Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑл the word is in our database.
ҫӑл (тĕпĕ: ҫӑл) more information about the word form can be found here.
Качака вӗсемшӗн пурнӑҫ ҫӑл куҫӗ пекех пулчӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна, ачана пӑхнӑ пек, ачаш пӑхма, юлашки татӑка та тенӗ пек унпа пайлама тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эп шыв ӑсса кӗрем-ха, вӑрат ӑна эс, вӑрат, — тесе, карчӑк ҫӑл патне васкарӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унӑн ырлӑхӗ-пурлӑхӗ Ҫтаппан пек ӗҫченсемшӗн пӗтӗм пурнӑҫ ҫӑл куҫӗ-ҫке-ха!

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Малашлӑхра – энергин ҫӗнелекен ҫӑл куҫӗсемпе усӑ курса хӗвел электростанцийӗ тӑвасси, электромобильсем валли заправкӑсем уҫасси.

В перспективе – строительство солнечной электростанции на возобновляемых источниках энергии, открытие заправок для электромобилей.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

Ҫӑл патне тухсан, черет урлӑ шыв ӑсма ирӗк пама хӑтланчӗҫ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене ир-ирех ҫӑл патне аннӑ хӗрарӑмсем тупса, килтен киле салатса ҫӳрерӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑл патӗнчи хӗрарӑмсем юлашки хыпара пур енчен те сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑл патӗнче, вӑл шухӑшланӑ пекех, пӗр ушкӑн хӗрарӑм пухӑнса тӑнӑ та халапа ҫаптараҫҫӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван ялӗнчи ҫӑл тӗлне Анук никам кӑтартмасӑрах пӗлет.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ют яла качча тухнӑ пулсан, ҫӑл патне малтанхи хут упӑшкин хурӑнташ хӗрӗ ертсе каймаллаччӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавлашмалла чупса ҫӑл патне анчӗҫ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли ӑшӗнче ҫӑл шывӗ пек тапса тухма хатӗр кулӑш хӑпарчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах куҫҫуль ҫӑл шывӗ мар, хӑҫан та пулин типетех.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял вӗҫӗнче ҫамрӑксен юрри ҫӑл шывӗ шӑнкӑртатса юхнӑ пек янӑрать.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашине мар, лаша йӗрӗ те тӗл пулманнипе паҫӑрхи ҫӑл шывӗ патне таврӑнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан, ҫӑл шывӗ ҫине хӗрес хывса, виҫӗ хутчен вӗрчӗ, курӑк витӗр сӑрӑхтарса ӗҫрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗчӗк ҫырма урлӑ каҫса, ватӑ хурама тӗпӗнчен юхса тухакан ҫӑл шывӗ патне ҫитсен, ӑшчикӗ типнӗ пек туйӑннипе, Ҫтаппан шыв ӗҫме шут тытрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан ҫӑл патӗнче витресемпе шыв ӑсма хатӗрленнӗ Хрестук патне пычӗ.

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар каллех лаши ҫинчен анчӗ, шӑхӑра-шӑхӑра лашине ҫӑл шывӗ ӗҫтерчӗ, хӑй те ывӑҫласа ӗҫрӗ — ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра унӑн чунӗ уҫӑлсах кайрӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата тепре ҫӑл мана йывӑр вӑхӑтра, — ӳкӗтлерӗ кӑмака ӑстине турхан, унпа халь вӑрҫса та харкашса ӗҫ тума ҫуккине пӗлсе тӑраканскер.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed