Шырав
Шырав ĕçĕ:
Туршӑн та ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, ҫав ансат та чуна кӑмӑллӑ ӗҫрен пуҫне ҫынсем, ҫав шутрах эсир хӑвӑр та, хаклӑ ҫыннӑм, нимӗнле кӑткӑсрах ӗҫе те тума пултараймаҫҫӗ!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ванька Хряпов та пулин, яланах савӑнӑҫлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулаканскер, халь салхуланнӑ, тата Серафима Пушкаревӑна хӑлхаран текех темскер пӑшӑлтатса каласа парать, лешӗ вара, ҫакна итле-итле, хуллен кӑна куҫҫульне шӑлкаласа илет, ҫав хушӑрах темиҫе хутчен те Ивана ҫамкинчен темле уйрӑмах хӑйне майлӑн, кулӑшла та хурлӑхлӑн чуптӑва-чуптӑва илчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗрӗн йывӑр ӳт-пӗвӗ ун ҫумне хытӑрах та хытӑрах лӑпчӑннине туять вӑл, — Четыхера ӑшӑ ҫапать, ларма кӑмӑллӑ; хӗстерсе тытнӑ чӗркуҫҫисене пушатмасӑрах вӑл вӗсен хушшинчен сылтӑм аллине туртса кӑларчӗ, Пашӑна ыталаса илме шухӑшларӗ, анчах ҫав самантрах хартлатса ҫывӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сӑнӗ-пичӗ килӗшӳллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ унӑн, яланах ҫурма ӳсӗр пек курӑнакан куҫӗсем темле ӑнланмаллах мар, ҫурма савӑнӑҫлӑн йӑл кулса ҫутӑлаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗрех ҫула ҫитнӗ ҫӳллӗ, яштака пӳллӗ Фелицата Назаровна Зоеводина ҫак хӗрсемпе кӑмӑллӑ пурӑнать, вӗсен юратури ӗҫӗсене хӳтӗлет, харкашу-хирӗҫӳсене пырса хутшӑнса никама та кӳрентермелле мар килӗштерме пӗлет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ку ҫакна пӗлтерет — халӑхра хӑйӗн ҫӗршывӗшӗн, чун-чӗрине кӑмӑллӑ вырӑс ҫӗрӗшӗн ҫунакан юрату вӑранать!Это значит — просыпается в народе любовь к своей стране, к русской милой земле его!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫавӑн йышши чарусӑрлӑхсене кӑтартнӑ кунсенче унӑн пӑхма кӑмӑллӑ хитре сӑнӗ-пичӗ лапшакаланса ларать, унта хӑш-пӗр йӗрсем ҫухалнӑн туйӑнаҫҫӗ, тути, нимӗн тума аптранӑ евӗр, айванлӑрах йӑл кулса тӑрать, ыйхӑсӑр аптранипе пиҫсе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсем тӑрӑ мар шӗвекпе тулаҫҫӗ, вара пурин ҫине те усаллӑн, выльӑхла анӑравлӑ салхулӑхпа пӑхаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Обносково, Балымер салисенче, уездри тата ытти саласенчен килсе ҫӳрекен мӑн сухаллӑ вӑрман мужикӗсем, лӑпкӑ та ырӑ кӑмӑллӑ халӑх, кӑнтӑрла та пулин слобода витӗр лавсемпе иртме хӑраса тӑраҫҫӗ, ун витӗр тухмасӑр май килмен чухне вара, — виҫшерӗн, тӑватшарӑн пӗрле иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри вӑл — граф Милорадович пулнӑ — паттӑр, илемлӗ, ҫав тери хӑюллӑ, нимӗн ҫинчен те шутламанскер; Александр ӑна вунӑ хутчен парӑмсенчен хӑтарнӑ; кунпа пӗрлех вӑл хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ, укҫа шутне пӗлмесӗр тӑкнӑ, лӗпӗрти пулнӑ, тӗнчери чи ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри пулса тӑнӑ, салтаксен идолӗ пулнӑ, пӗр саккуна та пӗлмесӗр, темиҫе ҫул хушши Петербурга тытса тӑнӑ, юлашкинчен, юри тенӗ пекех, ӑна Николай патша пулса тӑнӑ пӗрремӗш кунӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑрушлӑхсем, ҫапӑҫура чакмалла пулнисем, ҫӗнтерӳсем, Наполеон ҫарӗпе тата ют ҫӗршывсемпе тӗл пулнисем — ҫаксем пурте вӗсен характерӗсене ҫирӗплетсе ҫитернӗ; хӑюллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, анчах инҫетех курайманскерсем, дисциплинӑна, ҫаклатса хунӑ тӑхасене нимрен те мала хураканскерсем, кунпа пӗрлех чыса та ҫирӗп упраканскерсем, вӗсем Российӑна хӑйсен аллинче Николайӑн ҫар чиновникӗсемпе статски салтакӗсен ӑрӑвӗ ӳссе ҫитӗниччен тытса тӑнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Павел Гатчинӑра тискерленсе кайнӑ ҫын пулнӑ, унӑн ӗлӗкхи пурнӑҫран рыцарьле туртӑмсем кӑшт ҫеҫ, тӗксӗммӗн палӑракан пулса юлнӑ; вӑл ҫемҫе кӑмӑллӑ Бенгали тигрӗ пулнӑ; кичем те юратса пӑрахнӑ, ялан ҫилленнӗ, ҫынсем ялан ҫиллентерекенскер, вӑл трон ҫине малтарахран лекмен пулнӑ пулсан, ухмаха ернисен ҫуртне лекнӗ пулӗччӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Оленька кӑмӑллӑ, анчах тарӑн шухӑшсӑр тата малалла ӳсмен йышши ҫынсенчен пӗри пулнӑ; ун пеккисем пӗрре вӑйлӑ туйӑмпа ҫунса илеҫҫӗ те — хатӗр, пӗр вырӑнта тӑракан пулаҫҫӗ, вара малалла каймаҫҫӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ старик Валериан Андреевич темиҫе ҫултан вилсе кайни Марья Валериановна туса хунӑ пурнӑҫа каллех пӑтраштарса, пӗтӗмпех йӗркерен кӑларса янӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ӗҫсем нумаййипе, чирленипе (вӑл аневризм чирӗ ҫине ӳпкелешнӗ, анчах, тӗрӗссипе, вӑл чир унӑн пулман та) хӑш чух аван мар самантсем пулаҫҫӗ, мана йӑвашшӑн, кӑмӑллӑ сӑмахсем каласа чармалла, тарӑхтармалла мар, эпӗ хам та кулянатӑп кайран.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Марья Валериановна, ку таранччен сӑпайлӑ та тӳсӗмлӗ пулнӑскер, халӗ ҫав тери ҫирӗп характерлӑ та нимӗне парӑнми кӑмӑллӑ пулса пынӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ, юратма, ҫав тери парӑнса пурӑнма хатӗр ҫын, вӑл хӑй шӑпине ним чӗнмесӗр пӑхӑнса пурӑннӑ, вара, ашшӗ асаплантарнисене аса илсе, ку ҫапла пулмалла та ӗнтӗ, тӗнчере хӗрарӑм пурнӑҫӗ ҫавӑн пек тесе шутланӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ начальство, ӗҫе тӑван ашшӗ пек хутшӑнса, ҫав ҫитменлӗхсене пӗтернӗ.Благодетельное начальство исправило эти недостатки отеческим вмешательством своим.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ответ парас вырӑнне, Дрейяк туйине ӳкернӗ; ҫав вӑхӑтрах пӗр кӑмӑллӑ хӗрарӑм, питех те тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, чепчикӗ айӗнчен тухса кайнӑ шурӑ ҫӳҫлӗскер, унӑн туйине ҫӗртен илнӗ те, ӑна йышлансах пыракан халӑха кӑтартса ҫапла каланӑ:
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Анчах пӗчӗк актриса питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ та хӑйӗн рыцарьне ҫав тери тав тунӑ.Но маленькая актриса была очень мила и очень благодарна своему рыцарю.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑй хирӗҫленисенчен усси ҫуккине кура, Миша сасартӑк пурҫӑн пек ҫемҫе, ачаш, хаваслӑ, ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулса кайнӑ.Видя безуспешность своих протестаций, Миша вдруг сделался шелковый, ласков, весел, приветлив.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.