Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) more information about the word form can be found here.
Эпӗ вилес умӗн те-е…

Я и перед сме-е…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чукун ҫул тӑрӑх, шӑратнӑ пӑхӑр чӑмӑрккисем пек хӗрлӗн курӑнса, ҫилпе тӑкӑннӑ хурӑн ҫулҫисем сапаланнӑ — август ҫухатса хӑварнӑ вӗсене хӑй тухса каяс умӗн.

По путям червонными слитками лежали опавшие листья берез — август растерял уходя.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шурӑмпуҫ килес умӗн юхтарса ҫӑвакан тӑвӑллӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ те, чукун ҫул ҫинчи хӑйӑрлӑ ҫӗре шыв ҫие-ҫие кайнӑ, пӗчӗкҫӗ ланкашкасен кукӑр-макӑр йӗрӗсене урлӑ-пирлӗ таткаласа пӗтернӗ.

Перед зарей отзвенел дождь, буйный, проливной и короткий, песчаная земля на путях была размыта, извилюжена следами крохотных ручейков.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

(Вӑл ҫывӑрас умӗн сӑхсӑхса илчӗ те майлашса выртнӑ хушӑра систерсе каларӗ:

Крестясь на сон грядущий, укладываясь, предупредил:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакӑн ҫинчен Багратион ирхине 9 сехет ҫитес умӗн Корнилова телеграфпа пӗлтерсе хурать.

Об этом около 9 часов утра Багратион по телеграфу уведомил Корнилова.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫ пулас умӗн вакунсем ҫине тиенчӗҫ.

К вечеру погрузились в вагоны.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав пӗлӗтрен йӗри-таврари хир-улӑхсем ҫине, рельсӑсем тӑрӑх хашӑлтатса чупакан пуйас ҫине, тӑм тивнипеле юмахри кайӑксен капӑр тӗкӗсемпе эрешленнӗ пек курӑнакан вӑрман ҫине, инҫетри хурӑнсен картина ҫинчи пек илӗртӳллӗ те капмар ӳкерчӗкӗсем ҫине тата кӗр умӗн тӑлӑх арӑм евӗр салху та кичем курӑнса тӑракан пӗтӗм ҫӗр ҫине, — асамат кӗперӗн пин-пин тӗрӗллӗ йӑлтӑркка шевлисемпе выляса, — чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвакан силлӗ ҫумӑр шӑпӑртатать.

Из тучи на поля, на стрекочущий по рельсам поезд, на сказочно оперенный увяданием лес, на далекие акварельно-чистого рисунка контуры берез, на всю одетую вдовьим цветом предосеннюю землю — косой, преломленный в отсветах радуги благодатный дождь.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Женя, пӗр-пӗрне куҫран ҫӗтермелле мар пирӗн, — терӗ уйрӑлас умӗн Калмыков.

— Нам, Женя, надо не терять друг друга из виду, — говорил на прощанье Калмыков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лӑп ҫынсем тухса каяс умӗн Атарщиков Долговпа темскер пӑшӑлтатса илчӗ те хыттӑн пӗлтернӗ:

И уже совсем перед концом Атарщиков, пошептавшись с Долговым, крикнул:

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саланас умӗн «Пӗр ҫӗкленчӗ те хумханчӗ православнӑй лӑпкӑ Дон» юрра янӑратса ячӗҫ, вуннӑмӗш сӑмавар чей ӗҫнӗ май, стаканӗсене чӑнклаттарса шаккарӗҫ, шӳтлӗ черккесем ҫӗклерӗҫ.

Перед уходом пели «Всколыхнулся, взволновался православный тихий Дон», допивали десятый самовар, под звон стаканов шутливые произносились тосты.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑнӗпе тӗксӗмленсе, чун-чӗрене хумхантаракан вичкӗн уҫӑмлӑхпа аса илчӗ Листницкин февраль уйӑхӗнчи каҫ пулас умӗн сӳнсе пыракан эреветлӗ капӑр куна; куҫӗ умне Могилев хулинчи губернатор ҫурчӗ, сивӗпе пасарнӑ тимӗр карта тата картан тепӗр енче — тӗтреллӗ ҫӳхе чаршавпа карталаннӑ лутра хӗвелӗн пайӑркисемпе йӑрӑм-йӑрӑм хӗрелсе чӗнтӗрленнӗ йӑлтӑркка юр тухса тӑчӗ…

Бледнея, с глубочайшей волнующей яркостью воскресил он в памяти февральский богатый красками исход дня, губернаторский дом в Могилеве, чугунную запотевшую от мороза ограду и снег по ту сторону ее, испещренный червонными бликами низкого, покрытого морозно-дымчатым флером, солнца.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй маларах службӑра тӑнӑ, анчах февральти переворот умӗн ҫавнашкал намӑсланса тухса тарма тивнӗ полкне вӑл тек пырса та курӑнмарӗ, ҫул ҫинченех дивизи штабне кӗчӗ.

В свой полк, в котором служил раньше и из которого ему пришлось еще до февральского переворота так позорно бежать, он не явился, а прямо заехал в штаб дивизии.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Февральти переворот умӗн Кӑнтӑр Хӗвеланӑҫ фронтри пӗр пехота дивизийӗн запасра тӑракан пӗрремӗш бригадине, ун ҫумне хушса панӑ Дон казакӗсен 27-мӗш полкӗпе пӗрле, столицӑра пуҫланса кайнӑ йӗркесӗрлӗхӗсене путарма фронтран илсе тухнӑ та Петербург ҫывӑхнелле куҫарма тытӑннӑ.

Первую бригаду одной из пехотных дивизий, находившуюся в резерве Юго-Западного фронта, с приданным к ней 27-м Донским казачьим полком, перед февральским переворотом сняли с фронта с целью переброски в окрестности столицы на подавление начавшихся беспорядков.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫ пулас умӗн Сергей Платоновичӑн пӗтӗм шӑм-шакӗ, темскер тулласа пӗтернӗ пек, сӑрӑлтатса ыратма пуҫларӗ.

День этот оставил под исход Сергею Платоновичу садную дурную боль.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чей умӗн ҫыртмӑн-и пӑртак?

— Перед чаем закусишь?

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сурхури ҫитес умӗн ҫанталӑк кӗтмен ҫӗртен ӑшӑтса пӑрахрӗ; пӗр талӑк тӗлли-паллисӗр ҫумӑр ислетрӗ те, Дон хӗрринчи ту ҫинчен, лапамсемпе шырлансем тӑрӑх урӑм-сурӑм шыв-шур кӗрлесе анчӗ; юртан тасалса ҫаралнӑ сӑмсахсем ҫинче иртнӗ ҫулхи кураксем тата мӑкпа витӗннӗ шурӑ чул ярӑмӗсем йӑл илсе симӗсленчӗҫ; Донӑн шыв ҫисе кайнӑ хӗррисене шурӑ кӑпӑк витсе эрешлерӗ; симӗс пӑр виле пек тӗссӗррӗн кӑвакарса кӳпчерӗ.

Перед Рождеством внезапно наступила оттепель; сутки шел дождь, с обдонской горы по ерикам шалая неслась вода; на обнажившихся от снега мысах зазеленели прошлогодняя травка и мшистые плитняки мела; на Дону заедями пенились окраинцы, лед, трупно синея, вздувался.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗррехинче Митька, каҫ пулас умӗн, Мелеховсем патне кӗрсе тухрӗ.

Как-то перед вечером заглянул Митька и к Мелеховым.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан, каҫ пулас умӗн, сарайӗнчи веялкӑна арпалӑха куҫарма шутларӗ те кинне чӗнсе илчӗ:

Уже перед вечером, надумал перенести веялку из сарая в мякинник, позвал сноху:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хуҫи службӑна тухса каяс умӗн ун чӳречисене хӑмапа ҫапса хӑварнӑ.

Окна перед уходом забил хозяин досками.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку ҫакӑнтан та лайӑх палӑрчӗ: маршрут расписанийӗ тӑрӑх ҫӗр каҫма палӑртнӑ яла полкран каҫ пулас умӗн квартирьерсем кӑларса ячӗҫ те, вӗсем малтанхи кунах унтан нимӗнсӗр таврӑнчӗҫ; ялӗ Румыни чикки еннелле куҫакан артиллерипе пехота чаҫӗсемпе тулса ларнӑ пулнӑ.

Это видно было уже по одному тому, что в первый же день похода квартирьеры, высланные перед вечером в деревню, где по маршрутному расписанию была указана ночевка, вернулись ни с чем: деревня была до отказа забита пехотой и артиллерией, тоже передвигавшейся к румынской границе.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed