Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушма the word is in our database.
хушма (тĕпĕ: хушма) more information about the word form can be found here.
Специалист ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫ режим пынӑ тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе хушма требованисем палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Штрафӗ пысӑк, инкекӗ тата та пысӑкрах // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-pysakrax

Диспансеризаци 2 тапхӑрта иртет: I тапхӑр (скрининг) пациентсен хроникӑллӑ инфекциллӗ пулман чирсен паллисене, вӗсене аталану хӑрушӑ факторӗсен, наркотик хатӗрӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курнин факторӗсене тупса палӑртас тӗллевпе врач паллисемсӗр кӑна ирттереҫҫӗ; II тапхӑра диагноза тӗрӗс палӑртма хушма тӗрӗслевсем ирттермешкӗн медицина кӑтартӑвӗсем уҫӑмласан ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Профилактика — лайӑх сывлӑх никӗсӗ! // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... syvlx-niks

Вӑл профилактика тӗрӗслевӗпе хушма тӗпчев меслечӗсене ӗҫе кӗртет.

Help to translate

Профилактика — лайӑх сывлӑх никӗсӗ! // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... syvlx-niks

«Док» хушма ятпа ҫӳрекен ҫамрӑк Чӑваш Республикинчи ытти разведчиксемпе пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлеме вӗреннӗ.

Help to translate

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

KURTAN-ра хушма вӑйӑ элеменчӗсем пулнӑ — пӗр-пӗр шая иртнӗ хыҫҫӑн ещӗксенчен пӗринче ытти йывӑрлӑхсенчен тухма усӑ курмашкӑн май паракан укҫа, уҫӑсем тата вӗсемпе уҫмалли алӑксем, вӑйӑри шайран коридорпа усӑ курса тухасси, вӑйӑ персонажӗн тонусӗ тата ытти те.

KURTAN содержал дополнительные игровые элементы — деньги за решение уровня в одном из ящиков, которые можно было использовать для решения других, двери и ключи для их открытия, необходимость выйти из уровня по коридору, тонус игрового персонажа и другие.

Sokoban // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Sokoban

Хушма ҫутӑ, пӗчӗк архитектура формисем, Бирск историйӗпе информаци стенчӗсем пулӗҫ.

Help to translate

Пушкӑртра ҫӗнӗ форматлӑ обществӑлла анлӑхсем йӗркелеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... le-3795570

Ӑнлантарусем: Пепиньер — хушма педагогика класӗ.

Примечания: Пепиньер - дополнительный педагогический класс.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Ҫу кунӗсенче, акӑ, килти хушма хуҫалӑхри ӗнесем улӑх-ҫаранлӑ вырӑнта ҫӳренӗ май тӗрлӗ чир ҫаклатма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Выльӑх-чӗрлӗхе юратнӑран // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vyilax-cherlexe-y ... naran.html

Пӗчӗккисен хӑйсенчен аслисене хушма ятсемпе чӗнме аван мар…»

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кӑпӑк — хушма ят, ҫынсем кулса ҫыпӑҫтарнӑ ят ҫеҫ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тымар — йывӑҫ юнне-сӗткенне ҫӳретекен япала, йывӑҫа куллен ӗҫтерет те ҫитерет, турат ҫумне турат хушма вӑй парать.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Эп хуҫасемпе мӗн чухлӗ тӳлемелли пирки калаҫса татӑлатӑп, хуҫисем вара татах хушма ӗҫсем тума ыйтаҫҫӗ, вӗсем вара арӑмӗпе ҫав ӗҫсене тунӑ, ҫавсемшӗн уйрӑм тӳленӗ вӗсене.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Округра уйрӑм хушма хуҫалӑхпа пурӑнакансем 14 пин ытла шутланаҫҫӗ.

Help to translate

Бизнес аталанать - округ вӑйланать // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50167-bizn ... g-v-jlanat

«Правительствӑна мӗнле йӗркелени ҫинчен эсир мӗн каласшӑн пулнине эпӗ пӗлетӗп. Конституцие тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн Парламент влаҫӑн ӗҫ тӑвакан аслӑ органне йӗркелеме хушма правасем илнӗ. Мӗнле иртрӗ ку ӗҫ?» - ыйтнӑ патшалӑх Пуҫлӑхӗ тӗлпулу пуҫламӑшӗнче.

Help to translate

Володинпа тӗл пулсан, Путин правительство йӗркелемелли ыйтусене сӳтсе явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... vn-3778472

Ҫавӑн пекех Центр никӗсӗ ҫинче киберспорт сферинчи тата унпа сыхӑннӑ профессисен хушма вӗрентӳ программисене пурнӑҫа кӗртӗҫ.

Help to translate

Ӗпхӳри Аслӑ шкулсем хушшинчи кампусра ӖНТУн «СПАРКС» спорта программӑламалли тата киберспорт центрӗ пулӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/news/sport/2024-05-17 ... ul-3771976

Аслӑ классенче хушма професси илни ҫамрӑксене умри ҫула суйлама, аталанма пулӑшӗ.

Help to translate

Хушма специальность пулать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %82%d1%8c/

Пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине тухсан та хушма профессисене вӗренни вӗсене пулӑшса пыни, паллах.

Help to translate

Хушма специальность пулать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %82%d1%8c/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Ҫавӑн пекех кайӑк-кӗшӗк, пулӑ, хур-кӑвакал, чӑх, ӗне-выльӑх валли те тем тӗрлӗ кирлӗ хушма апатсем пур.

Help to translate

Халӑха кирлӗ пек ӗҫлет // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/ha ... rl-pek-let

Эпир пырса ҫитнӗ вӑхӑтра вӑл тавар туянакана ҫӗрулми тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшакан хушма удобрени ҫинчен каласа паратчӗ.

Help to translate

Халӑха кирлӗ пек ӗҫлет // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/ha ... rl-pek-let

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed