Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнекен (тĕпĕ: чӗн) more information about the word form can be found here.
Вӑт, эпир фронтра чухнех пӗр-пӗрне «Лаох» та «Лаох» тесе чӗнекен пултӑмӑр.

Help to translate

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Скворцовӑн юлашки повеҫӗнче ҫыншӑн кӗрешме чӗнекен шухӑш тапса тӑрать.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ю. Скворцов повеҫӗ — ҫамрӑксене юрату йӑнӑшӗсенчен сыхланма вӗрентекен, чӑн туспа юлташа тупма, чун-чӗре тасалӑхӗшӗн ҫине тӑрса кӗрешме чӗнекен кӗнеке.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫапах та хаҫатра ӗҫлекенсене премьерӑна пырса курма чӗнекен йыхрав хутӗнче «Ыйхӑ ҫухатнисем» тесех палӑртнӑ…

Help to translate

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавӑнпа чӑвашсен те, ытти халӑхӑн та хальхи пек малалла чӗнекен философи кӑна пулман.

Поэтому не было у чувашей, да и у других народов, философии, вечно зовущей вперед.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Тӑван халӑхӑмӑра кӑмӑла ҫӗклентерекен, пурнӑҫа хӗрӳллӗн юратма чӗнекен илемлӗ произведенисем сахал мар парнелесе хӑварчӗ...

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр паттӑррӑн утса тухнӑ поэт — ҫав вӑхӑта аса илсе — миршӗн кӗрешме чӗнекен хӗрӳллӗ сӑвӑ та нумай ҫырчӗ...

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсене, ытарайми сӑнӗ-сене курса, хӑй чӗринчен вӗҫӗ-хӗррисӗр савса юратма чӗнекен, шухӑш-кӑмӑла ҫӗклентерекен, чӑн-чӑн гражданла тата юратуллӑ лирика тапса тӑракан манӑҫми сӑва-юрӑ калӑплама тытӑнчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кучченеҫле пурне те пулӑшаттӑм, ҫӗр каҫма килне чӗнекен те пурччӗ.

За угощение всем помогала, были, которые звали с ночлегом.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

6. Эсир — ывӑлӗсем, ҫавӑнпа Турӑ сирӗн чӗрӗре Ывӑлӗн: «эй Авва, Аттем!» тесе чӗнекен Сывлӑшне янӑ.

6. А как вы - сыны, то Бог послал в сердца ваши Духа Сына Своего, вопиющего: «Авва, Отче!»

Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Чӗннӗ хӑнасем малти вырӑнсене суйласа ларнине курсассӑн, вӗсене Вӑл ытарӑш каласа панӑ: 8. сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен, эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар: унӑн чӗннӗ хӑнисем хушшинче, тен, санран хисеплӗреххи пулӗ, 9. вара сана та, ӑна та чӗнекен хуҫа сан патна пырӗ те: «ху вырӑнна ҫакна ларт-ха» тейӗ; ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ.

7. Замечая же, как званые выбирали первые места, сказал им притчу: 8. когда ты будешь позван кем на брак, не садись на первое место, чтобы не случился кто из званых им почетнее тебя, 9. и звавший тебя и его, подойдя, не сказал бы тебе: уступи ему место; и тогда со стыдом должен будешь занять последнее место.

Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Акӑ тепӗр кунне мана чӗнекен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра! ҫӑварна уҫ та Эпӗ мӗн панине ӗҫсе яр, терӗ.

38. И вот, на другой день голос воззвал ко мне: Ездра! открой уста твои и выпей то, чем Я напою тебя.

3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Хулана тустарса-аркатса хӑварнӑранпа вӑтӑрмӗш ҫул ҫине кайнӑ вӑхӑтра эпӗ — Ездра та тесе чӗнекен Салафиил — Вавилонра пултӑм, вырӑнӑм ҫинче выртнӑ чухне чӗреме тӗрлӗрен шухӑш капланса килчӗ: 2. эпӗ ӗнтӗ Сиона епле ҫаратса хӑварнине те, Вавилонра пурӑнакансен пуянлӑхне те курнӑ.

1. В тридцатом году по разорении города был я в Вавилоне, и смущался, лежа на постели моей, и помышления всходили на сердце мое, 2. ибо я видел опустошение Сиона и богатство живущих в Вавилоне.

3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Санӑн ятна чӗнекен, Санран ҫирӗп тытса тӑма хистекен ҫук, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытартӑн, пире хамӑрӑн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пӗтме пӑрахса хӑвартӑн.

7. И нет призывающего имя Твое, который положил бы крепко держаться за Тебя; поэтому Ты сокрыл от нас лице Твое и оставил нас погибать от беззаконий наших.

Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Хӑй ҫу сӗрсе янӑ Кир патшана Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсене санӑн ҫӗнтермелле пултӑр тесе, Эпӗ сана сылтӑм алӑран тытса тӑрӑп, саншӑн алӑксем уҫӑлччӑр, хапхасем ан хупӑнччӑр тесе, патшасен пиҫиххийӗсене салтса илӗп; 2. Эпӗ санӑн умӑнта пырӑп, тусене тикӗслетӗп, пӑхӑр хапхасене ҫапса салатӑп, тимӗр сӑлӑпсене аркатӑп; 3. Эпӗ — сана ятран чӗнекен Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ — сана ҫакна пӗлтересшӗн, тӗттӗм вырӑнсенче упранакан хаклӑ мула, пытарнӑ пуянлӑха сана парӑп.

1. Так говорит Господь помазаннику Своему Киру: Я держу тебя за правую руку, чтобы покорить тебе народы, и сниму поясы с чресл царей, чтоб отворялись для тебя двери, и ворота не затворялись; 2. Я пойду пред тобою и горы уровняю, медные двери сокрушу и запоры железные сломаю; 3. и отдам тебе хранимые во тьме сокровища и сокрытые богатства, дабы ты познал, что Я Господь, называющий тебя по имени, Бог Израилев.

Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тархасласа пӑх — хирӗҫ чӗнекен пулӗ-и?

1. Взывай, если есть отвечающий тебе.

Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed