Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сана йӑвашлантарас тесе, санӑн чӗрӳнте мӗн пуррине, эсӗ Унӑн ӳкӗчӗсене упрассипе упрамассине тӗрӗслесе-сӑнаса пӗлес тесе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, акӑ ӗнтӗ хӗрӗх ҫул хушши сана пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, эсӗ ҫак пӗтӗм ҫула асӑнта тыт; 3. Вӑл сана йӑвашлантарса тӑчӗ, выҫӑпа тертлентерчӗ, унччен эсӗ хӑв та, аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе усрарӗ: ҫапла сана этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ [сӑмахпа та] пурӑннине кӑтартса пачӗ; 4. хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сан ҫире тумтирӳ кивелмерӗ, уру шыҫӑнса аптӑратмарӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Моисей каланӑ: [ҫакна эпӗ] хамӑн ирӗкӗмпе туманнине, ҫак пӗтӗм ӗҫе тума мана Ҫӳлхуҫа янине эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлетӗр: 29. вӗсем ытти ҫынсем пекех вилес пулсассӑн, вӗсене тивес хаса ытти ҫынсене тивекен хаса пекех пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа яман; 30. эхер те Ҫӳлхуҫа нихӑҫан пулманнине кӑтартсассӑн, ҫӗр ҫурӑлса кайса вӗсене [килӗ-ҫурчӗпе, чатӑрӗсемпе пӗрле], вӗсен мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗр ҫӑтас пулсассӑн, вӗсем чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса каяс пулсассӑн — пӗлӗр вара: ҫак ҫынсем Ҫӳлхуҫана сума суман ҫынсем пулнӑ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 49. Левий йӑхне ҫеҫ шута ан ил, вӗсене Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле ан шутла; 50. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ун таврашӗнче мӗн пуррине пурне те левитсен аллине пар; вӗсем кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне йӑтса ҫӳреччӗр, ун таврашӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, хӑйсен тапӑрне те ун ҫывӑхне лартса тухчӑр; 51. кӗлӗ чатӑрне куҫарса каймалла пулсассӑн та, ӑна левитсем ҫӗклеччӗр; кӗлӗ чатӑрне лартмалла пулсассӑн та, ӑна каллех левитсем лартчӑр; кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те кӗлӗ чатӑрне, ун ӑшӗнче мӗн пуррине пурне те сӗрсе тух, ӑна та, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӑл сӑваплӑ пулӗ; 10. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне сӗрсе тух, парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ; 11. ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн; ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, [унӑн уйне-хирне те,] унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, вӑкӑрне те, ашакне те, [унӑн кирек хӑш выльӑхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗнне те ан хапсӑн, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Шӑматкуна уяма астусах тӑр; 9. ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту; 10. ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 11. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче хирте мӗн пуррине пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранах — пӑр ҫапса тухнӑ, хирти мӗнпур курӑка та пӑр ҫапнӑ, хирте пур йывӑҫа та [пӑр] хуҫса пӗтернӗ; 26. Израиль ывӑлӗсем пурӑнакан Гесем ҫӗрӗнче ҫеҫ пӑр пулман.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ыран ирех тӑр та фараон умне пырса ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 14. сана пӗтӗм ҫӗр ҫинче Ман евӗрли урӑх ҫуккине пӗлтермешкӗн ку хутӗнче Эпӗ санӑн чӗрӳне пӗтӗм суранӑмпа суранлатӑп, ӑна санӑн чурусене те, санӑн халӑхна та ҫитерӗп; 15. Эпӗ Хамӑн аллӑма тӑсрӑм ӗнтӗ, апла сана та, санӑн халӑхна та хӑрушӑ чирпе тӗп тӑваттӑм, сана ҫӗр ҫинчен пӗтереттӗм, 16. анчах сан ҫинче Хамӑн хӑватӑма кӑтартмашкӑн, пӗтӗм ҫӗре Хамӑн ятӑма пӗлтермешкӗн Эпӗ сана упраса хӑвартӑм; 17. эсӗ вара ҫаплах Манӑн халӑхӑма хирӗҫ тӑратӑн, эсӗ ӑна халӗ те ярасшӑн мар, — 18. акӑ ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра, Эпӗ питӗ вӑйлӑ пӑрлӑ ҫумӑр ҫутарӑп, Египета никӗсленӗ кунран пуҫласа халиччен ун пекки пулман-ха; 19. эппин, хӑвӑн кӗтӗвӳсене, хирте мӗн пуррине пурне те пуҫтарма яр; килӗсене таврӑнмасӑр хире юлнӑ мӗнпур ҫынна, выльӑх-чӗрлӗхе пӑр ҫапӗ те, вӗсем вилсе пӗтӗҫ, тет, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосиф вара фараон патне пынӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Гесем ҫӗрӗнче, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑванӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем; 32. ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗсем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах илсе, Израиль тапранса тухнӑ, Вирсавияна ҫитнӗ те хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Туррине парнесем кӳнӗ.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл хӑйӗн хуҫин арӑмне каланӑ: акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑшӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑлтах ман аллӑма пачӗ; 9. ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? тенӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл Иосиф аллине панӑ, Иосиф ӗҫлесе тӑнӑ чухне вӑл хӑй ҫиекен ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те пӗлмен.6. И оставил он все, что имел, в руках Иосифа и не знал при нем ничего, кроме хлеба, который он ел.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иосифа хӑйӗн ҫуртне, хӑйӗн мӗн пуррине пурне те тытса тӑраканӗ тунӑранпа Ҫӳлхуҫа Турӑ Египет ҫыннийӗн кил-ҫуртне Иосифшӑн пилленӗ, унӑн килӗ-ҫуртӗнче, [унӑн] хирӗнче мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитнӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Иосифа хӑйӗн пӗтӗм ҫуртне тытса тӑраканӗ тунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах унӑн аллине панӑ.И он поставил его над домом своим, и все, что имел, отдал на руки его.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсен вак выльӑхне, шултӑра выльӑхне, ашакӗсене, хулара мӗн пуррине, хирте мӗн пуррине пӗтӗмпех, 29. вӗсен мӗнпур пуянлӑхне илсе кайнӑ; мӗнпур ачине, арӑмне тыткӑна илсе кайнӑ, [хулара] мӗн пуррине, кил-ҫуртра [мӗн пуррине йӑлтах] ҫаратса тухнӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.