Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклет the word is in our database.
ҫӗклет (тĕпĕ: ҫӗклет) more information about the word form can be found here.
Унтан аллине мӑйракисем патне ҫӗклет.

Потом поднимает руку к рогам.

Бик! Бик! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑл вӑрӑм шнуркӑсене, пӑхӑр вӗҫлӗскерсене, сӑна вӗҫӗпе пӗрре ҫӗклет, тепре ҫӗре ӳкерет.

Острием своего копья он то поднимал, то опускал длинные шнурки с медными наконечниками.

Каарам-тамо — Уйӑх ҫынни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Пӑр, пӳрте ӳпӗнтерсе хурасшӑн пулнӑ пек, ӑна пӗр айккинчен ҫӗклет.

Они поднимают здание с одного бока, стараясь как бы опрокинуть его.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл пӳрнине мачча патнелле ҫӗклет, пӳрни ҫинче кашкӑр куҫӗ пек симӗсрех чул йӑлтӑртатать; ҫав вӑхӑтрах сарлака кӑкӑрлӑ, йытӑ пуҫӗ пек пуҫлӑ темле купец, Артамонова ҫаннинчен туртса ун ҫине хӑйӗн вилнӗ ҫыннӑнни пек кантӑк евӗрлӗ куҫӗсемпе тӳррӗн пӑхса, хӑлхасӑр ҫын пек хыттӑн кӑшкӑрса ыйтать:

Он поднимал палец к потолку, на пальце сверкал волчьим глазом зеленоватый камень, а какой-то широкогрудый купец с собачьей головою, дёргая Артамонова за рукав, смотрел на него в упор, остеклевшими глазами мертвеца, и спрашивал громко, как глухой:

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Петр унӑн алли питӗ ывӑнса ҫитнине те асӑрхарӗ, панихида тунӑ чухне ача амӑшӗ икӗ хутчен те аллине ҫӗклеймерӗ — ҫӗклет те, алли, хуҫӑлнӑ пек, каялла персе анать.

Пётр подметил, что рука у неё до того устала, что за панихидой мать дважды не могла поднять руку, — поднимет, а рука опускается, как сломанная.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Петр, пуҫне пӑрмасӑр, кашкӑр пек пӗтӗм пӗвӗпе хӗр еннелле ҫаврӑнса, унӑн пӗркенчӗкне ҫӗклет те типӗ тутисемпе, сӑмсипе хӗрӗн пит ҫӑмартине сӗртӗнет, ҫак вӑхӑтра вӑл хӗрӗн ӳчӗ сиввине, хулпуҫҫийӗ хӑравҫӑллӑн чӗтренине туять; вӑл Натальйӑна хӗрхенет, ӑна хӑйне те намӑс, анчах пур енчен те хупӑрласа илнӗ ӳсӗр ҫынсем ҫаплах кӑшкӑраҫҫӗ:

Пётр поворачивается, как волк, не сгибая шеи, приподнимает фату и сухими губами, носом тычется в щёку, чувствуя атласный холод её кожи, пугливую дрожь плеча; ему жалко Наталью и тоже стыдно, а тесное кольцо подвыпивших людей орёт:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Енджияк йӑмӑкне ҫӗклет.

Енджияк поднял сестру.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Арҫынсен кӑмӑлне кайма тӑрӑшакан хӗрарӑм пек кулкаласа, аллисене сарать, «авоҫкипе» сумкине ҫӳлелле ҫӗклет, жандарма ухтарма пулӑшнӑ пек туса, ун умӗнче ҫаврӑнкаласа тӑрать.

Кокетливо улыбаясь, она широко расставила руки и, подняв их кверху вместе с «авоськой», поворачивалась перед жандармом, как бы желая облегчить ему обыск.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Хальт! — жандарм аллине ҫӗклет.

— Хальт! — жандарм поднял руку.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вова наган курокне ҫӗклет.

Вова взвел курок нагана.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Власьевна кӗтесре арласа ларать, ҫиппине тӑсса каять те сасартӑк йӗкине урайӗнче ташлаттарать, унтан ҫӳлелле ҫӗклет.

Власьевна прядет в уголку, тянет-тянет нитку, а потом вдруг пустит веретено плясать по полу и подтянет его в воздух.

Юмаxсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Халӗ, — терӗ Петр Тихонович хавхаланса, — Дуня инке патне сысна фермине каятпӑр, ӑна уйрӑм хисеп: хӑй вӑл инвалид, стахановка, ывӑлӗ, — Петр Тихонович шӗвӗр пӳрнине ҫӗклет, — Совет Союзӗн Геройӗ.

— Теперь, — говорит Петр Тихонович торжественно, — к тете Дуне на свиноферму, ей особый почет: она инвалид, стахановка, а сын, — Петр Тихонович поднимает указательный палец, — Герой Советского Союза!

Петр Тихонович килтен киле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Куратӑн-и, ҫын куртӑр тесе пуҫне ҫӗклет вӑл: хӑлхи хыҫӗнче унӑн сарӑ пӑнчӑсем пур — апла пулсан, вӑл хура ҫӗлен мар, хӑрамалли ҫук.

Вишь, он голову поднимает, чтоб ты видела: у него желтые пятна за ушами — значит, не гадюка, бояться нечего.

Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Кантра, тротуар ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна, типӗ те кӑпӑшка юра ҫӳлелле ҫӗклет.

Веревка, ударяя по тротуару, поднимала вверх сухой, пушистый снег.

Ҫулла Ленӑпа Чижик // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вӑл ҫӗҫӗ туртса кӑларать, серапэ аркине ҫӗклет те, юланута чӗринчен ҫӗҫӗпе чикме шутланӑ пек, ун патне пӗшкӗнет.

Он вынимает нож, приподнимает полу серапэ и наклоняется к всаднику, словно намереваясь вонзить нож в его сердце.

ХСII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Кольхаун хӑвӑрт пӑшалне ҫӗклет, анчах ҫавӑнтах ӑна аялалла усать.

Кольхаун быстро поднимает ружье, но сейчас же его опускает.

ХСI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Мулли каллех пуҫне ҫӗклет те: — Алла! — тет.

Опять поднял голову мулла: — Алла! —

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ларсан-ларсан, мулли пуҫне ҫӗклет те: — Алла! — тет («алла» турӑ тени пулать).

Поднял голову мулла и говорит: — Алла! (значит бог).

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пуҫне ҫӗклет те чиперех этем пек калаҫа пуҫлать.

Но уж поднял голову и засипел человечьим голосом.

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑйӗн ҫухалнӑ коллекцийӗ, энтомологипе сырса пынисем — Казонде ҫыннисем вӗсен хакне ӑнланма та пултараймӗҫ — ҫинчен шухӑшласа, вӑхӑтран вӑхӑта вӑл куҫлӑхне ҫамка ҫине хӑпартма тесе аллине сӑмси патнелле ҫӗклет

Думал о своей потерянной коллекции, об энтомологических заметках, — вряд ли жители Казонде сумеют понять их ценность, — и время от времени машинально подносил руку к переносице, чтобы поднять на лоб очки…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed