Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗр унӑн аллинчен вӗҫерӗнме тӑчӗ, аяккалла туртӑнчӗ.Она попробовала вывернуться из его рук, рванулась в сторону.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Мӗнле-ха унта ҫырнӑ: тутисемпе алли патне туртӑнчӗ…
XXV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫывӑхранах танксем ҫине ларнӑ хӗрлӗ армеецсем ачасене «урра» кӑшкӑрса иртсе кайсан, пӑлан сасартӑк туртӑнчӗ те, сунарҫӑ аллинчен вӗҫерӗнсе, ҫурӑм ҫинчи ҫӑкӗпех вӑрманти ҫӳллӗ хырсем хушшине кӗрсе кайса ҫухалчӗ.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Официр господин аллисене ҫӗклесе малалла туртӑнчӗ, анчах сасартӑк тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ: вӑл ахлатса ячӗ, унӑн самӑр кӗлетки сулланса илчӗ, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ, урисем сывлӑшра тапкаланчӗҫ, вара хӑранипе хӗрарӑмсем кӑшкӑрма ӗлкӗриччен, кам та пулсан ку мӗнле пулнине ӑнланса иличчен, самӑр кӗлеткеллӗ официр господин пӗвене шаплатса ӳкрӗ те ҫавӑнтах пӑкӑртатса тӑракан шыв айӗнче ҫухалчӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Карт туртӑнчӗ те — Павел хӑйне тапӑнакан енне ҫаврӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл часрах сиксе тӑчӗ, алли револьвер патме туртӑнчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑлта хулли тытнӑ алӑ кӑшт чӗтресе илчӗ, хур тӗкӗнчен тунӑ хулкка кӑшт туртӑнчӗ, ун тавра тикӗс шыв ҫийӗ тӑрӑх пӗчӗк ункӑсем чупса саланчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кӑштахран тин картах туртӑнчӗ те ҫырманалла вирхӗнчӗ.Наконец она приходит в себя и с криком бежит в сторону реки.
Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Хӗрӗ патне туртӑнчӗ хӗрарӑм.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Маюк ҫак йывӑрлӑхсене тахҫанах хӑнӑхнӑ, паян, ак, ҫак инҫӗше вӗҫнӗ пек чупса тухрӗ, стройпа утассинче те вӑл пусӑмсене пичетленӗн утрӗ, турник ҫинче те вунӑ хутччен ҫӑмӑллӑнах туртӑнчӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫапах та вуннӑмӗш класран ыттисемпе танлашма палӑрмаллах туртӑнчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Анчах ҫав вӑхӑтрах лешин качаки кӑрт туртӑнчӗ те, мӑйракисене пӑркаласа илсе, парк тӑрӑх сиккипе вӗҫтере пачӗ.Но тут коза рванулась, крутанула рогами и галопом понеслась по парку.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ефимка малалла карт! туртӑнчӗ, крыльца ҫине чупса тухрӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Савӑнса кайнӑ Улмуҫҫи ҫӳлелле кӑр-р! кӑр-р! туртӑнчӗ ыррине кӗтсе.
Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.
Ҫӳлелле те ҫӳлелле, ӑшӑрах, ҫутӑрах енне туртӑнчӗ, сенкер тӳпенелле кармашрӗ.
Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.
— Тата астӑватӑн-и — вӑл шывран тухрӗ ҫеҫ, вӗрен туртӑнчӗ те — вӑл каллех шывалла вӑркӑнчӗ?— А помнишь, как только он вылез, веревка дернула — и он опять в воду?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Вӑл пирусне, спичкине кӑларнӑччӗ, анчах спичкине чӗртме тӑрсан, лаши те пӑван ҫыртнипе, те ахаль ашкӑнчӗ, малалла туртӑнчӗ те тулхӑрса илчӗ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Тарантас ҫав вӑхӑтрах вырӑнтан тапранчӗ, вӑл ҫырмари хумсене хирӗҫ малалла туртӑнчӗ — вара силленсе, тайкаланса малалла кайрӗ…
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Травка пӗтӗм вӑйӗпе талпӑнса туртӑнчӗ.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Эпӗ ҫакна калама маннӑ: ӳхӗ хӑйӗн ҫунаттине сарма тӑрсан, Хӑта унӑн хӳрине хыпса илме ӗлкӗрчӗ, анчах ӳхӗ туртӑнчӗ те Хӑта шӑлӗсенче ӳхӗ тӗкӗсемпе мамӑкӗ кӑна юлчӗ.
Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.