Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунне the word is in our database.
кунне (тĕпĕ: кунне) more information about the word form can be found here.
Эпӗ тарсан иккӗмӗш кунне вӑл пурнӑҫне ҫухатрӗ.

На второй день после моего бегства она перестала жить.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тепӗр кунне Давыдов райкома кайса килчӗ, партипе округри комитетне кайма Нестеренкӑран ирӗк ыйтса илчӗ.

На другой день Давыдов обыденкой съездил в райком и получил от Нестеренко разрешение на поездку в окружной комитет партии.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунне пӗрер ӗҫ кунӗ нумай пулмӗ-и?

— А не многовато ли в день по трудодню?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ыран мар тепӗр кунне эсӗ пирӗн упӑшкасене хӑвӑн партине илетӗн, ҫав кун тӗлне эпир шкула йӗркене кӗртесшӗн.

— Послезавтра ты будешь наших мужей в свою партию принимать, так вот мы хотели к этому дню школу в порядок произвесть.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кунне икӗ хут вӑл кантӑк умне пӗрер ывӑҫ тулӑ сапса парать те, сӗмсӗр чӑхсене хӑваласа, кӑвакарчӑнсем тӑраничченех хуралта тӑрать.

Два раза в день он разбрасывал под окном по пригоршне пшеницы и стоял на страже, отгоняя нахальных кур, до тех пор, пока голуби не насыщались.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Иккӗмӗш кунне эпӗ Васька ҫумне лартӑм та, алтупанне труба пек тытса, ун хӑлхинчен хыттӑн ҫапла: «Эсӗ мӗнле хӑлхасӑр пулнӑ, вӑрҫӑра-и е ача чухне чирлесе-и?» — тесе кӑшкӑратӑп.

На второй день подсел я к Ваське, сложил руки трубой и шумлю ему в самое ухо и во всю мочь: «Ты с чего глухой сделался, с войны или с золотухи в детских годах?»

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Осетровӑн — ик ҫӗр ӗҫ кунне яхӑн, сирӗн бригадӑра ыттисен — ҫӗртен иртнӗ, Нечаев пек чирлисен те ҫӗре яхӑн, анчах санӑн — ҫирӗм тӑххӑр!

У Осетрова — почти двести трудодней, у остальных из вашей бригады — за сто, даже у таких больных, как Нечаев, и то около сотни, а у тебя — двадцать девять!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Икӗ кун хушши вӑл, сунас иртессе кӗтсе, ним те тумарӗ, виҫҫӗмӗш кунне вара, тӗттӗмленсенех, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ пиншак тӑхӑнчӗ те питӗ асӑрханса урама тухрӗ, ҫырма хӗррине анчӗ.

Два дня он бездействовал, ожидая, когда кончится насморк, а на третий, как только стемнело, надел ватную стеганку, крадучись вышел на улицу, спустился к речке.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

 — Эсӗ ман ҫине хуть кунне пӗрре те пулин пӑхтӑр тесе, туфли те тӑхӑнасшӑнччӗ те, анчах сухаланӑ пусӑ тӑрӑх, вӑкӑрсемпе, туфлипе нумаях ҫӳреймӗн.

— Хотела ишо туфли надеть, чтобы ты на меня хоть разок за весь день взглянул, да по пашне, с быками, в туфлях недолго проходишь.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫри тӗркӗшӳре кун иртни сисӗнмерӗ, анчах тепӗр кунне, вырсарникун, каҫхи апата ларас умӗн, вӑл арӑмӗ темле шикленсе ӳкнине асӑрхарӗ:

День провел в обычной деловой суете, но на следующий день, в воскресенье, заметив перед ужином, что жена чем-то встревожена, спросил:

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Виҫҫӗмӗш кунне педагогика училищинче вӗренекенсенчен улттӑшӗ ҫивӗтӗсене кастарчӗҫ, — ҫав кунах каҫалапа вӗсене пурне те училищӗрен кӑларса ячӗҫ.

На третий день остриглись шестеро студентов педагогического училища, за что в тот же вечер были исключены.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Мана ун ҫинчен аса илме хистеҫҫӗ пулсан, ман асӑма чи малтан Республика кунне пӗрремӗш хут уявличчен тата уявланӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ ӗҫсем килсе кӗнӗ пулӗччӗҫ, ӑна пула канӑҫа та ҫухатӑттӑм.

А когда вспоминаю, что было накануне революции и после нее, то не нахожу себе покоя.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем Анне кунне халалласа хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.

Звезды чувашской эстрады порадуют своим творчеством, посвятив его Дню матери.

Анне кунне халалласа концертпа савӑнтарӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23599.html

Кунне икӗ хут апат ҫитереҫҫӗ.

Кормят два раза в день.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Виҫҫӗмӗш кунне Чжао картишӗнчи йытӑ ман ҫине темиҫе хутчен те хаяррӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ: паллӑ, вӑл та вӗсемпе пӗр каварлӑ.

Третьего дня собака со двора Чжао взглянула на меня несколько раз, ясно, что и она с ними в заговоре.

VII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн чӗреслетсе ҫумӑр ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн, тепӗр кунне Яков Лукич юланутпа Хӗрлӗ юманлӑха тухса кайрӗ.

На другой день после того, как над Гремячим Логом спустился проливной дождь, Яков Лукич верхом выехал в Красную дуброву.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кунне, тӗттӗм пулсан, вӑл каллех Давыдов патне пычӗ, хальхинче вӑл шукӑль тумланнӑ, хӑй тата ытларах иртӗнсе авкаланать.

На следующий день в сумерках она снова пришла, на этот раз разнаряженная и еще более вызывающая.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунне мӗн чухлӗ сухалатӑр?

— Сколько выпахиваете в день?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӗмсӗрленсе илсе кайса пӗтернӗ вӑрлӑхлӑх тырра тепӗр кунне каялла пуҫтарма тытӑнчӗҫ.

На следующий день приступили к сбору расхищенного семенного хлеба.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кунне ирех вӑранчӗ, икӗ стакан сӗт ӗҫрӗ те колхоз витине тухса утрӗ.

На другой день проснулся рано, выпил два стакана молока, пошел на колхозную конюшню.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed