Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑ the word is in our database.
хуйхӑ (тĕпĕ: хуйхӑ) more information about the word form can be found here.
Вӗсен те паян калаҫу ҫыпҫӑнмасть: Укахвин хуйхӑ — Галимджан виҫ эрне хушши ҫыру ҫырмасть, Липӑн та шухӑшсем сапаланчӑк — Ятман килетӗп тенӗ ҫӗртенех килеймерӗ, Кабир та вӑрҫа тухса каять, хӑйӗн чӗринче те канӑҫсӑрлӑх сисӗнет — паян темле ӗҫе туса ҫитермен пек, каймалли ҫӗре кайса килмен пек.

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара ашшӗшӗн тепӗр хуйхӑ тупӑнчӗ, вӑл ывӑлӗ те ҫухалчӗ пулӗ тесе пӑшӑрханма тапратрӗ.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шел пулин те, хӗл каҫсанах ку тӑрӑхра пурӑнакансен тепӗр хуйхӑ пуҫланнӑ.

Help to translate

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Кашниннех пысӑк хуйхӑ халь килте.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк хуйхӑ манӑн килте.

Help to translate

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку нарӑс эрнинче сирӗн чи пысӑк хуйхӑ хушма тупӑшпа ҫыхӑнӗ.

Главной заботой на этой февральской неделе станет дополнительный заработок.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуян Аслӑ Пӑлхар халӑхӗ ҫавӑн пек хуйхӑ курассине пӗлмен те, кӗтмен те.

Help to translate

Батухан // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Халь шавлама юрать ӗнтӗ, хана кунта кӗтсе илес хуйхӑ иртсе кайрӗ.

Help to translate

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑхма — этем этемех, хӗп-хӗрлӗ пите темле пысӑк хуйхӑ та шуратайман-ха, анчах хӗр ача куҫӗсем ним тӗлсӗр пӑхаҫҫӗ, ларасса та вӑл, ухмаха ернӗ ҫын пек, пуҫне пӗр майлӑн сулкаласа ларать.

Help to translate

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самук вилни ун тӑванӗсемшӗн ҫеҫ мар, кӳршӗсемшӗн те пысӑк хуйхӑ: вилнӗ тӗкӗрҫӗ вырӑнне мӑрсана е Хусан ханне виҫӗ килтен тепӗр тӗкӗрҫӗ памалла.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытла та йывӑр хуйхӑ пырса кӗчӗ ҫав вӗсен кил-ҫуртне: пысӑк йыш пӗр вӑй питти арҫынсӑр тӑрса юлчӗ.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак улмуҫҫисене кайса курни ман кӑмӑла пӑсрӗ, киле ҫитсен хам хуйхӑ ҫинчен асаттене каласа патӑм, хам сӑмаха ҫав шӑшисене йӑлтах ҫапса вӗлерсе пӗтернӗ пулӑттӑм тесе вӗҫлерӗм.

Мне живо жалко было смотреть на мои яблони, и я пошел домой, и рассказал деду свое горе, и как бы я побил всех мышей на свете, если бы моя сила была.

Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.

Ку хыпар ҫав тери пысӑк хуйхӑ пулнӑ Михаил Николаевичшӑн.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анна Ивановнӑн пысӑк хуйхӑ, Паша.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсен пит пысӑк хуйхӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӳс пултарнӑ таран: кирек мӗнле хуйхӑ та хуллен сӳнет — вӑхӑт кӑна кирлӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кирек мӗнле шухӑшласан та, куккӑшне большевиксем персе вӗлерни Соньӑшӑн питӗ кӳренмелле хуйхӑ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӳхепи чӗрине хуйхӑ кӗрсе ҫунтарса ячӗ те аякри аслӑ вӑрман, ял, аслӑ киремет аса килсе карӗ.

Сердце Сюхеби так и жгло горе, на память приходили далекий огромный лес, деревня, великий Киреметь…

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Чӑвашсен пуҫӗ ҫине виҫӗ хуйхӑ талса анчӗ.

А тут и третье несчастье свалилось на головы чуваш:

V // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

— Тата тепӗр хуйхӑ ун пуҫӗ ҫине пырса ӳктӗр-и?

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed