Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хальхи the word is in our database.
хальхи (тĕпĕ: хальхи) more information about the word form can be found here.
Хальхи XX турнир Вӑрман Ҫӗктерти вӑтам шкулта иртрӗ, Шупашкар район администрацийӗ, кире пуканӗ спорчӗн республикӑри федерацийӗ тата «Доблесть» общество организацийӗ ӑна икӗ орден кавалерӗ Г.Калинин ҫуралнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Help to translate

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Ҫапла вара Чӑваш Ен те унпа пуянланчӗ: сывлӑх сыхлавне модернизацилемелли программӑпа килӗшӳллӗн хальхи ҫӗнӗ те кӑткӑс оборудовани туянма пултартӑмӑр.

Help to translate

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Хальхи вӑхӑтра остеопороза нацин клиника сӗнӗвӗсене тата методика кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса профилактикӑлассишӗн, тӗрӗс палӑртассишӗн тата сиплессишӗн яваплӑ консультаципе диагностика центрӗсем Раҫҫей Федерацийӗн 40 регионӗнче кӑна.

Help to translate

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Тата пирӗн хальхи юрӑсем ытларах чухне примитивлӑ.

Help to translate

Марина Карягина: «Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть» // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20031.html

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре пуйӑссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли чукун ҫул магистралӗсем ҫук.

Help to translate

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Ку хальхи вӑхӑтри саманашӑн хӑйне майлӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӳ.

Это очень значимое достижение в условиях современного мира.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Унсӑр пуҫне, хальхи хула инфратытӑмне, парк тӑрӑхӗсене физкультурӑпа туслашма пулӑшмалли майсемпе тивӗҫтермелле, ҫамрӑксен хушшинче хальхи вӑхӑтра хисепри спорт тӗсӗсене аталантарма условисем туса памалла.

Кроме того, необходимо адаптировать городскую инфраструктуру, парковые зоны для занятий физкультурой, создавать условия для развития современных популярных среди молодежи видов спорта.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паян пирӗншӗн хальхи вӑхӑт кӑларса тӑратнӑ тӗп чӗнӳсенчен пӗри ача ҫураласлӑх чакни пулса тӑрать.

Одним из главных вызовов времени для нас сегодня является снижение рождаемости.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Анчах та кирлӗ чухлӗ турттару ӗҫне туллин пурнӑҫлас тесен пирӗн аэровокзал хальхи вӑхӑтри мӗн пур требование тивӗҫтермелле.

Однако чтобы удовлетворить потребность в перевозках, наш аэровокзал должен соответствовать всем современным требованиям.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хальхи вӑхӑтра самолетпа вӗҫме кӑмӑллакан ҫынсен шучӗ палӑрмаллах ӳсрӗ.

В настоящее время значительно возросла востребованность авиаперевозок.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Министрсен Кабинетне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, тӗрӗслев-асӑрхав ӗҫне пурнӑҫлакан органсемпе пӗрле хальхи лару-тӑрӑва комплекслӑн хак пама тата кӑҫалхи I квартал вӗҫне граждансен интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе татӑклӑ мерӑсем йышӑнма хушатӑп.

Поручаю Кабинету Министров совместно с органами местного самоуправления, контрольно-надзорными органами комплексно оценить создавшуюся ситуацию и принять исчерпывающие меры до конца I квартала текущего года в целях защиты интересов граждан.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хальхи вӑхӑтра асӑннӑ предприятисенчи ҫирӗплетсе хӑварнӑ заказсен калӑпӑшӗ ултӑ миллиард ҫурӑ ытла тенкӗпе танлашать.

В настоящее время объем подтверждённых заказов на данных предприятиях составляет более шести с половиной миллиарда рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пирӗн, чӑн малтанах, малашлӑха курма пӗлмелле, хальхи тата килес ӑрусен интересӗсемшӗн вӑй хумалла.

Мы прежде всего должны видеть перспективу, действовать в интересах нынешнего и будущих поколений.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫав хушӑрах хальхи конкурентлӑ хутлӑхра пӗлӳ сферинче ҫӗнӗ лидерсем палӑраҫҫӗ.

Между тем в современной конкурентной среде появляются новые лидеры сферы образования.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хальхи самана хӑйӗн йӗркисене пӑхӑнма хистет, пирӗн ума ҫӗнӗ чӗнӳсем тата тӗллевсем кӑларса тӑратать.

Современный мир диктует свои правила игры, ставит перед нами новые вызовы и задачи.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Пирӗн тӗллев – Чӑваш Ене вӑйлӑ, хальхи вӑхӑтпа тан утакан, унта ӗҫлес тата пурӑнас килсе тӑракан республика туса хурасси!

Наша цель — сделать Чувашию сильной, современной республикой, в которой хочется жить и работать!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ним пытармалли те ҫук, хальхи саманара ҫынсен кӑмӑлӗ нумай улшӑнчӗ.

Help to translate

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Экологин лайӑх лару-тӑрӑвӗ, влаҫ органӗсен уҫҫӑн пурнӑҫлакан ӗҫӗ, тухӑҫлӑ экономика, пахалӑхлӑ медицина, хальхи вӑхӑтри вӗренӳ, ҫирӗп сывлӑхлӑ халӑх – ҫак тӗп пайсем район сӑнарне, унӑн инвестици илӗртӳлӗхне йӗркелеҫҫӗ.

Help to translate

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Хӑмла ҫитӗнтерме предприятинче хальхи йышши тӗрлӗ техникӑсем - хӑмла татакан виҫӗ комбайн, Чехинче туса кӑларнӑ хӑмла типӗтмелли икӗ сушилка, хӑмлана гранулӑмалли тата пресламалли агрегатсем, пысӑк склад, машинӑпа трактор паркӗ пур, вӗсенчен те хаклисем вара - хӑмла ҫитӗнтерме пултаракан кадрсем.

Help to translate

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Кӗҫӗн ывӑлӗ Валерий хальхи ҫамрӑксем пек хулана вӗҫтермен, ялта ҫемьепе ҫӗр ӗҫлесе, выльӑх усраса аталанма тӗв тунӑ.

Help to translate

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed