Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чи the word is in our database.
чи (тĕпĕ: чи) more information about the word form can be found here.
Паян вӑл ялти чи хастар, чи ӗҫчен хӗрарӑмран ҫеҫ мар, хӑй юратакан каччӑ амӑшӗнчен малтан ӗҫе тытӑнчӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм Ҫтаппанӑн чи тус-йышлӑ кӳрши тата чи килӗштерекен кумӑшӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑннипех чи маттуррисем, чи пултаруллисем!

Help to translate

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма пулӑшаканӗ вӑл – чи ҫывӑххи, чи хакли – тӑван анне.

Help to translate

Яланах районшӑн ӗҫленӗ // В.КОЖАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10812-ya ... nsh-n-clen

Эсӗ ялта чи таса, чи сӑваплӑ, никампа та ятна яман хӗрарӑм иккенне лайӑх пӗлетӗп эпӗ.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хусана кайсан, эпир, тетепе, Захар Петровичпа, чи пуян та чи чаплӑ Хусан хуҫисем патне чарӑнатпӑр, — суйрӗ Озеров.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович урхамахӗ, тутарсен мухтава тухнӑ чи лайӑх учӗсене ҫӗр-ҫӗр аллӑ метр кая хӑварса, ҫитес ҫӗре чи малтан ыткӑнса ҫитрӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чи чӑркӑш, чи вӑрҫтаракан япала-ҫке вӑл, ят ҫӗрӗ!

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыранах чи хӑрушӑ ҫӗре яма пултаратӑн мана, чи йывӑр ӗҫ хушма пултаратӑн.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте пӗлеҫҫӗ-ҫке-ха, Сафа-Гирей кирек мӗнле ӗҫ пирки те чи малтан Крым ҫыннисемпе канашлать, чи чаплӑ парнесене Крым ҫыннисене парать, ӗҫкӗ-ҫикӗре те, тӗрлӗ йышӑнусенче те кӗрекере ҫавсем саркаланса лараҫҫӗ.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир шутласа пӗлнӗ чи пысӑк хурӑнӗ 108 ҫулти, чи ватӑ ӑвӑсӗ 54 ҫулти пулчӗҫ.

Help to translate

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Хальхи вӑхӑтра унӑн чи пысӑк виҫи 12792 тенкӗпе танлашать, чи сахалли – 1500 тенкӗпе.

В настоящее время его наибольший размер составляет 12 792 рубля, а самый низкий — 1500 руб.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра 4349 ҫын ӗҫ шырать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33702.html

Унта чи ҫӗнӗ меслетсемпе, наукӑн чи чаплӑ ҫитӗнӗвӗсемпе усӑ курса ӗҫлемелле…

Работать там надо с самыми новыми методами, с самыми замечательными достижениями науки…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

- «Агро-Инновацисем» хысна предприятийӗн 2014 ҫулхи ноябрьти кӑтартӑвӗ тӑрӑх - чи самӑр ӗне выльӑхӑн /чӗрӗ виҫепе/ кашни килограмӗшӗн - 66,4, чи самӑр ҫамрӑк ӗне выльӑхшӑн 80 тенкӗ ҫеҫ панӑ.

Help to translate

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Стан приставӗн сӑмахне пӳлсе, чӑвашсем ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эпӗр вӑл анасене чи малтан мар, чи кайран та сухаламастпӑр. Чиновниксен, тӳре-шарасен хисепне ик-виҫӗ хут ӳстернипе хутшӑннӑ куланая та тӳлеместпӗр. Пире хӗстере пуҫласан эпӗр сире Пугачев вӑхӑтне аса илтерӗпӗр» тенӗ.

И тут чуваши возразили становому приставу: — Мы эти загоны не то что в первую очередь, а и вовсе распахивать не станем. И налог-куланай на ваших чиновников платить не будем: ишь, расплодились, втрое их больше стало, чем было! А коль станете нас притеснять, мы вам напомним пугачевское время!

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Регионти чи пӗчӗк ӗҫ укҫи шайӗнчен сахалрах пенси илекен ӗҫлемен пенсионерсене пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе таран тупӑш илме пенси ҫумне хушма тӳлев палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Ыйту — хурав // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%8b%d0%b ... 0%d0%b2-5/

Ҫак кунсенче районти культура ҫуртӗнче пуҫтарӑнса чи маттур, чи пултаруллӑ, профессире ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвакан учительсене, воспитательсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысларӗҫ.

Help to translate

Профессире ҫитӗнӳ тӑвакансене чысларӗҫ // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d0%bf%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Чи япӑххипе чи лайӑххи пӗрлешнӗ унра.

В ней плохое перемешалось с хорошим.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Элексантӑр атте» шухӑшӗпе, сысна — тӗнчере чи ӑслӑ, чи илемлӗ те кӑмӑллӑ чӗрчун.

По мнению отца Александра, свинья — это самое умное, самое красивое и доброе животное па земле.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ах, пурнӑҫ, пурнӑҫ, эс пур ҫыншӑн Е чи йӳнни, е чи хакли.

Help to translate

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed