Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кунта the word is in our database.
Кунта (тĕпĕ: кунта) more information about the word form can be found here.
Укҫа нумай пирӗн, «Мускав» гостиницӑра чи лайӑх номер илтӗмӗр — чаплӑ вара кунта куҫкӗскисем, картинӑсем туллиех, роялӗ те пур, — пилӗк пӳлӗмлӗ номер пирӗн.

У нас было много денег, и мы сняли самый лучший номер в гостинице «Москва» — роскошный, с зеркалами, картинами и роялем — пятикомнатный номер у нас.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тата мӗн ҫинчен сӳпӗлтетсе ларнине астумастӑп та эпӗ, хамӑртан пуҫне кунта ют ҫын та пуррине телейӗм тата уҫӑрах сисӗннине кӑна астӑватӑп.

Не помню, о чём ещё мы болтали, только помню, что оттого, что, кроме нас, был ещё кто-то чужой, ещё острее чувствовалось счастье.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫнӑ хушӑра вӑл кунта темӗн вырнаҫтарса лартрӗ, гостиницӑсенче яланхи пекех, е поездра чухне те-ха, хамӑр пӗрле чух пур ҫӗрте те вӑл ҫапла ӗҫлетчӗ.

Мы говорили, и она ещё продолжала что-то устраивать, как всегда в гостиницах, даже в поездах — везде, где мы бывали вдвоём.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӳлӗм часах ӑшӑнчӗ, Катя кунта тирпейлӗх кӳртесшӗнччӗ те, анчах ӑна нимӗн те тутармарӑм.

Очень скоро в комнате стало тепло. Катя хотела прибрать её, но я не дал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыталанса, эпир япаласем ҫине такӑна-такӑна утрӑмӑр, каллех мӗншӗн те мӗншӗн тесе ҫине-ҫинех ыйтатпӑр, ҫав мӗншӗн тенисем вара хамӑра Ленинград таврашӗнче мӗнле сӑлтавсем уйӑрнӑ пекех нумай, е тата Мускаври хамӑра кӳршӗллӗ урамсем мӗншӗн ирттерсе янӑ пекех, акӑ халӗ Полярная чи малтанхи хут килсенех тӗлпултӑмӑр, кунта, ҫур сехет каярах та-ха Катя кунта тесе шухӑшлама аса илме ҫукчӗ!

Мы ходили обнявшись, натыкаясь на вещи, и снова всё спрашивали — почему, почему, и этих «почему» было так же много, как много было причин, которые разлучили нас под Ленинградом, провели по соседним улицам в Москве, а теперь столкнули в Полярном, куда я только что приехал впервые и где ещё полчаса назад невозможно было вообразить мою Катю!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мӗншӗн вара кунта килсенех Кораблев патне ҫырмарӑн?

— Почему ты не написал Кораблёву, когда приехал сюда?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс ху пӗлмен-им кунта килессе?

Ты не знал, что едешь сюда?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пур-и кунта кам та пулин?

— Есть тут кто?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Икӗ пӳлӗмӗ те пушах, шалтан табак шӑрши кӗрет, кравачӗсене витмен те, япалисем кунта арҫынсем пурӑннӑ пек арӑш-пирӗш сапаланса выртаҫҫӗ, ҫапах икӗ пӳлӗмӗнче, хуҫисем алӑкне юри уҫса хӑварнӑ пек, темле тараватлӑх пур.

Обе комнаты были пустые, пропахшие табаком, с открытыми койками и по-мужски разбросанными вещами, и в обеих было что-то гостеприимное, точно хозяева нарочно оставили открытыми двери.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ штабран тухиччен кунта пурте улшӑннӑ иккен; бухта халӗ сарӑ тӗслӗрех, хаяр ҫырансем хушшинче вӑл хӑй те хаяррӑн курӑнать, катаран, Полярнӑй ҫыранӗ патнелле майӗпен ҫеҫ пӗр пӗчӗк пӑрахут саркаланса килет.

Всё изменилось, пока я был в штабе: бухта стала теперь серая, строгая между серых, строгих берегов, и в глубине перспективы медленно двигался к Полярному какой-то разлапый пароходик.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир бухтӑна кӗтӗмӗр, кунта та пирӗн умма ҫав сенкер те кӗрен ир пекех юрпа витӗннӗ хула куҫ умне тухса тӑчӗ.

Мы вошли в бухту, и такой же, как это утро, белый, розовый, снежный городок открылся передо мной.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку пӗр сӑрт аяккиехчӗ иккен, аялтан кунта чуллӑ тундра кӗрет, унта этем аллипе чавса тунӑ пек тарӑн йӑрансем пур.

Это был один большой скат, переходящий в каменистую тундру и пересечённый глубокими ложбинами, как будто вырытыми человеческой рукой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кунта тӗплӗхӗ ҫукчӗ, кӑшӑл тӗпӗнче примус ҫеҫ ларатчӗ; эпӗ ӑна тытса силлерӗм те примус ашӗнче краҫҫын та пурччӗ-ха.

Но не поддонок, а обыкновенный примус стоял в кожухе; я потряс его — и оказалось, в нём ещё был керосин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр вунӑ километр кӑнтӑралла шахтӑсенче ӗҫлеҫҫӗ, экспедици чарӑннӑ вырӑна эпир тупман пулсан, кӑштах вӑхӑт иртсен шахтерсем хӑйсем кунта килсе ҫитнӗ пулӗччӗҫ.

Горнорудные разработки ведутся в десяти километрах к югу, так что, если бы мы не открыли стоянку, через некоторое время шахтёры наткнулись бы на неё.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл сисрӗ — кунта ӗнерхи истори ҫинчен каласа кӑтартма май килмест.

Но он почувствовал, что рассказать здесь вчерашнюю историю вряд ли удастся.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пурҫӑн йывӑҫӗн ҫинҫе, пӗкӗ пек авӑнса аннӑ турачӗ ҫине ларса, чӳрече айнех пырса чӗриклетекен ҫерҫи сасси те илтӗнмест кунта.

Не было слышно свежего чириканья воробья, качающегося чуть ли не в самом окне на тоненькой веточке шелковицы, согнутой под ним в дугу.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кунта кӑвакалсем нартлатни те, ҫӑмарта туса аннӑ чӑх каҫса кайса кӑтиклени те, кӑрккасем ухмахла хӑлтӑртатни те илтӗнмест.

Не слышалось ни кряканья качек, ни истерического припадка курицы, снесшей за домом яйцо, ни глупой болтовни индюков.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Мӗн эпӗ кунта санпа, пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек, аппаланатӑп!

— Что я тут буду с вами цацкаться, как с дитём!

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кунта мӑйӑхлӑ ҫын укҫине пӗрре те хӗрхенмен пек пулни Гаврика хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

Здесь усатый сразу проявил такую щедрость, что Гаврик ахнул.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кунта вара Гаврик, кӗтмен ҫӗртенех ҫакӑн пек пысӑк телей килсе тухнипе, чӑнласах ухмаха ернӗ пек пулчӗ.

Тут Гаврик и взаправду почувствовал себя дурачком — до того растерялся от так неожиданно подвалившего ему счастья.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed