Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтса (тĕпĕ: ыйт) more information about the word form can be found here.
Вӑл ученӑя патагонецран ыйтса пӗлме хушрӗ: экспедицин начальникӗ мӗн хушнине Паганель хаваслансах итлерӗ.

Он предложил учёному расспросить патагонца; Паганель охотно повиновался этому распоряжению начальника экспедиции.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакна кура майор ку ӗҫе хӑй ҫине илчӗ: вӑл лашасене йӗнерлеме хушрӗ, апат-ҫимӗҫсене ытларах хатӗрлерӗ, ҫул мӗнлине ыйтса пӗлчӗ.

Тогда майор взял на себя инициативу: он распорядился оседлать лошадей, пополнил запасы провизии и осведомился о состоянии дороги.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑнасем вӑл мӗн тӑвас тенине пурне те кӑмӑл тӑраниччен туса ҫитернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ сержант вӗсем мӗн пирки ун патне килсе хисеп туни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Только после того как гости выполнили все его желания, сержант осведомился, чем он обязан чести их посещения.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Гленарван Независимость фортне вӑрҫӑ ӗҫне вӗренекен ачасем ҫине пӑхса тӑма килмен, кунтан та ытларах вӗсенчен мӗнле халӑхне, ӑҫтан тухнине ыйтса пӗлме те кирлӗ мар ӑна.

Однако Гленарван пришёл в форт Независимости не для того, чтобы глазеть на ребят, проходивших военное обучение, и ещё меньше для того, чтобы заниматься вопросами об их национальности и происхождении.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Куҫарса паракан Паганель ҫук чухне Гленарван хӑй индееца ыйтса тӗпчеме пикеннӗ.

В отсутствие присяжного переводчика, Паганеля, Гленарван попытался сам расспросить индейца.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Отряда ҫитсен Паганель, Гленарван патагонецран ҫине тӑрсах темӗскер ыйтса тӗпченине асӑрхарӗ.

Вернувшись в отряд, Паганель увидел, что Гленарван настойчиво допрашивает о чём-то патагонца.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пурте рухана кӗрсе вырнаҫсан, Паганель малалла мӗн тӑвасси ҫинчен Талькав шухӑшне ыйтса пӗлчӗ.

Когда все разместились в руха, Паганель спросил Талькава, что, по его мнению, следует предпринять.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Паганелӗн ыйтса пӗтмен-ха.

Но Паганель ещё не кончил допроса.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван Паганеле Талькавран мӗнле те пулсан индеецсен аллине тыткӑна ҫакланнӑ европеецсем ҫинчен илтмен-и, тесе ыйтса пӗлме хушрӗ.

Гленарван попросил Паганеля узнать у Талькава, не слыхал ли он о европейцах, попавших в плен к какому-нибудь из индейских племён.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫул ҫинчи ҫынсене тӗл пулса, вӗсенчен Грант капитан ҫинчен ыйтса пӗлме май ҫуккишӗн те вӑл текех пӑшӑрханмарӗ.

Он больше уже не жалел о невозможности навести справки о капитане Гранте у встречных путников.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен вӑл Грант капитан ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн.

Он хотел расспросить их о капитане Гранте.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав телейсӗр ачана вӑл халь авӑр тӗпӗнче ахалех пулӑшу ыйтса асапланса выртать тесе шухӑшланӑ.

Он представлял себе несчастного мальчика на дне пропасти, напрасно взывающего о помощи…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ун ыйтса пӗлме те хӑю ҫитмест.

Он не смел расспрашивать его.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та катапац тӑтӑшах каллӗ-маллӗ шухӑшласа илет; вӑл чарӑнса тӑрать, чуллӑ ҫӗр муклашкисенчен темӗскер ыйтса тӗпченӗ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илсе чуллӑ тӑпра ҫинче сукмак паллисене шырать.

Поэтому катапац часто колебался в выборе направления; он останавливался, оглядывался кругом, как будто вопрошая скалы, разыскивал на каменистой почве следы тропинки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ниҫта та никамран та кирлӗ хыпарсене ыйтса пӗлме май ҫук.

Не у кого и негде было навести необходимые справки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Тархасшӑн ӑнлантарса парӑр, — тесе ыйтса пӑхрӗ Мэри Грант.

— Объясните, пожалуйста! — попросила Мэри Грант.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Кала, ачам, мӗншӗн? — ыйтса пӑхрӗ Гленарван, Роберта ырӑ кӑмӑлӗпе савса.

— Скажи, почему, мой мальчик? — в свою очередь, попросил Гленарван, одобрительно улыбаясь Роберту.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Француз хӑйпе калаҫакан ҫынна Чили ҫинчен ыйтса аптӑратать; капитан ӑна труках чарчӗ те, горизонтри темӗнле пӑнчӑ ҫине кӑтартса, ҫапла каларӗ:

Француз засыпал своего собе седника вопросами о Чили; вдруг капитан прервал его и, указывая на какую-то точку на горизонте, сказал:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мэри Грант ыйтӑвӗсем ҫине ответлесен, Элен Гленарван хӑй ҫак ҫамрӑк хӗрача пурӑнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Ответив на расспросы Мэри Грант, Элен Гленарван, в свою очередь, стала расспрашивать молодую девушку о её жизни.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Акӑ мӗн ҫинчен пӗлчӗ мисс Грант: Британи ятлӑ суднопа Патагони ҫыранӗсем ҫывӑхӗнче крушени пулнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн капитанпа икӗ матрос ҫӗр ҫине ҫӑлӑнса тухнӑ та, вара вӗсем, мӗнпур ҫутӑ тӗнчерен пулӑшу ыйтса, океана виҫӗ чӗлхепе сырнӑ ҫыру пӑрахнӑ.

Мисс Грант узнала, что «Британия» потерпела крушение у берегов Патагонии, что спасшиеся после крушения капитан и два матроса добрались до материка и, наконец, что они написали записку на трёх языках, в которой взывали ко всему свету о помощи, и доверили эту мольбу прихотям океана.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed