Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид Ахимелех священника каланӑ: патша мана пӗр ӗҫ хушса ячӗ, анчах та вӑл: «эпӗ сана мӗншӗн янине, мӗн хушнине никам та ан пӗлтӗр» терӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ҫыннӑмсене пӗр ҫӗрте хӑвартӑм; 3. апла аллу айӗнче мӗн пуррине — пӗр пилӗк ҫӑкӑр е мӗн те пулин — пар мана, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Амалик Израиле мӗн тунине, вӑл Египетран килнӗ чухне унӑн ҫулӗ ҫинче ӑна мӗнлерех хирӗҫ тӑнине аса илтӗм; 3. халӗ кай та Амалика [тата Иерима] аркатса тӑк, унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пӗтер; [вӗсем патӗнче хӑвна валли нимӗн те ан ил, анчах унӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех тӗп ту, тупала;] ӑна хӗрхенсе ан тӑр, упӑшкинчен пуҫласа арӑмӗ таранах, яш ачаран пуҫласа кӑкӑр ачи таранах, вӑкӑрӗнчен пуҫласа сурӑхӗ таранах, тӗвинчен пуҫласа ашакӗ таранах вӗлерсе тух.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Самуил вара Саула ҫапла хуравласа каланӑ: витӗркуранӗ эпӗ вӑл, ман умран сӑрт ҫине ут; эсир паян манпа пӗрле апатланӑр, сана ирхине кӑларса ярӑп, хӑвӑн чӗрӳнте мӗн пуррине сана йӑлтах каласа парӑп; 20. виҫӗ кун маларах ҫухалнӑ ама ашакусем пирки ан пӑшӑрхан, вӗсем тупӑннӑ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; 7. Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: 8. манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; 9. ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; 10. акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; 11. анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; 12. эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 39. хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Еглонран Хеврон хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 37. Израиль ҫыннисем Хеврона туртса илсе хулине те, патшине те, ҫывӑхри ялсене те, унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ; никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, ӑна Еглона мӗн кӑтартнинех кӑтартнӑ: ӑна, унта мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Ливнӑран Лахис хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 32. Ҫӳлхуҫа Лахис хулине те Израиль аллине панӑ, вӑл ӑна тепӗр куннех туртса илнӗ те хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [ӑна та] Ливнӑна пӗтернӗ пекех [пӗтерсе тӑкнӑ].
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вара Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Македран Ливна хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 30. Ҫӳлхуҫа Ливнӑна та Израиль аллине панӑ, [вара ӑна,] унӑн патшине [ярса илнӗ], Иисус хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ: унта никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливна патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус ҫав кунах Макед хулине ярса илнӗ, [ӑна,] унӑн патшине хӗҫ айне тунӑ, хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Макед патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хулана, унта мӗн пуррине пӗтӗмпех вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ; кӗмӗлпе ылтӑнне, пӑхӑр-тимӗр савӑтсене анчах [Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр тесе] Ҫӳлхуҫа ҫурчӗн пурлӑх управӑшне панӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Малтан ҫӗр пӑхса килнӗ икӗ яш ачана Иисус каланӑ: леш аскӑн арӑм килне кайӑр та, хӑвӑр тупа тунӑ пек, ӑна хӑйне те, килӗнче кам пуррине пурне те кӑларӑр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хулара мӗн пуррине пурне те тупаланӑ, арҫынӗ-хӗрарӑмӗ, ватти-вӗтти, вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-ашакӗ — [пурне те] хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑвӑн тӑванна усламла кӗмӗл те, ҫӑкӑр та, услам илме май пуррине нимӗн те ан пар; 20. ют ҫӗр ҫыннине усламла пар, хӑвӑн тӑванна усламла ан пар, ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ҫинче ху тӑвакан пур ӗҫре те пиллесе тӑтӑр.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сана йӑвашлантарас тесе, санӑн чӗрӳнте мӗн пуррине, эсӗ Унӑн ӳкӗчӗсене упрассипе упрамассине тӗрӗслесе-сӑнаса пӗлес тесе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, акӑ ӗнтӗ хӗрӗх ҫул хушши сана пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, эсӗ ҫак пӗтӗм ҫула асӑнта тыт; 3. Вӑл сана йӑвашлантарса тӑчӗ, выҫӑпа тертлентерчӗ, унччен эсӗ хӑв та, аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе усрарӗ: ҫапла сана этем ҫӑкӑрпа ҫеҫ пурӑнманнине, этем Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан пур тӗрлӗ [сӑмахпа та] пурӑннине кӑтартса пачӗ; 4. хӗрӗх ҫул ӗнтӗ сан ҫире тумтирӳ кивелмерӗ, уру шыҫӑнса аптӑратмарӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Моисей каланӑ: [ҫакна эпӗ] хамӑн ирӗкӗмпе туманнине, ҫак пӗтӗм ӗҫе тума мана Ҫӳлхуҫа янине эсир акӑ ҫакӑнтан пӗлетӗр: 29. вӗсем ытти ҫынсем пекех вилес пулсассӑн, вӗсене тивес хаса ытти ҫынсене тивекен хаса пекех пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа яман; 30. эхер те Ҫӳлхуҫа нихӑҫан пулманнине кӑтартсассӑн, ҫӗр ҫурӑлса кайса вӗсене [килӗ-ҫурчӗпе, чатӑрӗсемпе пӗрле], вӗсен мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗр ҫӑтас пулсассӑн, вӗсем чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса каяс пулсассӑн — пӗлӗр вара: ҫак ҫынсем Ҫӳлхуҫана сума суман ҫынсем пулнӑ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.