Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
Сашок (ун чухне ӗнтӗ «Александр атте») турӑш умӗнче тупа тунӑ.

Сашок — тогда уже отец Александр — поклялся перед иконой.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куна Сашок ачасене усал сунса та пахча хуҫине ырӑ сунса мар, «чунӗ туртнипе», «пӗтӗм таса кӑмӑлтан» тунӑ.

И делал это Сашок не для того, чтоб навредить ребятам да сделать добро хозяину, нет, а по «велению души», от всего чистого сердца…

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темшӗн намӑс Ухтивана, ырӑ мар ӗҫ тунӑ чухнехи пек чӗри пӑшӑрханать.

Ухтивану не по себе: волнуется душа, чует, видать, что не на доброе дело едут люди.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Йӗрӗх — акӑ кунта», — тесе Мултиер алӑк хыҫӗнчи пилеш турачӗсен ҫыххипе йывӑҫран тунӑ пуканине кӑтартать.

— Нет, йерех — там, у двери, — указал Мульдиер на пучок рябины с деревянной куклой.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫурма ишӗлчӗк хӳмеллӗ лупас айӗнче каскаласа тунӑ ҫӗнӗ япаласем курӑнаҫҫӗ.

Под прохудившейся крышей навеса Ухтиван увидел свежеоструганные дощечки, какие-то поделки.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗрсенех сулахай енче хӑваран авса тунӑ ҫатан лупас ларать.

По левую сторону стоял плетневый сарайчик.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй куллен-кунах ҫитӗнсе улшӑнса пынине Савтепи хӑй те хӑнӑхса ҫитеймест пулас-ха, кӗпи айӗнчен чӑп-чӑмӑррӑн палӑрса тӑракан ҫӳллӗ кӑкӑрне вӑтанса шурӑ аллипе хупланӑ пек тунӑ.

Казалось, Савдеби и сама еще не привыкла к своему новому обличью, руки ее стыдливо прикрывали упруго торчащие груди.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗмсӗр Някуҫӑн чӗлхи-ҫӑварӗ хӑй ӗҫне тунӑ чухне ҫеҫ уҫӑлать.

Вот тогда-то Нягусь и развязывает свой язык.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Э-э, ачам, мӗн тунӑ эс купӑсна?

— Э-э, молодец, чего это ты с ней сотворил?

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗллесенче вӗсем пӗрле ҫӑпата туса ларнӑ, юмах итленӗ, ҫулла пӗрлешсе суха тунӑ, выртмана ҫӳренӗ.

Долгими зимними вечерами они вместе плели лапти, летом вместе вспахивали скудные наделы, вместе ходили в ночное.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пилӗкӗнче килт ҫиппинчен (кунчак вӗҫӗнчен) явса тунӑ ҫинҫе пиҫиххи.

Рубаха подпоясана пояском, свитым из нитей основы, оставшейся после тканья.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хуйхи-суйхи хӑйеннех тунӑ.

Но судьба гнула свое.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапла тав тунӑ упа хӑйне вилӗмрен ҫӑлнӑ Ярилене.

Так «отблагодарил» медведь Яриле за свое спасение.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тинех пӗтрӗм иккен», — тенӗ те Яриле куланай тӳлеме тунӑ икӗ сум вунӑ пус укҫине калпак ӑшне хурса ҫул ҫине ывӑтса хӑварнӑ.

«Ну, пропал я», — подумал Яриле, но не растерялся, а решил «откупиться»: сунул в колпак вырученные на базаре 60 копеек — на уплату налога — и бросил на дорогу.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑмла йӑтӑнса пулнӑ — хакӗ ҫур пуса тӑрса юлнӑ, ӑна сутса тунӑ укҫа мӗн те пулин туянма мар, куланай тӳлеме те ҫитмен.

Уродился хмель — цена на него упала, всей выручки не хватило даже налоги уплатить.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темиҫе каҫ тӑрмашса кусарпа йӗтӗр тунӑ.

Провозившись несколько ночей, сделал косарь со скалкой.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван виҫ-тӑват утӑм тунӑ ҫӗре Ивук пилӗк-ултӑ утӑм тӑвать.

Там, где Ухтиван делает четыре шага, Ивуку приходится отмеривать пять-шесть.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук темиҫе ҫынран пӗрлештерсе тунӑ евӗрлӗ курӑнать.

А Ивук выглядит так, словно его слепили из нескольких пород людей.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй пуйса кайнине, вӑй илнине Яка Илле ял ҫыннисем умӗнче ҫапла паллӑ тунӑ.

Свое «становление» Илле Щеголь отметил перед односельчанами так.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑх йӑвисенчен тунӑ пӑркӑтсемпе, тенкелпе, ҫунашкасемпе, хӑма таткисемпе е тата ҫӑпата тӗпӗсене пӑрлантарса — ҫӑпатасемпе ярӑнаҫҫӗ.

Катались кто на чем — на ледянках, изготовленных из куриных гнезд, на тенгельках, салазках, а то и просто на обледенелых лаптях.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed