Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗ the word is in our database.
тӗплӗ (тĕпĕ: тӗплӗ) more information about the word form can be found here.
Пирӗн шкулпа пӗрлех Йӗпреҫри шкулӑн тӗплӗ юсавӗ те иртнӗ.

Help to translate

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

«Уютстрой» организаци директорӗпе Алексей Васильевпа канашласа, шкула тӗплӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн юсав умӗнхи хатӗрленӳ ӗҫӗсене графикран икӗ уйӑх маларах пуҫлама йышӑнтӑмӑр.

Help to translate

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Тӗрӗссипе, Калининӑри шкул мӗн ҫӗкленӗренпех тӗплӗ юсав курман.

Help to translate

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

Хӗллен пӗрремӗш кунӗ пӑртассемшӗн яланлӑхах савӑнӑҫлӑ пулӑмпа асра юлчӗ - виҫӗмкун кунта тӗплӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ врач офисне уҫрӗҫ.

Help to translate

Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli

Ҫакна шута илсе Геннадий Дегтярев интернетпа компьютер терминологине тӗплӗ тишкернӗ, ҫак сӑмахсене /вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла/ кӗнекене кӗртнӗ.

Help to translate

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Эпир те мӑшӑрпа, Александрпа, тӗплӗ шухӑшланӑ хыҫҫӑн Шупашкарти ача ҫуртне кайрӑмӑр.

Help to translate

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Лӑпкӑ ҫынччӗ вӑл, ӗҫе тӗплӗ пӗлетчӗ, йӗркелӗхе юрататчӗ, вӗренме тӑрӑшакансене пулӑшатчӗ тет.

уж так хорош был его начальник — спокойный, знающий, любил порядок, помогал тем, кто стремился к знаниям…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтӗм ӗҫе вӑхӑтлӑ та тӗплӗ пурнӑҫласа пырсан тухӑҫ та савӑнтарать.

Help to translate

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

«Валентина Михайловна уроксенче ҫирӗп ыйтатчӗ, тӗплӗ вӗрентетчӗ», — аса илеҫҫӗ халӗ те ун класӗсенче пӗлӳ илнисем.

Help to translate

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Ҫук, эс ӑна тӗплӗ шухӑшласа пӑхман.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асту, колхоз председателӗн ӑна пуринчен малтан татса памалла — хӑвӑншӑн мар, колхозшӑн, кӗвӗҫӳпе кӳренӳ туйӑмӗ хушнӑ пек мар, чипер ӑс-тӑнпа, тӗплӗ виҫсе, Атӑлкасси пуласлӑхне шута илсе».

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта пирӗн халӑха тӗплӗ ӑнлантарса памалла…

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗплӗ тунӑ ӗҫ икӗ ӗмӗр пурӑнать теҫҫӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗплӗ шухӑшлас пулать.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачи ҫамрӑк-ха, айван, вӑл хӑй мӗншӗн кӳреннине те тӗплӗ пӗлмест, тен, каласа ӑнлантарсан, ҫилли иртӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр ҫын хӗрӳллӗ сӑмах калама та пӗлмест, ытлашши шарламасӑртарах кӑна ҫӳрет, анчах хӑйӗн ӗҫне яланах тӗплӗ тӑвать, кун пек ҫын сӑмахӗпе мар, ӗҫӗпе хитре.

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозниксем тӗплӗ ҫынсене, чӗлхепе сахалтарах калаҫса ӗҫпе ытларах тӑвакансене юратаҫҫӗ.

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятмана вӑл ҫав тери мӗшӗлти, анчах тӗплӗ ҫын пек туйӑнать.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗр-пӗрне тӗплӗ итлесе, пӗр-пӗрин вырӑнлӑ сӑмахӗсене ырласа, вӗсем ытла та хитре калаҫса лараҫҫӗ.

Help to translate

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫре Ятман яланах Куҫмана кирлӗ пек тӗплӗ пулнӑ, ҫынсемпе кӑшкӑрса мар, хӑшпӗрисем пек ҫӑвар вылятса та мар, ӗҫлӗ калаҫнӑ, вӑл ҫынсен кӑмӑлне никамран лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та кашни ҫын валли унӑй хӑйне уйрӑм сӑмах тупӑннӑ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed