Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳрт крыльци, ултӑ чӳречеллӗ, тӗрлӗ сӑрсемпе сӑрласа эрешленӗ ытармалла мар ҫурт, лавккана кӗмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алӑк, — малалла вара, мӗн шыв хӗррине ҫитиех, ҫӳллӗ решетке тӑсӑлса каять.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Паласкас урамӗ ҫырма хӗррине ҫитиех тӑсӑлса анать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ахтупай ярса тытман пулсан анса ҫитсен ҫӗре тӑсӑлса ӳкетчӗ пулӗ ҫав.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мунчана кӗрсен, хыпашлакаласа икӗ кивӗ милӗк тупрӗ, вӗсене лапка ҫине илсе хӑпарчӗ те пуҫӗ айне хурса тӑсӑлса выртрӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Пӗр-пӗр кӗнеке пулсассӑн та ҫапла тӑсӑлса выртас ҫук.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн пурте нар ҫине тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Эх, тӑсӑлса выртмалла та халь ҫемҫе тӳшек ҫине, ывӑнни иртсе кайиччен ҫывӑрмалла.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Пӗр эрне тӑсӑлса пычӗ йывӑрлӑх.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Каллех тӑсӑлса выртрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ӑна ҫерем ҫине сарчӗ те хӑй тӑсӑлса выртрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Чӑтаймарӗ, такӑннипе каллех тӑсӑлса выртрӗ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Утса ывӑннӑскер, кунти анкартисене татса пӗтернине курсан, ем-ешӗл курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Сарайне лартнӑ урапа ҫине тӑсӑлса выртрӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Лашине ҫул хӗрринчи курӑк ҫине ячӗ те Элекҫи, хӑй тӑсӑлса выртрӗ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Тӑварса ятӑм та, вӑл лӑштӑрах тӑсӑлса выртрӗ, чӗтрет хӑй, сив чир ернӗ тейӗн.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Икӗ чӳречеллӗ, улӑм витнӗ пӗчӗк пӳрт, тӑршшӗ пурччӗ пулин те, урлӑшӗ — эп халь тӑсӑлса выртас пулсан пӗр стенине пуҫ, теприне ура перӗнмелле.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Инспектор пӗрре ҫеҫ кӗррӗслеттернӗ - тилӗ самантрах тӑсӑлса выртнӑ.
Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.
— Староста, ӳсӗрскер, урапа ҫине тӑсӑлса выртнӑ та илет кӑна ыйӑха.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Килкартине кӗрсенех, атте кӗлет умӗнчи выран ҫине тӑсӑлса выртрӗ.
Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӑхатӑп, Ҫтаппан пичче сак ҫинче месерле тӑсӑлса выртнӑ.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.