Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тёма, ҫак ыйтура, ниҫта кайса кӗме пӗлмен амӑшӗ ҫав тери хурланнине, ҫав тери куляннине, унта тата та темскер пуррине курсан, Тёмӑна сасартӑк такам хӑйне малтанхи Тёмӑран ашнӗ-амӑшне юратакан ачаш ачаран туртса уйӑрнӑ пекех туйӑнчӗ.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Килте Тёма ӑна-кана пӑхмасӑрах хӑйне хӑй малтанхи пекех тытать-ха.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Данилов ирсерен, хӑйӗн юлташӗсем класа пырса кӗрсен, тимлесех вӗсен укҫисене турта-турта илет, мӗншӗн тесен, опыт ҫакна кӑтартса пачӗ: Касицкипе Тёмӑн укҫисем малтанхи рекреаци вӑхӑтӗнчех саланса каяҫҫӗ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫапла вара, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех план пулса та тухрӗ: телее шыраса пӑхмалла, ҫуркунне ҫитсен пӗр-пӗр малтанхи кунах, чи малтанхи пӑрахутпах Америкӑна тухса тармалла.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Амӑшӗ те чӗнмерӗ, вӑл хӑйӗн малтанхи ҫапӑҫурах ҫирӗп тӑрайман ывӑлне тахҫанччен ачашласа ларчӗ.Мать тоже замолчала и только продолжала ласкать своего не устоявшего в первом бою сына.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
(Иванов ҫине тӑрсах ыйтнипе вӗсем иккӗмӗш класра та виҫҫӗшӗ пӗрле, малтанхи пекех кайри парта хушшинче лараҫҫӗ).
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вахновӑн мӗскӗн пуҫне, пурнӑҫра чи малтанхи хут тен, ҫакӑн пек урӑхла шухӑшсем, — мӑкалса ҫитнӗ вунпилӗк ҫулхи ачан сывӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ пӗвӗ хушнӑ шухӑшсем мар, урӑхла шухӑшсем, — килсе кӗчӗҫ пулӗ.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ивановӑн чалӑш куҫӗсем, Тёмӑна малтанхи вӑхӑтра килӗшмесӗр тӗлӗнтернӗскерсем, Ивановпа ҫывӑхрах паллашсан, темле чуна туртса тӑнӑ пек туйӑнма пуҫларӗҫ, вӗсем питех те Тёма кӑмӑлне каякан пулчӗҫ.
Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Яковлев малтанхи самантрах алчӑраса пӑхса тӑрать, унтан вӑрт ҫаврӑнать те, никам ҫине пӑхмасӑр класран хӑвӑрт тухса каять.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тепӗр эрнерен тин ҫӗнӗ формӑллӑ тум ҫӗлетсе пачӗҫ, Тема малтанхи хут класа пырса кӗнӗ вӑхӑтра ачасем хӗрсех вӗренсе лараҫҫӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Уроксем пуҫланас умӗн Тёма чи малтанхи хут формӑллӑ тум тӑхӑнчӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Анчах, малтанхи пекех вӑйӗ хутшӑнмасӑр, вӑл, вылянӑ ҫӗрте ларакан пӗчӗк пӳртӗн стени ҫумне лӑпчӑнса, тусанлӑ ҫӗр ҫине ларчӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Епле тӗттӗмлӗх те салхулӑх пусса илчӗ ӑна, вилӗм ҫинчен унӑн чи малтанхи ӑнланӑвӗ пуҫтарӑнсан!Какой мрак и тоска охватили его от формулированного в первый раз понятия о смерти.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унӑн асӗнче малтанхи пурнӑҫ сӑнарӗ хӑварнӑ манӑҫми йӗрсем ку пурнӑҫ патне яхӑнне те пымаҫҫӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ку пурнӑҫ унӑн малтанхи пурнӑҫӗпе нихӑш енчен те танлашма пултараймасть, пачах ку урӑхла пурнӑҫ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма, ырханланса, ӳссе кайнӑскер, ҫӳҫне шакла касса янӑскер, акӑ малтанхи хут терраса ҫине тухса тӑчӗ, — тулта ӑшӑ кӗркунне тӑрать.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Жучка, каллех малтанхи вырӑна ҫитсе ларнӑскер, халь ӗнтӗ лӑпланнӑ, савӑнӑҫлӑн йынӑшкаланипе, вӑл ҫак ӑнран яракан ӗҫе хӑй ырланине кӑтартать.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Акӑ малтанхи ӗҫе туса ҫитернӗ те ӗнтӗ.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Малтанхи самантрах, тетӗшӗ сасартӑк хӑй сӑмахне аса илсе, хӑй каланӑ лашана илсе килсе парассӑн туйӑнчӗ ӑна, ҫав шухӑш ҫунатлантарсах ячӗ, анчах ун хыҫҫӑн вӑл: халь ӗнтӗ маншӑн пурпӗрех, вӑл лаша мана тин интереслентерес те ҫук, тесе шухӑшласа илчӗ.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма, хӑйӗн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗнче темле чирлӗ ӗшенчӗк пуррине туять, анчах халсӑрлӑхне ҫӗнтерсе, вӑл хӑй курнӑ тӗлӗкӗн малтанхи ҫур пайне паян ӗҫе кӗртме ӗмӗтленчӗ.