Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куна (тĕпĕ: кун) more information about the word form can be found here.
2. Хӑй тӑвакан ӗҫӗсене Турӑ ҫиччӗмӗш кун тӗлне туса ҫитернӗ, тумалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, ҫиччӗмӗш куна Вӑл канлӗхлӗ тунӑ.

2. И совершил Бог к седьмому дню дела Свои, которые Он делал, и почил в день седьмый от всех дел Своих, которые делал.

Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16 Турӑ икӗ пысӑк ҫутӑ тунӑ: пысӑкрах ҫутине куна тытса тӑма, пӗчӗкрех ҫутине каҫа тытса тӑма тунӑ, ҫӑлтӑрсем те тунӑ; 17 Турӑ вӗсене тӳпе тӗрекӗ ҫине лартнӑ: ҫӗре ҫутатса тӑма, 18 кунпа каҫа тытса тӑма, ҫутта тӗттӗмрен уйӑрса тӑма лартнӑ.

16. И создал Бог два светила великие: светило большее, для управления днем, и светило меньшее, для управления ночью, и звезды; 17 и поставил их Бог на тверди небесной, чтобы светить на землю, 18 и управлять днем и ночью, и отделять свет от тьмы.

Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14 Турӑ каланӑ: [ҫӗре ҫутатса тӑма тата] куна каҫран уйӑрса тӑма, хӑватсем кӑтартма тата вӑхӑта, куна, ҫулталӑка палӑртса тӑма тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫутӑсем пулччӑр; 15 ҫӗр ҫине ҫутӑ ярса тӑмашкӑн вӗсем тӳпе тӗрекӗ ҫинчи ҫутаткӑҫсем пулччӑр, тенӗ.

14. И сказал Бог: да будут светила на тверди небесной [для освещения земли и] для отделения дня от ночи, и для знамений, и времен, и дней, и годов;15 и да будут они светильниками на тверди небесной, чтобы светить на землю.

Пулт 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пациентсем кунта кӗске тапхӑра, 10-12 куна ҫеҫ, килеҫҫӗ.

Help to translate

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Эпир тӑваттӑн 150 пуҫ пӑру пӑхаттӑмӑр. Тӑрӑшса ӗҫленӗ, ачасене те тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтернӗ», - тет ватӑ иртнӗ куна куҫ умне кӑларса.

Help to translate

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӑрҫӑ, туслӑх, мирлӗ пурнӑҫ темине хускатса сӑнарлакан фильмсене аслисене ҫеҫ мар, ҫитӗнекен ӑрӑва та кӑтартасчӗ, - терӗ иртнине аса илсе, паянхи куна пӗтӗмлетсе Нина Мефодьевна.

Help to translate

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Паянхи куна ку тӑрӑхра ҫивӗч ыйтусенчен пӗри - Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче автобус ҫукки.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Паянхи куна илсен, районта ҫурхи шыв-шура ирттерсе яма, ака ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлама хатӗр.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫак паллӑ куна уявлама халӑх Ҫӗнӗ Кинчерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкула пуҫтарӑнчӗ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Аслисем ҫак куна яланах сӑнанӑ: урамра автан сӑхмалӑх шыв пур-тӑк ҫав ҫул тыр-пул ӑнса пулать тенӗ.

Help to translate

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Крым Раҫҫей пулса тӑнӑ куна паянхи пекех ас тӑвать.

Help to translate

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫав ҫитменлӗхе пӗтерес тесех мӗн те пулин ҫыхмасӑр пӗр куна та ирттермест.

Help to translate

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Куна эпӗ гимнастика тунинчен пуҫлатӑп.

Help to translate

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паянхи куна ятарлӑ счет ҫине 43 пин тенкӗ кӗни паллӑ.

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗсем ҫӗршер ӑру пурнӑҫӗпе паянхи куна танлаштарма пулӑшакан хатӗр пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Паянхи куна Чӑваш Енре шкулсенче 127 пин ача вӗренет пулсассӑн, 2020 ҫул тӗлне эпир 155 пин ача пуласса шанатпӑр.

Help to translate

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чир ернӗ ҫыннӑн ӳт-пӳ температури 39-40 градус таран хӑпарать, ҫынна шӑнтса пӑрахать, пысӑк температура 5-7 куна пырать.

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Вирус организма лекнӗренпе чир пуҫланичченхи тапхӑр (инкубаци тапхӑрӗ) 1,5 уйӑх таран тӑсӑлать, ытларах чухне ку тапхӑр 17-19 куна пырать.

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫак пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ туса мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Паянхи куна республикӑра халӑхӑн кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗн ҫирӗп ӳсӗмне шута илнӗ.

На сегодняшний день в республике зарегистрирован устойчивый рост ожидаемой продолжительности жизни населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed