Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тискер the word is in our database.
тискер (тĕпĕ: тискер) more information about the word form can be found here.
Тапта мана, йыснаҫӑм! — каллех тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш пӳрте кӗчӗ те, читлӗхри тискер кайӑк пек, унталла-кунталла пӗр тӗлсӗр утрӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ.

Человек, который мог бы совершить этот ужасный поступок, был обнаружен в кратчайшие сроки.

Мӑрсак ялӗнче ҫынна вӗлернӗ: 23-ри ҫамрӑка тытса чарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35139.html

Тискер кайӑксен миграцийӗ шӑпах чир-чӗр тухассине витӗм кӳрет те.

Help to translate

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Юн!.. — янӑрарӗ ман пуҫӑмра пӗр вӗҫсӗр, мана питӗ тискер туйӑмсем ҫавӑрса илчӗҫ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Урай варрипе тухса, мӗнпур тӗнче илтмелле кӑшкӑрса вӑрҫма-и, телефонпа такси чӗнсе илекен Зиминцева, хӑвна тискер кайӑк пек тытса, тӑнӗ ҫухаличчен хӗнеме-и е ним тума пултарайманнипе, урай варрине хутланса ларса, ӗсӗклесе йӗме-и?..

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта кӗнӗ пӗчӗк калавсем кайӑк-кӗшӗкпе тискер кайӑксен пурнӑҫне сӑнласа параҫҫӗ, ҫавӑн пекех тӑван ҫӗршывӑн ҫутҫанталӑк илемне ӳкерсе кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӑл кайӑк-кӗшӗкпе тискер кайӑксен йӑли-йӗркисене лайӑх пӗлет, вӗсене тытса зоологи сачӗ тӑвать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Горячкин, пӗр хӑйне ҫеҫ айӑпласран хӑраса, ҫак тискер ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен кайран пӗтӗмпех каласа панӑ.

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗлер, тискер вӑрҫӑ мӗнле ҫынна пирӗн писательсен ретӗнчен илсе кайнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кунта — фашист ҫынҫиенӗсен тӗрми-касаматне, гестапӑн тискер аллине, концлагерьсене лекнӗ совет ҫынни юлашки самантсенче ҫырса хӑварнисем, вӑрҫӑ инкекӗ ҫинчен калакан документсем.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ялти халӑх вучахра кӑвар упрассишӗн сӗм-сӗм авал тискер кайӑкла пурӑнакан ҫынсем пекех тимлӗн тӑрӑшнӑ, кӑмакаран вучаха кӑларнӑ кӑвара кӗлпе хулӑммӑн вите-вите хунӑ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӳртре те тискер кайӑк таврашӗ ҫук пуль?

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркаш вара упаран та, кашкӑртан та тискер

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫул урлӑ темле тискер кайӑк чупса иртрӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ку чӑрсӑр каччӑ, тискер кайӑксене хӗрхеннипе чун-чӗрине ыраттараканскер, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пуль», — шухӑшларӑм эпӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн сассине хӑватлӑ ҫил тискер кайӑк пекех туртса ҫурчӗ те унталла-кунталла сапаларӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул айккинчи хурӑн ҫинче кӑсӑя ларать-и — амӑшӗнчен ыйтать, пӗр-пӗр тискер кайӑк йӗрне асӑрхать-и — каллех амӑшне чӑрмантарать.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сӗм вӑрмансенче, ҫын иртейми чӑтлӑхсенче пӑлхавҫӑсен йышлӑ ушкӑнӗсем ҫӳрерӗҫ, вӗсем тискер майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрчӗҫ, пуянсене, пупсене тӗп турӗҫ, патька-патша тепре килессе ӗненсе пурӑнчӗҫ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑна кӗнӗ пек, хӑрушӑ та тискер ыйхӑран тин ҫеҫ вӑраннӑ пек, Укаслу сасартӑк чӗтресе илчӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed