Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫул the word is in our database.
ҫул (тĕпĕ: ҫул) more information about the word form can be found here.
С.Безруков иртнӗ ҫул темиҫе эрне Вӑрнара парса тӑнӑ шыва технологипе килӗшӳллӗн тасатса ҫитерейменнине тунмарӗ.

Help to translate

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Салху статистикӑна — иртнӗ ҫул ача-пӑча тулаш сӑлтавсене пула вилнӗ тӗслӗхсем вӗсен пӗтӗмӗшле вилеслӗхӗн ҫуррине яхӑнах пулнине — ырӑ енне улӑштарма мӗнле май тупмалла-ха?

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Аслисем ҫул ҫинче яланах сисӗмлӗ те тимлӗ пулсан тӗпренчӗкӗ те сисчӗвленме хӑнӑхса ӳсӗ.

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫулталӑкӑн чи ӑшӑ вӑхӑтӗнче велосипедпа, скутерпа, мопедпа ярӑнма кӑмӑллакан ҫул ҫитмен ачасем инкеке лекнӗ тӗслӗх нумайланать.

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫул ҫинчи инкек-синкек ҫулталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те сиксе тухма пултарать.

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Шыва кӗме каятӑн-и, вӑрмана ҫул тытатӑн-и — ачан тавракурӑмне анлӑлатма темӗн тӗрлӗ калаҫу та пуҫарма пулать.

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫапах карас ҫыхӑнӑва йӗркелекен операторсемпе провайдерсем ҫул ҫитменнисемшӗн сиенлӗ сайтсенчен сыхланма сӗнекен ятарлӑ сервиссем шанчӑклӑрах пек.

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫул ҫитменнисемшӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратаканни — Интернет.

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӑшӗ-пӗри тӗпренчӗкне ача-пӑча кану лагерьне вырнаҫтарать — ку тӗслӗхре те ҫул ҫитменнисене сӑнаса тӑрассишӗн яваплисем пур.

Help to translate

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫак кун Раҫҫейре 200 ҫул каялла патшалӑх тытса тӑракан пӗрремӗш вулавӑш уҫӑлнӑ.

Help to translate

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Юлашки виҫӗ ҫул вӑл Кармал хӗрӗпе Ольга Павловӑпа килӗштерсе ӗҫлет.

Последние три года он работает в согласии с девушкой из Карамал Ольгой Павловой.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кунта вӑл нумай ҫул /2007/ вӑй хунӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ.

Help to translate

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ялти хӗрарӑмсен канашне нумай ҫул ертсе пынӑ.

Много лет руководила сельским женским советом.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Атте Валерьян Васильевич Галкин 3 ҫул килӗрен киле ҫӳресе ял ҫыннисем ҫинчен ыйтса пӗлсе ҫырса хӑварнӑ блокнот маншӑн чи пысӑк пуянлӑх. Ӑна куҫ пек упратӑп, пичетлес ӗмӗтпе пурӑнатӑп», — чунне ирӗке ячӗ хӗрарӑм.

"Для меня самое большое богатство - это блокнот отца Валерьяна Васильевича Галкина, где он 3 года собирал по дворам и записывал рассказы деревенских жителей. Его берегу как зеницу ока, живу мечтой напечатать", - душу открыла женщина.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вара Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине ҫул тытрӑм.

Тогда направилась в Цивильское училище культуры и просвещения.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сӑмах май, иртнӗ ҫул Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе Людмила Шикарева шкулти учительсемпе пӗрле К.Ивановӑн тӑван тӑрӑхне — Слакпуҫне — кайса курнӑ.

К слову, в прошлом году по решению Чувашского национального конгресса Людмила Шикарева вместе со школьными учителями в родные края К.Иванова - Слакбаши - съездила.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чылай ҫул каялла тухнӑ вырӑс кӗнекисене тепӗр хут вулама тытӑнчӗҫ: В.Астафьев, М.Алексеев...

Начали читать русские книги, изданные много лет тому назад: В.Астафьева, М.Алексеева...

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Унта пӗр улшӑнми 35 ҫул ӗҫлекен Людмила Шикаревӑпа курса калаҫрӑм.

Встретилась с Людмилой Шикаревой, которая там беспрерывно работает 35 лет.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл ҫирӗм ҫул республикӑри хӗрарӑмсен юхӑмне ертсе пынӑ.

Она в течении двадцати лет руководила женским движением республики.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫав кунсем, чӑвашсем вырӑс патшалӑхне хӑйсен ирӗкӗпе кӗнӗренпе 425 ҫул ҫитнине халалланӑскерсем, туслӑхпа тӑванлӑхӑн чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑчӗҫ.

Эти дни, которые были посвящены 425-летию добровольного вхождения чувашского народа в российское государство, стали настоящими праздниками дружбы и породнения.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed