Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытлашшипех the word is in our database.
ытлашшипех (тĕпĕ: ытлашшипех) more information about the word form can be found here.
Ӗҫкунӗшӗн нумай тырпул пани тата плансене ытлашшипех тултарнӑшӑн хушса тӳлени, Помоха, Маланья, Ксенофонтовна пек пурне те паллӑ кахалсем ӗҫ ҫине епле пӑхассине те улӑштарчӗ.

Полновесный трудодень и дополнительная оплата за перевыполнение планов изменили отношение к работе даже таких всем известных лодырей, как Полюха, Маланья, Ксенофонтовна.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑрҫӑчченхи ҫулсенче те колхозсем лайӑх ӗҫлесе илнӗ, анчах плана ытлашшипех тултарнӑшӑн ӗҫ кунӗ тӑрӑх хушса пама пуҫласа тытӑннӑ, ҫавӑнпа та ӗҫе Василий праҫникри пек савӑнӑҫлӑн ирттерме шутларӗ.

Добротные трудодни получали колхозники и в довоенные годы, но дополнительная оплата за перевыполнение плана выдавалась впервые, и Василий решил обставить это торжественно и празднично.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑрманта пурӑнаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗнчен инҫе, йышӗ пысӑк вӗсен… арҫын ӗҫне тӑваҫҫӗ, укҫине ытлашшипех илеҫҫӗ — мӗншӗн сатурланас мар-ха вӗсен?»

Живут в лесу, далеко от отца с матерью, компания у них большая, работа мужская, деньги получают несчитанные — чего им не задориться?»

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья хӑйӗн упӑшкине мӗнпе те пулин пулӑшма пултарайманнине ҫак хӗрарӑм ҫӑмӑллӑнах тата ытлашшипех пулӑшма пултарнишӗн ӑна тав тунӑ.

Она была даже благодарна этой женщине, которая просто и щедро давала ее мужу то, чего сама Авдотья не умела и не могла дать.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пирӗн ҫӗрпе хӗрӗх иккӗмӗш ҫулхи шартлама сивӗ хӗлте плана ытлашшипех тултарасси епле тесе шутлатӑн эсӗ?

— А ты думаешь, каково это — план-то перевыполнять, при наших землях, при той, при ледяной зиме сорок второго?!

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Плана ытлашшипех тултарнӑ! — тытса илчӗ унӑн сӑмахне Любава, хӑй Василий ҫывӑхнерех пырса тӑчӗ.

План перевыполняли! — подхватила Любава и ближе подступила к Василию.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пирӗн колхоз вӑрҫӑн пирвайхи ҫулӗсенче тырӑ памалли плана ытлашшипех тултарчӗ! — илтӗнчӗ хӗрачан ҫинҫе сасси; инҫерехре, лаша тӑратмалли пӳлӗмре, ҫаврашка та хӗрлӗ сӑн-питлӗ комсомолка Татьяна пӑхса тӑрать.

— Наш колхоз в первые годы войны перевыполнял план по хлебопоставкам! — раздался тонкий девичий голос; из дальнего стойла смотрело круглое разрумянившееся лицо комсомолки Татьяны.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кил хушшинчи ачасем ӑна пурте юратнӑ, хӑйсен ачисем ытлашшипех кӑмӑлланӑ.

Все ребята во дворе ее любили, а свои подавно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Унӑн хӑюлӑхӗ ытлашшипех вара.

У того отваги — хоть отбавляй.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Хӑш-пӗри тӳрех, сӗмсӗррӗн ҫыпӑҫать, тивӗҫлипе ҫупкӑ лексен те, ун пекки ытлашшипех кулянмасть, ӗҫ тухмарӗ — мӗнех вара, пӑшӑрханма кирлех мар.

Иной старался действовать нахрапом, шел напролом и, получив отпор, не очень-то огорчался, не вышло — и все, стоит ли печалиться?

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Унта тулӑ пиҫсе ҫитнӗ, тӗрӗсрех каласан, ватӑ хӗр пек ытлашшипех те пиҫсе ҫитнӗ.

Там начали косить совсем спелую, даже, можно сказать, переспелую, как старая девка, пшеницу.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

— Ҫапла пулмасӑр, ытлашшипех савӑнӑҫлӑччӗ.

— Как же не весело!

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Приказа пурнӑҫланӑ, анчах тертне вара ытлашшипех чӑтса ирттерме тивнӗ.

Приказ был выполнен, но какой ценой!..

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ытлашшипех аппалантӑмӑр эпир йӗрӗнчӗк металпа.

— Довольно мы занимались презренным металлом…

XXXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ырлӑх чӗрене ытлашшипех тултарса тӑнӑ чухне Санинӑн Джеммӑпа юрату ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫасси килчӗ — юрату ыйтӑвӗ паллӑ, татса панӑ таса ыйту пулнӑ.

Среди избытка блаженства он ощущал потребность говорить с Джеммой не о любви — то было дело решенное, святое, — а о чем-нибудь другом.

XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Анчах эпир эрешмен тытма кайсан, пӗчӗк Томас Франклин Бенджамен Джефферсон Александер Фелпс ӑна тупнӑ та йӗкехӳресем тухаҫҫӗ-ши тесе алӑкне уҫнӑ, вӗсем тухнӑ, паллах, ҫак вӑхӑтра Салли аппа килсе кӗнӗ, эпир таврӑннӑ чух вӑл кравачӗ ҫине улахса тӑнӑ та хӑлхана ҫурасла ҫухӑрать, йӗкехӳресем, ӑна кичем ан пултӑр тенӗ пек, ытлашшипех алхаснӑ.

Но покамест мы ходили за пауками, маленький Томас-Франклин-Бенджамен-Джефферсон-Александер Фелпс нашел ее там и открыл дверцу — посмотреть, вылезут ли крысы; и они, конечно, вылезли; а тут вошла тетя Салли, и, когда мы вернулись, она стояла на кровати и визжала во весь голос, а крысы старались, как могли, чтобы ей не было скучно.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вилтӑпри патне ҫитрӗмӗр, кӗреҫесем ытлашшипех йӑтса килнӗ, хунар илме вара нихӑш те астуман.

А когда добрались до могилы, то оказалось, что лопат у них во сто раз больше, чем требуется, а вот фонаря никто и не подумал захватить.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Атте вара ытлашшипех иртӗхсе кайрӗ, ниепле те чарма ҫук ӑна.

Отец так обрадовался, что унять его не было никакой возможности.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫавӑн пекех пурнӑҫри киревсӗрлӗхсене ытлашшипех курма ӗлкӗрнӗ Клавье те (Лукарье хӗрӗ), мӑнастиртех ирӗк шухӑшлӑ манашкӑсемпе пӗр чӗлхе тупнӑскер, Михха йышши сӗлӗхсемпе вӗсен сыхлавҫисене хирӗҫ тарассӑн туйӑнать.

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахальтен мар пулас ҫав ӗнтӗ Шубин ӑна икӗ эрне ытлашшипех чӑрмантармарӗ.

Ей сдавалось, что он недаром более двух недель оставлял ее в покое.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed