Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Авланни ҫинчен никама та ан шарла!
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ан кастарччӑрин ҫӳҫӗсене, качча тухӗҫин, арӑм пулчӑрин: веҫех манас пулать — пурпӗрех телей.Пусть девушки по-прежнему ходят с косами, пусть их выдают замуж! Забыть обо всем — это тоже счастье.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Тепӗр темиҫе ҫултан ман ҫемье пурнӑҫӗ вӑйсӑрланса ҫитрӗ, атте-анне выҫӑпа ан аптраччӑр тесе, ман мӗнле те пулин ӗҫе кӳлӗнме лекрӗ.— Через несколько лет родные мои обеднели, и я стал искать работу, чтобы не голодать.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Ахаль каламан ҫав ваттисем: «Хӑрах куҫлӑ ҫынна, курпуна тата хӑв арӑмна ан ӗнен».Недаром пословица говорит: «Не верь кривому, горбатому и своей жене».
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унтан, хушнӑ пек: — Хӑвӑртрах хай патне илсе кай, нумай пӗлме ан тӑрӑш, — терӗ.И повелительно добавил: — Веди скорее к самому и поменьше любопытствуй!
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Унтах лар-ха, ан кил кунта.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
— Ывӑлӑм, ан тӑр эс!..
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ҫынҫиенсенчен ним ыррине те ан кӗт: вӗсем мана та, сана та ҫисе яма пултараҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем ҫиме те именсех тӑмӗҫ.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
«Ним пирки те ан шухӑшлатӑр, темиҫе кун ӑна питӗ лӑпкӑ тытас пулать!»
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Старик ларчӗ, куҫне хупрӗ, чылайччен юн тымарне хыпашлакаларӗ, тем шухӑшларӗ, вара, хӑрушла куҫӗсене уҫса, ҫапла каларӗ: «Ним пирки те ан шухӑшлатӑр, темиҫе кун ӑна питӗ лӑпкӑ тытас пулать, вара веҫех юсанать».
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
— Халӗ, ан тив, пурте тухчӑр.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Майра-патшана вилӗм аллипе парас теместӗп эпӗ, ан тив, хӑй пӗлнӗ пек пурӑнтӑр та хӑй кӑмӑлне кайнӑ ҫӗрте вилтӗр.— Царицу я не хочу предавать смерти, пусть она живет, как хочет, и умирает, где хочет.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Патша, каҫар мана, ан хӑратсам мана хӑв ҫиллӳпе, кама та пулин урӑххине хушсамччӗ куна тумашкӑн.— Царь, прости меня, не угрожай мне своим гневом, прикажи это сделать кому-нибудь другому.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Чуптума парччӗ мана хӑв аллусене, хамран юлашки сывлӑш вӗҫсе тухса каймасӑр та ан илччӗ вара вӗсене ман ҫӑвар патӗнчен.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Вилӗмрен ан хӑра, Суламифь!
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Патша вара ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ та: — Нихҫан та ан кала кун пек… Ан кала кун пек, о Суламифь! — пӑшӑлтатнӑ, пӑлханса кайнӑскер.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Тухӑрах, граждансем, анчах ан манӑр: колхоза каялла йышӑнма ыйтас-тӑвас пулсан, — ун чухне эпир шухӑшласа пӑхӑпӑр, йышӑнмалла-и сире, ҫук-и!
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Нагульнова ҫывӑрма хӑв патна илсе кай, асӑрхасах тӑр, ан ӗҫтӗр вӑл, — пӑшӑлтатрӗ Давыдов Разметнова.— Возьми Нагульнова к себе ночевать, проследи, чтобы он не пил, — шепнул Давыдов Размётнову.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ан тив, хӗстермесӗр-тумасӑрах ӑнланса илтӗр.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫынсем колхозран ан тухчӑр, ку вара факт пулать!