Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнешкел ыра шӑршӑ кӗрет ҫак ачасен ҫӳҫӗсенчен!
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Картишӗнче сарайсен хӗрсе кайнӑ тимӗр ҫивиттийӗсен вӗри шӑршипе этем тарӗн йӳҫек шӑрши кӗрет.Во дворе жарко пахло раскаленными железными крышами сараев и людским едким потом.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сывлӑмпа нӳрелнӗ хупах, йӗпе ҫӗр, тӗтре шӑрши кӗрет.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳртре кӑмака хутса хӑтланмасть вӑл, лаҫра вут хурса кӑнтӑрлахи апат пӗҫерет те каллех мӑнукӗсем патне пӳрте кӗрет.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Хусан чӑвашӗсем» ушкӑна йӗркелесе янӑ Алексей Наумов ҫинчен шӑпах максима листсен йышне кӗрет тесе каламалла.
Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Ҫак шурӑ питлӗ, темле кулӑшла тумтир тӑхӑннӑ ҫынтан хуҫи шӑршиех кӗрет, сасси те унӑнах, анчах ҫавӑнпа пӗрлех вӑл иккенне ӗненес килмен шухӑш та килсе кӗчӗ.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Палламан ҫын патӗнче ним шӑршӑ та ҫук, столяр хваттерӗнче вара кирек хӑҫан та сывлӑш тӗтре пек тӑрать, кирек хӑҫан та ҫилӗм, лак, турпассен тутлӑ шӑрши кӗрет.
II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ман шутпа, ҫакӑ вӑл — коммунист ячӗпе куҫ кӗрет витӗнсе пурӑнни.Я думаю, это — явное прикрытие своей жизни от имени коммуниста.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн чухлӗ кӗрет ҫавӑн чухлӗ ӗҫӗр, шыв шалккӑ мар пире!
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн пӑрикмахерскинчи пек шӑршӑ кӗрет сан? — ыйтрӗ Лузгин, кӗрӗкне Нюшкӑ алли ҫине хывса пӑрахса, сӑмсине нӑш-нӑш туртса.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юр ҫыпӑҫнӑ пӗчӗк чӳрече витӗр янкӑр уяр каҫӑн шупка ҫути сӑрхӑнса кӗрет, пӗр ҫӑлтӑр сиввӗн йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑни курӑнать.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вырӑн ҫинчен сиксе тӑрсан вӑл, чӳрече каррисене сирет те, пӳлӗме хӗвел кӗрет, савӑнӑҫлӑскер, йӑмӑкне ирхи апат хӑвӑртрах хатӗрлеме васкатать, тутисене пӗҫерте-пӗҫерте чей ӗҫет те урама тухса чупать.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗчӗк форточкӑ витӗр, ҫӑтӑртатса, аран-аран ҫунакан краҫҫын лампин ҫулӑмне чӗтретсе, сивӗ сывлӑш кӗрет пулин те, пӳлӗмре ҫаплах пӑчӑ, тата кӑвак тӗтӗм тӑрать.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӑварӗ коридоралла тухакан кафель кӑмакаран ӑшӑ ҫапать, тӑрӑшса якатнӑ простыньсемпе минтер пичӗсенчен хӗвел ҫинче кӑшт пиҫнӗ ӳт шӑрши кӗрет.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вокзал умӗнчи плошадьре — ӑна юпа ҫинче сулланса тӑракан шуҫ абажурлӑ пӗр лампӑ ҫутатнӑ — лавсем туллиех, тислӗк шӑрши, лаша тарӗпе хӗрнӗ утӑ шӑрши кӗрет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кунта асфальтлӑ ҫул кӗрет пулсан та, ҫӗнӗ ҫурт лартакансем ҫукпа пӗрех.Несмотря на то, что здесь идет асфальтированная дорога, новые дома почти не строят.
Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Яланах пӗрле ҫӳрекен ремесленниксем чӗркуҫҫийӗсем ҫине фибр хура чӑматан кӑларса хучӗҫ те хӗрсе кайса домино ҫапма тытӑнчӗҫ, вулама юратакансем ҫутӑ патне ҫывӑхарах майлашса ларчӗҫ; хӑш-пӗрисем карҫинккисене уҫнӑ та, вакунра тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ шӑрши кӗрет.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шӑннӑ кӗпе-йӗмрен юхан шыв шӑршипе хир чечекӗнни пекрех тутлӑ шӑршӑ кӗрет.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тата акӑ амӑшӗ пӳрте хӗллехи сивӗпе шӑнса хытнӑ кӗптӗртетекен кӗпесем йӑтса кӗрет, ӑна алӑк патӗнченех: хӑвӑртрах кӑмака ҫине хӑпар, атту шӑнса пӑсӑлатӑн, тесе кӑшкӑрать.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.