Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун пек чухне вӑл ӑс-тӑнӗ те чунӗ ыйтнине ют ача-пӑчапа е килти выльӑх-чӗрлӗхпе ҫалланса, тӗрмешсе тивӗҫтернӗ: вӗсемпе вылянӑ-кулнӑ, вӗсене тутлине ӗҫтернӗ-ҫитернӗ, хӑйне кирлӗ пек ӑс паранҫи те тукаланӑ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Аркадий чунӗ шӳ! туса кайрӗ: кӗпер ҫинчен «ПАЗ» автобус персе аннӑ!
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Куҫне амантнипе чунӗ те аманман тетӗр-и?
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Лена вӑйпитти, сӗткен хӗрарӑм, чӗри те, чунӗ те яланах ҫамрӑк.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ним ҫырткаламасӑрах ҫине-ҫинех икӗ стакан чӑп тулли тултарнӑ эрехе ҫавӑрса хучӗ, эхлетсе илчӗ, вара, чунӗ каллех тӑвӑла-тӑвӑла килнипе, чул катрамӗ пек йывӑр шухӑшсем пусарнине парӑнса, сӗлкӗшшӗн пуҫне усрӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Чунӗ ҫӳҫенсе, ӑс-тӑнӗ тӗнсе, пасарса илчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ҫакна илтсен ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӑшӗ кӳтсе, чунӗ хурланса килчӗ: вӑл питне-куҫне аллисемпе хупларӗ те пӳртрен кил хушшине банка хупӑлчи пӑсӑлнӑ пахча-ҫимӗҫ газӗпе сирпӗннӗ пек вирхӗнсе тухрӗ, ӗне-сурӑх сарайне васкарӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ку эрнере юратса пӑрахман Тарасасен те чунӗ романтикӑпа тулнӑ.Романтика в этот период буквально витает в воздухе даже у Весов, кто не влюблён.
9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
«Ҫӗлен!» — чунӗ сӗв туса кайрӗ унӑн самантрах.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сасартӑк ун чунӗ пат уҫӑлса кайрӗ, урӑм-сурӑм кути-пути аташуллӑ тӗлӗкӗ-мӗнӗ манӑҫпа хупланчӗ: вӑл хӑйӗн мӑйне пӗр тӗлте, мӑй сыппи патнерех, темскер хыпкӑч пек хыттӑн чӗпӗтсе-татса илнине туйрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫилӗ хӗвӗнсе тулнипе, чунӗ капланнипе пӗр авӑк сывлайми те пулчӗ, унтан хаярлӑхне ҫӗнетсе, шухӑшне сыпӑнтарса ячӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хальхинче унӑн ӳт-тирӗ мар, ытларах чунӗ ыратрӗ, хаярланса кайрӗ: ӑшӗнче вӑл такама тытса силлерӗ, такама мӑйӗнчен пӑврӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чунӗ васкарӗ пулин те, урисене хыпаланмасӑр, асӑрханса куҫаркаласа пӗчӗк юхан шыв (темле пысӑк юханшывӑн «капиллярӗ» ӗнтӗ вӑл) хӗррине ҫитсе тӑчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепӗртакран ҫеҫ чунӗ тапраннӑ, ыйхи тарнӑ «Турӑ чури» чӗркуҫҫине сивӗ нӳрӗ ҫапнине туйса илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак йӳҫӗллӗ-пылаклӑ асаилӳ «татӑк-кӗсӗкӗпе» сывпуллашса, Ула Тимӗр пӗр авӑк тӗнсе, шухӑшли-шухӑшлами, кури-курми, чӗмсӗррӗн ларчӗ, чунӗ кӳтсе килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каччӑ йывӑҫ хӑмаран ҫапса тунӑ пур лавккасем, ларёксем умӗн те ҫаврӑнса тухрӗ, чунӗ кӗленине тивӗҫтерекен ҫуллахи ҫи-пуҫ, атӑ-пушмак пӑхкаларӗ, аш павильонӗнче те пулчӗ, пӗр тӗлте, укҫа тӳлесе, стакан морс ӗҫрӗ, вара каллех урама тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пырсан-пырсан ури е пӗр-пӗр тӗмескерен, е кӑкран, е йывӑҫ тымарринчен ҫакланнине пула кӑптӑркаптӑр тирӗнет те ӳкет, ҫавна пула, чунӗ темле васкатсан та, унӑн малалла асӑрхансарах, аллисене-«буферсене» чанк кӑнтарса е вӗсемпе хатарсене сирсе, «асӑрхану ҫырӑвӗ ҫыркаласа», «мозаикӑлла эрешсем эрешлекелесе» утма тиврӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сиснех пулӗ ӗнтӗ амӑшӗн чунӗ хӗрӗпе тем усалли сиксе тухма пултарасса: вӑл, ӑшран татӑла-татӑла, йӑпӑр-япӑр ҫӗрӗк-ҫарӑк тумланчӗ те хӗрне шырама тухса чупрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫакӑнта кӑмпаҫӑ каллех чарӑнса тӑчӗ, чунӗ кӳтсе килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр самантлӑха хӗрӗн чунӗ те хытса ларнӑн туйӑнчӗ, питҫӑмартисем ҫеҫ такам шелсӗррӗн ҫупса янӑн вут пек пӗҫере-пӗҫере килчӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.