Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑччӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кӗрӗкне вара пӗрне тӑхӑннӑччӗ, тепӗрне — сутмаллине — хӑй ҫине уртса янӑччӗ.

Одна была надета в рукава, другая — та, которую он продавал, — накинута на плечи.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпӗ ҫак ачана илме янӑччӗ пулас, тӗрӗс-и?

Но, кажется, я посылал этого мальчика, правда?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Янӑччӗ, Катюша.

— Посылал, Катюша.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мана Николай Антоныч янӑччӗ ӑна илме….

 — Николай Антоныч послал меня за ним.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта пӗр талӑка чарӑнса тӗрлӗ япаласем илме Савельича хушса янӑччӗ.

Там должен был пробыть сутки для закупки нужных вещей, что и было поручено Савельичу.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Виҫҫӗмӗш тӳми ҫумне йӗс вӑчӑра ҫаклатса янӑччӗ, ун ҫине икӗ хутлӑ лорнет ҫакнӑ; калама ҫук пысӑк эполечӗсене амур ҫунаттисем пек туса, ҫӳлелле тавӑрнӑ; атти чӗриклетет, сулахай аллине хӑмӑр лайковӑй перчеткипе карттусне тытнӑ, сылтӑмӗпе кӑтралатнӑ ҫӳҫ пайӑркине самантсерен тӳрлеткелесе илет.

К третьей пуговице пристегнута была бронзовая цепочка, на которой висел двойной лорнет; эполеты неимоверной величины были загнуты кверху в виде крылышек амура; сапоги его скрипели; в левой руке держал он коричневые лайковые перчатки и фуражку, а правою взбивал ежеминутно в мелкие кудри завитой хохол.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Аш ҫыхнӑ кантрана юлашки хут шыва янӑччӗ.

В последний раз была закинута веревка с мясом,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эпӗ ӑна янӑччӗ», — тени илтӗнчӗ.

«Я его послала», — был ответ.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӑмакине питех те вӑйлӑ хутса янӑччӗ, унта апат та пӗҫереҫҫӗ.

Печь была жарко натоплена, и в ней варился обед.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗр уйӑх ытла каялла, Гвоздевӑн ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн, вӑл Оля патне кӑмӑлсӑр ҫыру ҫырса янӑччӗ, — ҫав ҫыру ӑна халӗ пачах та юрӑхсӑр пек туйӑннӑ.

Больше месяца назад, в связи с неудачей Гвоздева, послал он ей свое, как ему теперь казалось, роковое и, во всяком случае, совершенно нелепое письмо.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Нумай пулмасть, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта чӑваш чӗлхине сарас тӗллевпе ҫакнашкал акци хута янӑччӗ.

Недавно прошла акция с чувашским языком, стартовавшая в Чебоксарах 24 апреля.

Икчӗлхелӗхе аталантарма пулӑшакан ҫыпӑҫтаркӑчсем Удмуртире те тухнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Эпир виҫҫӗн ак ҫак ҫурт тавра отмосткӑ янӑччӗ

Мы втроём вот эту отмостку заливали…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эпӗ ӑна хӑймашӑн тытса тылларӑм вӗт, хӑймине эпӗ йӳҫнӗ тесе хамах сапса янӑччӗ, ҫавна хам йӑлтах манса кайнӑ… ия.

Я-то, взяла да и выпорола его за эти сливки, а главное — из головы вон, что я сама же их выплеснула, потому что они прокисли!

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Яланхи пекех, сурӑхсене уҫӑлма картишне кӑларса янӑччӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Раҫҫей композиторӗ Игорь Тальков та ман пата ҫыру янӑччӗ.

К мне писал и российский композитор Игорь Тальков.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шыв ыйтӑвӗпе Шупашкара та ҫыру янӑччӗ, — пӗлтерчӗ Михаил Васильевич.

По вопросу воды и в Чебоксары отправляли письмо, - сообщил Михаил Васильевич.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

25. Халӗ эпӗ сирӗн пата Епафродит тӑванӑма — хампа пӗрле ӗҫлекене, хама пулӑшакана — ярас терӗм, ӑна эсир хӑвӑр ман патӑма мана пулӑшса тӑма янӑччӗ.

25. Впрочем я почел нужным послать к вам Епафродита, брата и сотрудника и сподвижника моего, а вашего посланника и служителя в нужде моей,

Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ ҫакӑн ҫинчен сире унчченех кӗскен ҫырса янӑччӗ ӗнтӗ.

(о чем я и выше писал кратко),

Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, — эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырса янӑччӗ.

11. Но я писал вам не сообщаться с тем, кто, называясь братом, остается блудником, или лихоимцем, или идолослужителем, или злоречивым, или пьяницею, или хищником; с таким даже и не есть вместе.

1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эпӗ сире аскӑн ҫынсемпе ан хутшӑнӑр тесе ҫырса янӑччӗ; 10. ку сӑмах ҫак тӗнчери аскӑнчӑксемпе, сӑптӑрҫӑсемпе, вӑрӑсемпе, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пӗринпе те ан хутшӑнӑр тени пулмасть: апла сирӗн ку тӗнчерен тухсах каймалла пулӗччӗ.

9. Я писал вам в послании - не сообщаться с блудниками; 10. впрочем не вообще с блудниками мира сего, или лихоимцами, или хищниками, или идолослужителями, ибо иначе надлежало бы вам выйти из мира сего.

1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed