Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Хӑнӑхнӑ йӑлапа тенӗ пек, вӑл хӑвӑрт кӑна танк ӑшне сиксе анчӗ, ҫивӗч куҫӗпе экипаж ҫине йӑлт ҫеҫ пӑхса илчӗ, чечексене Бурцева ывӑтса пачӗ, люка хупрӗ те ҫав самантрах хӗрсем ҫинчен те, чечек ҫинчен те манса кайрӗ.

Он одним прыжком очутился в танке, коротким, но строгим взглядом посмотрел на членов экипажа, бросил Бурцову цветы, захлопнул люк и в ту же минуту забыл и о девушках и о цветах.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав самантрах ун умӗнче мӑн алӑксем уҫӑлаҫҫӗ; пӗр тапранмасӑр, штыкӗсене йӑлтӑртаттарса, часовойсем тӑраҫҫӗ; мрамортан тунӑ пусмасем аялалла илсе анаҫҫӗ; лӑпкӑ, шӑп; таҫтан кантӑр ҫути ӳкет…

В эту же минуту перед ним стали открываться большие двери; неподвижно стояли часовые, блестя штыками; мраморные ступени вели вниз; спокойно и тихо; откуда-то падал полуденный свет…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Дорофей ӑна ҫав самантрах асӑрхарӗ, кулса та илчӗ, куҫне хӗсме те ӗлкӗрчӗ.

Дорофей тотчас ее заметил, улыбнулся и ей, даже успел подморгнуть.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй ҫав самантрах: «Ҫапах та ту хушшинче выртакан йывӑҫ камӑн-ши?.. Тек, вӑл пирӗн пулӗ…» — тесе шухӑшларӗ.

И тут же добавил: — А все-таки надо узнать, кому принадлежит тот лес в горах, о котором говорил Прохор… Может, он будет наш.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Йывӑҫӗ камӑн? — ыйтрӗ Сергей, ҫав самантрах: «Мӗнех вара? Прохор тӗрӗс калать. Шывпа антармалла…» — тесе шухӑшларӗ хӑй.

— А чей лес? — спросил Сергей, подумав: «А что? Прохор правильно говорит. Взять да и сплавить…»

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑпӑш минтерсем ҫине аллисене сарса хурса, вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, вара куҫне хупрӗ те, ҫав самантрах ӑна куҫкӗски умӗнче тӑракан Ирина курӑнчӗ: унӑн саланнӑ ҫӳҫӗсем ҫурӑмне шел тутӑр пек витнӗ, ҫӗкленнӗ чавси айӗнчен ачаш куҫӗсем йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ.

Широко раскинув руки на подушках, он вздохнул, закрыл глаза и сразу же увидел Ирину, стоящую перед зеркалом, ее волосы, покрывавшие, как шалью, всю спину, поднятые локти и блеск ее ласковых глаз…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗр те ҫар ҫыннисене асӑрхарӗ, хӑвӑрт тӑрса, хӗвелпе пиҫнӗ урисене кӑшт анчах витекен юбкине юсарӗ, темле ун аллине вӑкӑр куҫӗ пысӑкӑш тӗкӗр пырса лекрӗ, пӗр самантрах вӑл хӑйӗн кӑштах ыйхӑллӑ куҫӗсене пӑхса илчӗ, хӑпартласа ҫыхнӑ тутӑрне куҫхаршисем тӗлӗнче юсарӗ те ҫамки ҫине, темле асӑрхаман пек, йӑмӑх хура ҫӳҫ пайӑркине кӑларса ячӗ.

Девушка тоже увидела военных — это было заметно уже по тому, как она быстро встала, оправила юбку, чуть прикрывавшую бронзовые колени, как затем в руке у нее каким-то чудом оказалось круглое зеркальце величиной с бычий глаз и как она в одну минуту успела увидеть в нем и свои черные немного сонные глаза, и поправить над бровями косынку, повязанную в виде шатра, и выпустить на лоб, как бы невзначай, непокорный завиток блестяще-черных волос.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑкӑрсем сӳсмен ҫине выртса утаҫҫӗ, кашни самантрах чарӑнса тӑма хатӗр, анчах лавҫине хисепленӗрен ҫеҫ чарӑнман пек, аран-аран пыраҫҫӗ.

Быки ложились на ярмо, «спорили»; казалось, оба готовы были в любую минуту остановиться, но не делали этого только из уважения к вознице.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хирпе самантрах вӗҫтерсе иртеҫҫӗ.

Вмиг промахнули открытым полем.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Мучи юлашки вӑй-халне пухать те Рейнсдорпа питрен сурать, хӑй вара ҫав самантрах юпа пек кайса ӳкет.

Собрал старик последние силы, плюнул в лицо Рейнсдорпу и тут же упал как подкошенный.

Кобылин мучин юлашки сӑмахӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Утпа килнисем ҫине ҫураннисем самантрах сиксе ӳкеҫҫӗ.

В один момент набросились мужики на конных.

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Суран вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн лӑпланнӑ пек пулать, анчах самантрах тепӗр хут хусканса, вут пек пӗҫертме тытӑнать, бинтпа туртса ҫыхса лартнӑ куҫран ирӗксӗрех куҫҫуль пӑчӑртаса кӑларать.

Она временами затихала и внезапно возвращалась, жгла глаз огнем, выжимала под повязкой невольные слезы.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Самантрах Прохор пӗр котелок яшка тата хуратул пӑтти йӑтса таврӑнчӗ.

Вскоре явился Прохор с котелком щей и торбой гречневой каши.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хамӑрӑннисене кайса курас-ха, — суйрӗ Наталья, анчах ҫав самантрах хӑй Аксинья патне ҫав тери мӗскӗнленме, ҫав тери чуна асаплантарма кайнине туйса илсе, пӗтӗмпе хӗрелсе кайрӗ.

— Своих пойду проведаю, — солгала та и покраснела, впервые поняв, что идет на великое унижение, на большую нравственную пытку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Епле паллӑ мар сӑлтавсем тӗртнӗ-тӗр ӑна ҫапла тума, анчах та ку ӑшӑ сӑмахсем Наталья чунне самантрах вырӑнтан хускатрӗҫ: тепӗр вырсарникуннех вӑл Ягоднӑйне кайма пуҫтарӑнчӗ.

Какая бы неведомая причина ни побудила его на это, но для Натальи это было толчком: в первое же воскресенье она собралась идти в Ягодное.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Листницкий, ыйхӑ витӗр, пупӑн хулӑн сассине катаран илтнӗ пек ҫеҫ илтрӗ, ҫав самантрах ӑна хӑйпе ӳпкевлӗ хулӑн сасӑпа пуп мар, есаул Громов калаҫнӑн туйӑнчӗ.

Листницкий сквозь пленку дремы ощущал будто издалека добиравшийся до слуха густой голос священника, и мнилось уже, что это не священник говорит жалующимся басом, а есаул Громов.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав самантрах тахӑшӗ Григорие хыҫалтан пырса пуҫӗнчен питӗ вирлӗн ҫапни анкӑ-минкӗлентерсе ячӗ.

Страшный удар в голову сзади вырвал у Григория сознание.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗрне-пӗри пӳле-пӳле, ҫав хутранах тата шӑпланкаласа, пӗр самантрах пурте калаҫма тытӑнчӗҫ.

Заговорили разом все, перебивая друг друга и замолкая.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав самантрах чиркӳ калитки умӗнче тахӑшӗн хӑйӑлтатакан хулӑн сасси янӑраса кайрӗ:

А у церковной калитки чей-то сиплый грубый голос бубнил:

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑр пӗр самантрах тӑватӑ ҫухрӑм хушшинче, хутортан пуҫласа Донӑн чи пирвайхи кукрашки таран, ванса кайрӗ.

Лед разом взломало на протяжении четырех верст, до первого от хутора колена.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed