Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пушӑ the word is in our database.
пушӑ (тĕпĕ: пушӑ) more information about the word form can be found here.
Ансӑр коридорӑн икӗ енӗпе тӑватӑ пушӑ пӳлӗм.

По обе стороны узкого коридорчика пустовали четыре комнаты.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алексей Макарович кунта пурӑнма пуҫлани нумай пулмасть-ха, ун ҫаплах ача ҫурчӗн картишӗнчи кивӗ флигельпе уйрӑлас килмен, вара ӑна пушӑ ларакан ҫурта куҫма кӑшт ҫеҫ обкомӑн ӳкӗтлеме лекмен.

Алексей Макарович поселился в нем совсем недавно, все не хотел расставаться с ветхим флигельком во Дворе детского дома, и потребовалось чуть ли не вмешательство обкома, чтобы Бахолдин наконец перебрался в пустовавшее помещение.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӳлӗксем пушӑ пулсан, запасран кӑштах кӑлармалла, ӑнлантӑр-и?

Если полки в них пустуют, нужно кое-что из запасов выбросить — понимаете?

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ҫынсене шанатӑн, ку вӑл лайӑх, вӗсене кирек мӗнле ырӑ ӗҫе те хутшӑнтарма пултаратӑн, — терӗ Пробатов, Любушкинӑн пушӑ стаканне сӑмавар кранӗ айне лартса, унта чей ячӗ те сӗт хушрӗ.

— Это хорошо, что ты уверена в людях, можешь их на доброе дело поднять, — сказал он и, поставив под кран самовара пустой стакан Любушкиной, налил чаю и добавил молока.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсене пурте ҫав тери хӑнӑхса ҫитнӗ, мӗн ҫинчен калассине пурте малтанах пӗлнӗ, вӗсенчен нимӗн те ҫӗннине илтме ӗмӗтленмен, анчах пуриншӗн те хаклӑ вӑхӑта ҫухатнипе те, чуна илекен пушӑ сӑмахпа та килӗшнӗ.

Все настолько свыклись с ними, что обычно заранее знали, о чем они будут говорить, не чаяли услышать ничего нового и, однако, с непонятным равнодушием мирились и с потерей дорогого для всех времени, и с этим выматывающим душу пустословием.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл вӗсене пушӑ вӑхӑтра, канмалли пӗчӗк пӳрте чӗнсе кӗртнӗ те пурне те тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ.

Он пригласил их пройти в боковушку, где в свободные минуты женщины отдыхали, и попытался во всем спокойно разобраться.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрарӑмсем Пробатова стена ҫумнелле хупӑрласа лартнӑ, хаярланса, шӑртланса кӑшкӑрнӑ, тарӑхса пушӑ витресене сулланӑ.

Женщины как-то ловко оттеснили Пробатова к стене, кричали зло, все более ожесточаясь, размахивая пустыми подойниками.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малти пӳлӗмре пушӑ та ҫара, стенасем ҫинчен тусанлӑ шпалер таткаланчӑкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, анчах, темӗнле япӑхса кайнӑ пулин те, сарлака мачча хӑмисем тӗксӗм хунар ҫутинче те ӑшӑра нумай ҫулсем хушши пурӑннӑ типӗ, йывӑҫӑн вут чулӗнни пек сарӑ тӗсӗпе йӑлтӑртатаҫҫӗ, ытама кӗрейми хыр пӗренесенчен пуранӑ стенасене тӗплӗн мӑкланӑ; тачӑ хӗснӗ урайӑн тахҫанхи сӑрӗ те кайман.

В горнице было пусто и голо, со стен свисали лохмотья пыльных обоев, но, несмотря на всю запущенность, широкие плахи потолка даже при тусклом свете фонарика отливали кремневой желтизной сухого, годы прожившего в тепле дерева; стены, срубленные из вековых, в обхват, сосен, были добротно проконопачены; плотно сбитый пол хранил следы давней покраски.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пушӑ бутылкӑна вӗрнӗ пек, ҫил салхуллӑ шӑхӑрчӗ, ҫырмара тӗмӗсем чӑшӑлтатрӗҫ, пӗтӗм ҫара тӗттӗмлӗх унта юхса аннӑ пек туйӑнчӗ; вӑл чӗрене сӑрхӑнса кӗчӗ, ӑна юррӑн савӑнӑҫлӑ ҫемми инҫетерех те инҫетерех илсе кайрӗ.

Заунывно, как в пустую бутылку, посвистывал ветер; шумели кусты в овраге, куда теперь, казалось, стекала вся гущина непроглядной тьмы, шумела за огородами река; щемила сердце все дальше уносимая радостными подголосками песня…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пушӑ паршасем шыв хумханнипе кӑшт силленсе тӑнӑ, пароход мӑрьинчен хура тӗтӗм тухнӑ.

Пустые баржи тихо покачивались на зыби, из трубы парохода валил черный дым.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Вӑл ҫухинче тарпа тусан сӑранланса ларнӑ хӗрлӗ петлицӑллӑ кӑвак казак мундирне типтерлӗ тӳмеленӗ, анчах пушӑ шӑлаварӗ анса ларнӑ пирки мучи ӑна пӗрехмай аллипе турта-турта хӑпартать.

Неизносный серый казачий мундир с красными петлицами на отворотах замасленного воротника был аккуратно застегнут, но пустообвислые шаровары спадали, и дед неотрывно поддерживал их руками.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Беженецсем патӗнче тупса пынӑ пушӑ михӗсене хӑйӑр тултарчӗҫ, вӗсене траншейӑсем хӗррине вӗҫе-вӗҫӗн, бруствер хӑпартнӑ пек, хурса тухрӗҫ.

Все порожние мешки, найденные у беженцев насыпали песком, укладывали внакат, бруствером, перед сплошной линией траншей.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Старик сӳрӗккӗн утакан мӑнтӑр лашисене чӑпӑрккипе хӑмсарчӗ, кӗлеткипе каялла ҫаврӑнса, вӑкӑрсем кӳлнӗ хыҫалти виҫҫӗмӗш лав ҫине пушӑ аврипе кӑтартрӗ.

Старик махнул кнутом на вяло переступавших сытых лошадей, повернулся назад и, указывая кнутовищем на третью сзади бычиную подводу, сказал:

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пушӑ пӳрте пырса кӗнӗ пулӑп.

К пустому куреню бы приехал.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Климовски патӗнчи ҫапӑҫура матроссене тураса тӑкнӑ хыҫҫӑн Григорий пӗрмай хӑйне хытӑ ҫатӑрласа илнӗ сивлек те пушӑ пурнӑҫпа пурӑнчӗ.

Григорий после того боя, когда порубил под Климовкой матросов, все время жил в состоянии властно охватившего его холодного, тупого равнодушия.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шамиль Алешки варринче выртать: унӑн кивелсе кайнӑ кӑвак сӑхманне уҫса хунӑ, пушӑ ҫаннине касса ҫурнӑ пуҫӗ айне чикнӗ, тахҫан ӗлӗкех татнӑ алли, таса мар ҫӗтӗкпе ҫыхнӑскер, нихҫан хускалмасӑр ҫӳременскер, сывлами пулнӑ ҫаврака кӑкӑр ҫинче шӑнӑр хутлатнӑ пек хутланса выртать.

Алешка Шамиль лежал в середине: синий старенький чекменишка его был распахнут, холостой рукав был подложен под разрубленную голову, а култышка давным-давно оторванной руки, обмотанная грязной тряпочкой, всегда такая подвижная, была судорожно прижата к выпуклому заслону бездыханной груди.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Акӑ каллех ӗнтӗ пурнӑҫ ҫӗнӗлле ҫаврӑнса кайрӗ, чунра ав ҫав-ҫавах сивӗ те пушӑ… — урине йӗнер йӑрани ҫине хурса темшӗн шухӑшларӗ вӑл, лашана хытӑ ҫилхинчен тытса. — Халӗ ҫав пушӑлӑха Аксютка та тултараймасть, ахӑр…»

Придерживая стремя ногой, держась за жесткую конскую гриву, почему-то подумал: «Ну вот, опять по-новому завернулась жизня, а на сердце все так же холодновато и пусто… Видно, и Аксютка зараз не сумеет заслонить эту пустоту…»

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья хӑйӗн ӗнине сума лармарӗ, ун патне ӑшӑ витерен шурӑ сӑмсаллӑ амӑшай пӑрӑва хӑваласа пычӗ те, пӑру вара хӳрине пӗтӗлтеттерсе, кайри урисемпе ҫӗре тӑрӑн-тӑрӑн тӗревлесе, тутипеле выҫлӑхлансах ӗнен пушӑ ҫилли патне тӗршӗнчӗ.

Аксинья не стала доить свою корову, она выгнала из закута белоноздрого телка, припустила его к матери, и телок жадно прирос губами к тощему вымени, вертя хвостом, напряженно вытянув задние ноги.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр чух хам пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм пурнӑҫа аса илнӗ май, пӑхатӑп та, — вӑл та тӳнтерле тавӑрнӑ кӗсье пекех пушӑ

Иной раз, вспоминаючи всю свою жизнь, глянешь, — а она как порожний карман, вывернутый наизнанку…

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Винтовка сасси темле туллин мар, вӑрӑм пушӑ вӗҫӗпе шартлаттарнӑ майлӑ ҫеҫ илтӗнчӗ-ха.

Звук винтовочного выстрела был неполон, тих, будто хлопнули нахвостником кнута.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed