Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫав пин доллара илетӗпех, ҫулталӑкӗпех ҫӳремелле пулсан та!Я заработаю эту тысячу, хотя бы мне понадобился для этого год!
ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сире пулӑ тытма та тутар арӑмӗсене хӑратма анчах илсе ҫӳремелле курӑнать.Видно, белужину ловить да баб татарских пугать, только на то вас и взять.
Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хайхискер ҫӗҫӗ илет те, хур пуҫне касса илсе, улпута тыттарать: «Эсӗ кил пуҫӗ, ак сана пуҫ», — тет; унтан, ӑйхине касса илсе, улпут арӑмне парать: «Санӑн, килте ларса, кил тирпейне кӳрсе пурӑнмалла, акӑ сана ӑйхи, — тет; урисене касса, ывӑлӗсене парать: — Акӑ сире урисем, аҫӑр ҫулӗпе ҫӳремелле пултӑр», — тет.
Пӗр ҫын хур уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Телей ҫук, уйӑх пытанса ларчӗ-ха, манӑн хыпашласа шыраса ҫӳремелле пулать ӗнтӗ.К несчастью, спряталась луна, и мне придется искать на ощупь.
VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак хирти лашана хӑваланӑ чухнехи пек, унӑн хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та сунарта ҫавӑн пек нумай ҫӳремелле пулман.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавӑнпа вӗсен ҫӗҫӗ, чӗлӗм, ытти кирлӗ япаласене мӗнле май килет ҫапла йӑтса ҫӳремелле.Поэтому им надо как-то и где-то носить ножи, трубки и прочие обиходные предметы.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл Атлантика океанне юхса тухакан пӗр-пӗр пысӑк шыва лекессе, ҫак юпӑ хӑй те кимӗ-пӑрахут ҫӳремелле пуласса шанчӗ Дик Сэнд.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Яланах ун кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре сӗкӗнсе ҫӳремелле.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир ӑна, аптӑраса, хреснамӑш патне кӗрсе лармарӗ-ши ку, тесе те шутласа пӑхрӑмӑр, Дина унта час-час тытӑнкаласа юлаканччӗ те, — ирпе ирех чӑрмантарса ҫӳремелле пулса тухнӑшӑн пӑшӑрханчӗ Кӗҫени.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сиплесси — уҫӑ сывлӑш, ытларах тулта ҫӳремелле, хумханма, савӑнса ҫеҫ хумханма юрать.А лечение — свежий воздух, прогулки и волнения только радостные.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Юлашки кунсенче эпир пӗр карапа та тӗл пулманни тӗлӗнтерет — ку вырӑнта вара вӗсем час-часах ҫӳремелле вӗт-ха.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑрманти ҫулсене иртсе ҫӳремелле мар туса хучӗҫ, вӑрттӑнрах вырӑнсенче хатӗрлесе хунӑ боеприпассемпе килти ӑпӑр-тапӑрсене лагере илсе пычӗҫ, хӗлле валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Мӗншӗн ҫӳремелле мар занятие?..
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫывӑрма выртас умӗн уҫӑ сывлӑшра ҫӳремелле.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Аслӑ шкулсенче вӗренекенсем (вӗсен пӗр йышӑннӑ форма ҫук) лекци итлеме тӗксӗмрех материалтан сӑпайлӑ ҫӗленӗ тумпа ҫӳремелле.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Шкул формине тивӗҫлипе тӑхӑнса ҫӳремелле, шкулти уявсене кайнӑ чухне те унпах пулмалла.А потому и носить ее следует с достоинством, надевая ее и на школьные торжества.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Шкулсенче вӗренекенсен шкула шкул формипе ҫӳремелле.В школах предусмотрена школьная форма, которую обязаны носить все учащиеся.
Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Чылай учрежденисенче ятарласа ҫӗленӗ тум кирлӗ мар, ҫавӑнпа ӗҫе яланхи кӑнтӑрла тӑхӑнакан ҫи-пуҫпа ҫӳремелле, ҫав тери шӑрӑх вӑхӑтра та пысӑк уҫӑ ҫухавиллӗ кӗпе е кофта тӑхӑнни аванах мар.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫулла урана ҫутӑ тӗслӗ ҫӑмӑл пушмак тӑхӑнса ҫӳремелле.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӑнтӑрла урамра аял е вӑтам кӗпеллӗ пушмак тӑхӑнса ҫӳремелле.Днем на улице носят обувь простого фасона на низком или полувысоком каблуке.
Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.