Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Ку ӗҫе хатӗрленнӗ чухне, патша ҫапла хушнине кура, усал тума хӗтӗртекенсем иудей халӑхне хирӗҫле хаяр элек сарнӑ: вӗсем патша саккунне пурӑнӑҫлассинчен пӑрӑнса пурӑнаҫҫӗ, тенӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хаяр ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра Антиох ҫӗнтерме тытӑнсассӑн, Арсиноя ҫӳҫне-пуҫне арпашӑнтарса ярса ҫар тӑрӑх куҫҫульпе йӗрсе ҫӳренӗ, ҫарҫӑсене харпӑр хӑйшӗн, ачисемпе арӑмӗсемшӗн харсӑртараххӑн ҫапӑҫма чунтан ӳкӗтленӗ, ҫӗнтерсессӗн кашнине икшер мина ылтӑн пама пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫу хаяр пулнӑ, Иудӑпа пӗрле пулнисем Турӑ пулӑшнипе ҫӗнтерсессӗн, ҫухату тӳснӗ куҫса ҫӳрекен арабсем Иудӑна килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӗсене выльӑх-чӗрлӗх парса тӑма тата ытти енӗпе усӑ кӳме пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗвел тухсассӑн кусем те, лешӗсем те ҫапӑҫӑва кӗнӗ — пӗрисем, темле паттӑр пулсан та, хӑйсене Турӑ ӑнӑҫупа ҫӗнтерӳ парасса шанса ҫапӑҫнӑ, тепӗрисене ҫапӑҫура хӑйсен хаяр ҫилли ертсе пынӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакна пурне те йӗркелесе ҫитерсессӗн, вӗсем, ӳлӗмрен кунашкал инкеке лекмелле ан пултӑрччӗ тесе, Ҫӳлхуҫана ҫӗре ӳксе тархасланӑ; эхер те ҫылӑха кӗрес пулсассӑн та, Вӑл пире Турра хурлакан суя тӗнлӗ халӑхсен хаяр аллине памасӑр хӗрхенсе хаса патӑрччӗ, тенӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Асаплантарса пӗтернӗскер, вӑл, ахлатса ярса, вилес умӗн ҫапла каланӑ: «Пурне те Курса Тӑракан Ҫӳлхуҫа пӗлет: вилӗмрен ҫӑлӑнма май пур пулин те, Унран хӑранипе эпӗ ӳтӗме хӗненине тӳссе хаяр асап йышӑнатӑп, чунӑмпа вара ӑна савӑнсах тӳсетӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Менелай ҫапла, мула хапсӑнакан пуҫлӑхсем пулӑшнипе, влаҫа хӑй аллинче сыхласа хӑварнӑ, усалланнӑҫемӗн усалланса пынӑ, Иерусалимӑн хаяр тӑшманӗ пулса тӑнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапӑҫӑвӗ хаяр пулнӑ, пӗрисем те, тепӗрисем те питӗ нумай пӗтнӗ, 18. Иуда та пуҫ хунӑ, ыттисем вара пӑрахса тарнӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Маттафийӑн вилес кунӗсем ҫывӑхарса ҫитнӗ, вӑл вара ывӑлӗсене каланӑ: ку чухне мӑнаҫланасси ӳссе кайрӗ, тӳсӗмлӗх ҫитерме йывӑр, халӗ — самана улшӑнас вӑхӑт, хаяр ҫилӗ вӑхӑчӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫакӑ вӑл Турӑ Ҫурчӗшӗн яланхи хӑрушлӑх, Израильшӗн хаяр тӑшман пулнӑ.36. И было это постоянною засадою для святилища и злым диаволом для Израиля.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Саккуна тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ун чухнехи пророксем урлӑ каланӑ сӑмахсене илтес мар тесе, чӗрине чуллантарса ячӗҫ; ҫавӑншӑн ӗнтӗ вӗсене Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хаяр ҫилли ҫитрӗ.
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Эпӗ халдейсене, хаяр та чарусӑр халӑха, хӑйне тивӗҫлӗ мар ҫӗрсене туртса илесшӗн ҫӗр талккӑшӗ тӑрӑх ҫӳрекенскере, хускатса ярӑп.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хаяр ҫиллӗм хыҫҫӑн каймӑп, Ефрема пӗтермӗп: Эпӗ — Турӑ, этем мар; сан хушшунта — Святой; Эпӗ хулана кӗмӗп.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Даниил вара Вавилон ӑсчахӗсене вӗлерме янӑ Ариоха — патша сыхлавҫисен пуҫлӑхне — канаш тата ӑс парас тесе унпа калаҫу пуҫарнӑ; 15. патшанӑн сумлӑ ҫыннинчен Ариохран ҫапла ыйтнӑ: патша мӗншӗн кун пекех хаяр хушу кӑларчӗ? тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа та Израиль ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ ҫакна сирӗншӗн хытӑ тӑрса, хаяр ҫиллӗмпе каларӑм, мӗншӗн тесессӗн сирӗнтен халӑхсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗресем шарах ҫурӑлччӑр, вилнисем тата ытларах пулччӑр тесе, Эпӗ вӗсен кашни хапхи умне хаяр хӗҫ тӑратӑп, ах! ҫиҫӗм пек ҫиҫекен, чиксе пӑрахма ҫивӗчлетнӗ хӗҫ!
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах ӑна, хаяр ҫилӗпе тӑпӑлтарса, ҫӗр ҫине, ура айне, ывӑтнӑ, унӑн ҫимӗҫне тухӑҫ ҫилӗ типӗтнӗ; ҫирӗп турачӗсене хуҫа-хуҫа пӑрахнӑ, типсе хӑрнӑ вӗсем, вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ.
Иез 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӗтӗм ҫиллӗмпе, пӗтӗм хаярлӑхӑмпа сут тунӑ чухне, сана хаяррӑн вӗлернӗ чухне хӑвӑн таврари халӑхсем умӗнче эсӗ ҫын кулли пулӑн, мӑшкӑл курӑн, вӗсемшӗн тӗслӗхпе сехре хӑппи вырӑнне пулӑн — ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм; 16. Эпӗ вӗсем ҫине вӗсене пӗтерекен выҫлӑхӑн хаяр сӑннисене ярсассӑн, вӗсене сире пӗтерме ярсассӑн, сирӗн хушшӑрти выҫлӑха вӑйлатсассӑн, ҫӑкӑр тӗрекне аркатсассӑн, 17. сирӗн ҫине выҫлӑхпа тискер кайӑксене ярсассӑн, сана ачусемсӗр тӑратса хӑварӗҫ; сан ҫийӗн хӗн-суранпа юн иртӗ, сана хӗҫӗмпе тӗллӗп; ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала; 5. сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ, 6. уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ; 7. Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ; 42. вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.