Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫӗр ҫинче хӗрӗх ҫул лӑпкӑ самана тӑнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Израиле Вӑл Месопотами патши Хусарсафем аллине панӑ, Израиль ывӑлӗсем сакӑр ҫул Хусарсафема пӑхӑнса пурӑннӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. [Ҫав кун Израиль ывӑлӗсем Турӑ саккунӗн арчине илсе хӑйсемпе пӗрле ҫӗклесе ҫӳренӗ; Елеазар вырӑнне унӑн ывӑлӗ Финеес юлнӑ, вӑл мӗн виличченех священник пулнӑ, ӑна хӑйӗн хулинче Гаваафра пытарнӑ. 35. Израиль ывӑлӗсем вара пурте хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене таврӑннӑ. 36. Пурӑна киле Израиль ывӑлӗсем Астартӑпа Астарофа, таврари халӑхсен туррисене пуҫҫапа пуҫланӑ; Ҫӳлхуҫа вара вӗсене Моав патши Еглон аллине панӑ, Еглон вӗсене вунсакӑр ҫул хушши тытса тӑнӑ.]
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; 7. Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: 8. манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; 9. ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; 10. акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; 11. анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; 12. эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. [Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн,] пирӗн аслӑ ҫыннӑмӑрсемпе хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем пурте пире ҫапла каларӗҫ: ҫул ҫине апат илӗр те ҫав халӑх патне кайӑр, калӑр вӗсене: «Эпир — сирӗн чурӑрсем; пирӗнпе килӗшӳ тусамӑр» тейӗр, терӗҫ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ывӑлӗсем Галгал патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине вара Иерихон тӳремӗнче Пасха уявне уяса ирттернӗ; 11. Пасхӑн тепӗр кунӗнче вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче ӳсекен ҫимӗҫе ҫие пуҫланӑ, ҫав кунах тутлӑлла ҫӑкӑр, типӗтнӗ тӗшӗ ҫинӗ; 12. вӗсем ҫӗр ҫимӗҫне ҫие пуҫласассӑн тепӗр куннех манна ҫума чарӑннӑ, Израиль ывӑлӗсен вара текех манна пулман, вӗсем ӗнтӗ ҫав ҫул Ханаан ҫӗрӗн ҫимӗҫне ҫисе пурӑннӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус ӗнтӗ ҫавсене ӳт касса тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт кастарманскерсем пулнӑ: ҫул ҫинче [ҫуралнӑран] вӗсене ӳт касмасӑр хӑварса пынӑ.Сих обрезал Иисус, ибо они были необрезаны; потому что их, [как родившихся] на пути, не обрезывали.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвалаканӗсем вӗсене пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе шыранӑ, анчах тупайман.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Иисус халӑха пӑхса тӑракансене ҫапла тума хушнӑ: 11. тапӑра кайӑр та халӑха хистесех калӑр: хӑвӑр валли ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗр: тепӗр виҫӗ кунран сирӗн [аҫӑрсенӗн] Ҫӳлхуҫа Турри хӑвӑра еткерлӗхе паракан ҫӗре илмешкӗн ҫак Иордан леш енне каҫса каймалла пулать, тейӗр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр иккенне пӗлтермешкӗн сире хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, сирӗн ҫийӗрти тумтирӗр те кивелмерӗ, санӑн урунти ура сыррийӗ те ҫӗтӗлмерӗ; эсир ҫӑкӑр та ҫимерӗр, эрехпе ҫиккер те ӗҫмерӗр.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ вара Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫапла кала: манӑн аттем ҫул ҫӳрекен Арам ҫынни пулнӑ, Египета кайса, пысӑках мар ушкӑн ҫынпа унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнта унран аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса кайнӑ, те; 6. анчах Египет ҫыннисем пире хӗн-инкек кӑтартнӑ, пире хӗсӗрленӗ, йывӑр ӗҫпе тертлентернӗ; 7. вара эпир аттемӗрсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнма тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа эпир йӗрсе йӑлӑннине илтнӗ, пирӗн асапӑмӑра, пирӗн йывӑр ӗҫӗмӗре, пире мӗнле пусмӑрланине курнӑ; 8. вара Ҫӳлхуҫа пире Египет ҫӗрӗнчен [Хӑйӗн аслӑ тӗреклӗхӗпе тата] хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе, сехӗрлентерекен хӑрушлӑхсем ярса, паллӑсем кӑтартса, кӗтретсем туса [Хӑй] илсе тухнӑ, 9. ҫапла пире ҫак вырӑна илсе ҫитерчӗ, пире ҫак ҫӗре — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пачӗ; 10. акӑ ӗнтӗ эпӗ, эй Турӑҫӑм, Эсӗ мана панӑ ҫӗрӗмӗн, [сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗрӗн,] чи малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫӗсене илсе килтӗм, тесе кала.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт: 18. вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман; 19. ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Асту, тилҫе ҫыпҫӑнсассӑн, хӑвӑра левит священниксем вӗрентес пӗтӗм [саккуна] тӗрӗс тытса, тӗплӗ пурӑнӑҫласа тӑр; эпӗ вӗсене мӗн хушнине тӗплӗн пурӑнӑҫласа тӑрӑр; 9. хӑвӑр Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа Турру Мариама ҫул ҫинче мӗн тунине асӑнта тытсах тӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам хальтерех авланнӑ, ҫавӑ вӑрҫа ан кайтӑр, ун ҫине нимӗнле тивӗҫ те хумалла мар; пӗр ҫул хушши вӑл хӑйӗн килӗнче ирӗкре юлтӑр, качча илнӗ арӑмне савӑнтарса пурӑнтӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аммон ҫыннипе Моав ҫынни Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймаҫҫӗ, вӗсен вуннӑмӗш сыпӑкӗ те Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараймасть, 4. мӗншӗн тесессӗн вӗсем эсир Египетран килнӗ чухне сире ҫул ҫинче ҫӑкӑрпа, шывпа кӗтсе илмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сана хирӗҫ пулса ылханмашкӑн Месопотамири Пефор хулинчи Валаама, Веор ывӑлне, тара тытнӑ; 5. анчах Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Валаама итлес темен, унӑн ылханне Ҫӳлхуҫа Турру саншӑн пиллӗхе ҫавӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Турру сана юратать.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫул ҫинче эсӗ мӗнле те пулин йывӑҫ ҫинче е ҫӗр ҫинче кайӑк йӑви тӗлне пулсассӑн, йӑвинче чӗпӗсем е ҫӑмартасем пулсассӑн, амӑшӗ чӗпписем ҫинче е ҫӑмарта ҫинче ларать пулсассӑн, пуслӑхӗпе пӗрле амӑшне ан ил: 7. амӑшне ирӗке яр та чӗпписене ил — сана ырӑ пултӑр, кунҫулу вӑрӑм килтӗр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӑванун ҫул ҫинче ӳкнӗ ашакне е вӑкӑрне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан кай, вӗсене тӑванупа пӗрле ҫӗклесе тӑрат.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫын вӗлерекенӗ акӑ мӗнлескерӗ унта тарса чӗрӗ юлма пултарать: кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине, ӑна вӗлерме шухӑш тытман халлӗнех, уншӑн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман вӑхӑтрах, ӑнсӑртран вӗлерсе пӑрахать — ҫавӑ; 5. кам та пулин хӑйӗн ҫывӑх ҫыннипе вӑрмана вутӑ касма кайсассӑн, пуртӑ тытнӑ аллине йывӑҫ касма сулса янӑ чухне пуртти авринчен вӗҫерӗнсе ҫывӑх ҫынна лексе ӑна вӗлерсе пӑрахрӗ пулсассӑн, ҫавӑ вара, чӗрӗ юлас тесе, хайхи виҫӗ хуларан пӗрне тарса ӳктӗр: 6. юншӑн тавӑраканӗ, чӗри тарӑхса-хӗрсе кайнипе, ун хыҫҫӑн хӑваласа ан каяйтӑр, ӑна инҫе ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе ан вӗлерейтӗр, унсӑр пуҫне тата вӑл айӑпа тивӗҫлӗ те мар, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗлернӗ ҫыннишӗн ӗнер те, виҫӗмкун та тӑшман пулман; 7. ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ эпӗ сана: виҫӗ хула уйӑрса ил, терӗм.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗрӗн халӑхӗсене пӗтерсессӗн, эсӗ ху вӗсем хыҫҫӑн еткерлӗхе кӗрсе вӗсен хулисемпе ҫурчӗсене пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче виҫӗ хула суйласа ил; 3. ҫул хыв, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан пӗтӗм еткер ҫӗре виҫӗ пая уйӑр; вӗсем ҫын вӗлерекеншӗн кирек камшӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулӗҫ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.