Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хупласа (тĕпĕ: хупла) more information about the word form can be found here.
Акчуров, мотоцикл шавне хупласа, кулса ячӗ:

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кашни кӗтесре, кашни утӑмра, кашни пӳлӗмре шеллевсӗр вӑрҫӑ сиввӗн сывлани сисӗнет, тепӗр чухне вара, ҫакнашкал тӗттӗм урамсемпе пынӑ чух, вӑрҫӑ хӑйӗн хура ҫуначӗпе пӗтӗм тӗнчене хупласа хунӑн туйӑнать…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Качакана ҫавӑтса тухса хупсан, Таня чӳречесене тул енчен улӑмран ҫыхса тунӑ хулӑн ашӑксемпе хупласа хучӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑй ҫине ҫакӑн пек инкекпе тӗрӗслӗх йӑтӑнса аннипе ача пекех питне хупласа йӗчӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫтаппан кӑмӑлӗнче халӑх тӗшмӗшӗсемпе йӑла тӳнтерлӗшӗсен хуйӑрӗ хулӑн пулин те, унӑн ырӑ енӗсене, ҫынлӑхне вӗсем хупласа хураймаҫҫӗ.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫакна ҫеҫ хушса хурасшӑн: иртни хальхипе пулассине хупласа ан хутӑр.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пуҫӗнче пит-куҫне хупласа ҫыхнӑ шаль тутӑр.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула тӗксе хӑварнӑ хыҫҫӑн Лукарье, тӑна кӗрсе, ура ҫине тӑчӗ, кӗрӗкне тӑхӑнчӗ, шаль тутӑрӗпе питне хупласа ҫыхрӗ те Мавра пӳртӗнчен тухса кайрӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пит-куҫне шаль тутӑрӗпе хупласа тухса кайрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Айтурах, мӗн айӑпшӑн ҫак териех инкек куратпӑр-ши эпир? — тесе, хурлӑхлӑ сассипе эрленчӗ, чӗрҫитти вӗҫӗпе питне хупласа, макӑрса ячӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫка ҫӑварне аллипе хупласа тӑчӗ.

Help to translate

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хӗвеланӑҫнелле ҫаврӑнса сӑхсӑхрӗ те пештӗре хупласа ҫӑпата кантрипе ҫавӑрса ҫыхрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл икӗ лавне унта тӑратса хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшпе лавкка патне пырса чарӑннӑ, икӗ хуралҫине те тӑлӑпӗсемпе хупласа ҫыхса пӑрахнӑ та Хусан хӗррине ӑсатнӑ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялти яш-кӗрӗмсем пулас кӗрӳпе юлташне, чаппанпа хупласа, тӑнсӑр пуличчен хӗненӗ, юлашкинчен иккӗшне те картиш урлӑ юр ӑшне ывӑтса хӑварнӑ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл та куҫа тутӑрпа хупласа ҫыхакан патне пычӗ, анчах лешӗ: «Эсӗ пӗчӗк-ха, юрамасть» тесе хучӗ те, ача хытах кӳренчӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫӗсене тутӑрпа хупласа ҫыхнӑ ҫынсем хӑйсенчен вун пилӗк утӑма лартнӑ чӳлмеке туяпа персе ҫӗмӗрме тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кайран, ҫекӗлӗнчен вӗҫертсен, алӑк тӑпсасем ҫинче ҫакӑнса юлать те чӳречене хупласа лартатъ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав чӳречене хупласа тӑма, ҫӳлтен, икӗ тӑпсаран чӳрече пысӑкӑш алӑк ҫакнӑ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тетӗшӗ: — Вит кӗпӳне, — тесе асӑрхаттарсан ҫеҫ вӑл хӑй ҫине тинкеререх пӑхрӗ те, вӑтаннипе ӗнтӗ, йытӑ ҫурса антарнӑ кӗпипе ӳтне хуплас вырӑнне витрине аллинчен лаштах ӳкерчӗ, икӗ аллипе те питне, куҫӗсене хупласа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнса урама тухрӗ, урапа ҫинчи михӗ ҫине выртса, кӑшкӑрса йӗме пуҫларӗ.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ывӑла пӗтерес килчӗ-и? — питне саппунӗпе хупласа йӗме пуҫларӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed