ачине илсе килчӗҫ, вӑл куҫне чарса пӑхкаласа ӗмнӗ хушӑра эпир ӑна пӑхма тытӑнтӑмӑр.

Потом принесли маленького, и мы стали рассматривать его, пока он ел, широко открыв глаза, с серьёзным, бессмысленным выражением.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, телефонпа калаҫнӑ хушӑра, пӗринче эпӗ ҫывӑрнӑ кайнӑ, пӗр минутлӑха ҫеҫ ҫывӑрнӑ пулас та, ҫапах ҫав вӑхӑтра такам стенана тӑкӑр-тӑкӑр шаккаса илчӗ, эпӗ хам ӑҫта иккенне, хама мӗн пулнине астуса илеймесӗр сиксе тӑтӑм.

Я уснула после одного из таких разговоров, но спала, кажется, только одну минуту, когда кто-то быстро, коротко постучал в стену, и я вскочила, не понимая, где я и что со мной.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана вагон чӳречи умӗнче ларнӑ пек туйӑнать, уй-хирте те вӑрман курӑнать, каллех хирсем, унтан вара — тайга ҫурҫӗр шывӗсен сивӗ хӑйӑвӗсем, юрпа витӗннӗ айлӑмсем те лапамсем — ҫапла пирӗн хушӑра вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫет.

И, как из окна вагона, мне виделись поля и леса, и снова поля, потом тайга и холодные ленты северных рек, и равнины, равнины, покрытые снегом, — бесконечные пространства земли, которые легли между нами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня Мускавра пурӑннӑ хушӑра пӗтӗмпе те пӗр каҫ кӑна пӗрле ирттертӗмӗр.

Мы провели только один вечер вместе за всё время, что Саня был в Москве.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗнмесӗр тӑнӑ хушӑра мана вӑл мӗнле сывлани илтӗнет.

Он молчал, и мне было слышно его дыхание.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ответлӑ редактор кабинетӗнче питӗ тӗплӗн калаҫрӑмӑр; ҫав хушӑра ҫаксене черетӗн сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хутӑм:

Это был очень серьезный разговор в кабинете ответственного редактора, разговор, во время которого на стол по очереди были положены:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кино юратмастӑп, тет, мӗншӗн тесен ҫынсем унта темле вилӗ пек шурӑхнӑн курӑнаҫҫӗ имӗш, ҫапла калаҫнӑ хушӑра старик каллех хӑйӗн пенсийӗ пирки асӑнтарчӗ.

Она сказала, что не любит кино за то, что в кино все люди «какие-то мертвенно-бледные», но в это время старик опять влез со своей пенсией.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хушӑра хӑй лара-тӑра пӗлмерӗ, аллипе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана каларӗ, сулахай енчи мӑйӑхне аялалла пӗтӗрсе усасшӑн тӑрӑшрӗ, тем те хӑтланчӗ ӗнтӗ.

При этом он ни минуты не мог усидеть на месте — вставал, делал разные движения руками, хватал себя за левый ус и нервно тянул его вниз и так далее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Карчӑк ҫине портьера шӑтӑкӗ витер кӑна пӑхрӑм та, ҫав шӑтӑк мана Катьӑпа иксӗмӗр хушӑра мӗн пулса иртнине кӑтартакан объектив пек курӑнчӗ, мӗн палӑрасси минутсерен лайӑхланса пынӑ пек пулчӗ.

Я смотрел на старушку через дырку в портьере, и эта дырка была как бы объективом, в котором всё, что произошло между мной и Катей, с каждой минутой становилось яснее, словно попадало в фокус.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп калаҫнӑ хушӑра вӑл ҫав бутылкӑри эрехе ӗҫсе яни ҫеҫ килӗшмерӗ мана, ҫиессе вара тутанса та пӑхмарӗ…

Мне только не понравилось, что, пока я рассказывал, он выпил эту бутылочку и почти не закусывал, — это меня огорчило…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя кӗске ҫанӑллӑ шурӑ пурҫӑн блузкӑпа, кӑкӑрӗ умне шурӑ пӑнчӑллӑ кӑвак бант тирсе янӑ, калаҫнӑ хушӑра пит-куҫӗнчен тӳрех пӑхма тӑрӑшрӑм та сӑнарӗ ӗлӗкхинчен хаяртарах иккенне асӑрхарӑм.

Она была в белой шелковой блузке с короткими рукавами, синий бант с белыми горошинами приколот у выреза на груди, и у нее становилось строгое выражение, когда во время нашего разговора я старался заглянуть ей в лицо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак хушӑра, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн самолет ним тӗлли-паллисӗр ҫапкалана-ҫапкалана вӗҫрӗ.

В это время, самолет иногда болтался и шёл как хотел.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак хушӑра манӑн пурнӑҫӑм Заполярьенче хӑй ҫулӗпех пычӗ.

Между тем моя жизнь в Заполярье шла своим путём.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя пирӗн хушӑра, Николай Антоныч шӑлӗсене ҫыртса, кӑкӑрне тытса выртакан кресло умӗнче тӑчӗ.

Катя стояла между нами у кресла, в котором он лежал, стиснув зубы и хватаясь за сердце.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed