Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳрчӗ ытла та пӗчӗккинчен, маччи лутринчен, пахчаналла тухакан чӳречесем те ытла ӑнсӑртран тӗлӗнсе, алӑк пуканӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Лӑпкӑ Дон» 150 хут ытла пичетленнӗ, «Уҫнӑ ҫерем» 120 хут ытла тухнӑ.«Тихий Дон» печатался более 150 раз, «Поднятая целина» выходила более 120 раз.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
Паян Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑк пӗлӗвӗсен тата техникӑпа гуманитари ӑслӑлӑхӗсен 200 ытла ҫул-йӗрӗ енӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ, 80 ытла ӑслӑлӑх шкулӗ йӗркеленӗ, 40 яхӑн тӗпчев лабораторийӗ ӗҫлет.
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://cap.ru/news/2020/02/07/vrio-glavi ... ravlyaet-s
Унта кӗнекесем вуншар пин том шутланмаҫҫӗ-ха, ӑна уҫни те иккӗмӗш ҫул ҫеҫ, ҫавӑнпа унта халь анчах тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекесем кӑна пур-ха, вӗсем — пуринчен ытла вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫырса кӑларнӑ кӗнекесемпе брошюрӑсем, мӗнле те пулин илемлӗнрех калама кирлӗ пулсан, хӑюллӑнах калама пулать: колхоз библиотеки унӑн хуҫи хитре те ытла вӑтанакан хӗрача Лида Чебанюк пекех ҫамрӑк; вӑл Ессентукири библиотека техникумӗнчен вӗренсе тухни ҫинчен калакан диплома илсе, хӑй колхозне килни нумай пулмасть.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Анчах кун пек ҫеҫ пулсан, сирӗн докладсем ытла пылак, эпӗ калӑттӑм, ытла тутлӑ пулӗччӗҫ, — терӗ те Кондратьев, чеен йӑл кулса илчӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑхӑт вунӑ минутран ытла та иртмерӗ, Буланый, ҫап-ҫутӑ ҫуталса выртакан урпа куписем еннелле ӑмсанса пӑхкаласа, ҫул хӗрринче ытла сӗтеклех мар курӑка ҫисе ҫӳреме, ӳпле патӗнчи сулхӑнра ҫурӑмӗсемпе типӗ те йӗплекен улӑм ҫине таянса, икӗ Евсей васкамасӑр калаҫса ларма пуҫларӗҫ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр сехет ытла иртрӗ, тулти ҫумӑр пӗр вӑхӑтлӑха шӑпланать, е тата ытларах шапӑртаттарса ҫума пуҫлать.Прошло более часа, дождь за окном то утихал, то снова припускал.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вӑхӑтра пӗтӗм уй-хирте мар, пуринчен ытла тулӑ пуссинче ҫынсем ытларах хӗвӗшме пуҫланине Кондратьев пӗр ҫул ҫеҫ мар асӑрханӑ пулсан та, — нумай ҫулсем хушшинче пурне те хӑнӑхнипе хумханмалла мар пек туйӑнать ӗнтӗ, — анчах ҫук вӗт!
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Траншея ҫинелле килме ҫул уҫсан вара вӑл минӑсенчен хӑранипе пулас, ытла хулленех те мар, ытла хытах та мар пырса, тӳрех Андрейпа унӑн юлташӗсем ҫинелле ҫул тытрӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халь ӗнтӗ вӑл хӑйне закон панӑ влаҫпа ҫеҫ мар, пуринчен ытла ҫак ҫӗр хӑй малта утса пынипе туяннӑ влаҫпа, вӑйлӑрах влаҫпа, ҫынсене ытларах пӑхӑнтаракан влаҫпа усӑ курать.
XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Наступлени тунӑ чух нимӗҫсен вут-ҫулӑм хӑвачӗ ытларах пулассине Озеров капитан пит лайӑх ӑнланать, ҫавӑнпа та пуринчен ытла вӑл полкри пемелли хатӗр таврашсене, рубежра епле валеҫсе, маскӑласа лартнине тата вӗсем пӗр-пӗрне епле пулӑшса тӑма пултарассине хытӑ асӑрхать.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шульгович полковник, пускӑчӗсене кӗскетнипе ытла пехотӑлла курӑнатчӗ пулин те, лаша ҫинче тӑлпавлӑн, ҫирӗппӗн, унтан та ытла, мӑнаҫлӑн пекех, ларнӑччӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Нивушлӗ сире хамӑр ытла йӗрӗнӗҫ, ытла ирсӗрле хӑтланнӑ текен шухӑш хӑратмасть, эпир пӗр-пӗрин ытамне нимӗнле юратусӑр, кичемлӗхе пула, йӑпанассишӗн кӑна, мӗн унта, пач кӑсӑкланмасӑрах та-ха, кӗрсе ӳкрӗмӗр-ҫке, мӗнле калас… горничнӑйсем уявсенче хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкленӗ евӗр ҫеҫ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку япалашӑн эсир ытла ӑшах та ытла мӗскӗн.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫук — ман Эпӗ мар, ытларах… ҫар пулса тӑнӑ пӗтӗм миллион Эпӗ, ҫук — унтан та ытла — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакан мӗнпур Эпӗ сасартӑк калать: «Кирлӗ мар!»
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак самантра мана пуринчен ытла урӑх япала шухӑшлаттарчӗ: эпӗ карап ҫинчен мӗн илме пултарнине пурне те мар, пӗр пайне кӑна илтӗм; унта мана кирлӗ пулма пултаракан япаласем тата нумай юлчӗҫ-ха; пуринчен ытла парӑспа канатсем питӗ кирлӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Рада ӗнерхинчен те ытла пӑшӑрханатчӗ, — ҫывӑх тусӗ вилни ҫитмерӗ иккен ӑна, Копривштинче ав ыран-паян тенӗ пек пӑлхав хускалас сас-хура ҫӳрет, ҫак хыпар та ӑна канӑҫран кӑларчӗ, Бойчо пирки пӗлменнипе вӑл ытла пӑшӑрханчӗ.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫук, ку ӗҫ ытла хӑрушӑ, ытла хӑрушӑ та, ӑна туса ҫитерме те май ҫук…
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ҫук ӗнтӗ, пусӑ тусан лайӑхрах, — хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ Григоров, — нимӗҫсен таврашӗнче шыв ытла сахал, шыв вырӑнне вӗсем сӑра ытларах ӗҫеҫҫӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Граф ӑна ҫапла калать пулать: «Халь эпӗ сана ҫӗр хут ытла саватӑп», — тет, леш ӑна хирӗҫ: «Эпӗ сана пин хут та ытла саватӑп…» — тет.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.