Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗррӗн the word is in our database.
чӗррӗн (тĕпĕ: чӗррӗн) more information about the word form can be found here.
Огняновпа Остен тата Спиридончо, жандармсене чӗррӗн хӑвармастпӑр тесе, турӑш умӗнче тупа тусан тинех вӑл килӗнче юлма сӑмах пачӗ.

Он согласился остаться дома после того, как Огнянов, Остен и Спиридончо поклялись ему перед образом, что не оставят в живых обоих полицейских.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унсӑрӑн ҫак юн ӗҫенсем чӗррӗн кӑларса ямаҫҫех сана…

Не то эти кровопийцы не выпустят тебя живым из своих когтей…

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗрне те пулин чӗррӗн хӑварсамччӗ, пепкем!

— Оставьте хоть одного, внучек!

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек вӗсем, Вера Павловна чӗррӗн туйма пуҫланӑ шухӑшсем, ӑна ӗҫе чӗнекен шухӑшсем.

Вот какого рода были эти мысли, которые теперь стали живо чувствоваться Верою Павловною и служить мотивами для деятельности.

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир ӑна халӗ эпӗ хам алран чӗррӗн кӑларса яратӑп тесе шутлатӑр-и?

Так что вы хотите — чтобы я теперь выпустил его живым из своих рук?

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑнӑхнӑ йӑлапа Давыдов аллине чӗррӗн сӑтӑркаласа ыйтрӗ:

— По привычке Давыдов оживленно потер руки, спросил:

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Варюха куҫӗ чӗррӗн йӑлтӑртатать, тарпа йӗпеннӗ, пудрӑпа помада таврашне курман хӗрлӗ пичӗ те йӑлтӑртатать.

Глаза Варюхи возбужденно блестели, блестело и мокрое от пота, розовое, не знавшее ни пудры, ни помады лицо.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамӑр ӗҫ ҫинчен темиҫе сӑмах калам-ха: пирӗн Половцева кӑна ярса тытмалла, тата, мӗнле пулсан та, чӗррӗн тытмалла.

Скажу несколько слов о нашем задании: мы должны захватить одного Половцева, и обязательно живьем.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑрахлӑха уйрӑлнӑ пек, вӗсем пӗр-пӗрин аллине арҫынла хытӑ чӑмӑртарӗҫ, Нагульновӑн алли чул пекех сивӗ те хытӑ, куҫӗсем вара каллех чӗррӗн ҫиҫме пӑрахрӗҫ те вӗсенче ун чунӗ ыратни палӑрчӗ.

Словно расставаясь надолго, они обменялись по-мужски крепким рукопожатием, рука у Нагульнова была твердая и холодная, как камень, а в глазах, уже утративших недавний живой блеск, снова появилась невысказанная, затаенная боль.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шӑвӑҫланнӑ пулин те чӗррӗн йӑлтӑртатакан куҫӗсене вӑл чарса пӑрахнӑ.

Застывшие, но еще не потерявшие живого блеска глаза его были широко раскрыты.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдова курсан, качака таки хусканса илчӗ, сухалне чӗррӗн суллакаларӗ те, пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑнӑ хыҫҫӑн, васкаса ун ҫулне пӳлме чупрӗ.

Увидев Давыдова, козел оживился, задорно тряхнул бородой и, потоптавшись на месте, спорой рысью устремился наперерез.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Автор халӑхпа чӗррӗн калаҫать, авалхи чулланса ларнӑ йӑла-йӗркесене ҫӗмӗрме чӗнет.

Help to translate

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Пӗрне те чӗррӗн вӗҫертме юрамасть!

Чтобы ни один живым не ушел!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн пистолет пур, чӗррӗн пурпӗрех мана вӗсем илеймӗҫ.

У меня есть пистолет, и живым они меня не получат.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн пӗркеленнӗ пит-куҫӗ ҫав тери тӗлӗнмелле чӗррӗн курӑнса кайрӗ.

Лицо его, покрытое морщинами, оживлено было удивительною бодростию.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed