Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлӗ the word is in our database.
тимлӗ (тĕпĕ: тимлӗ) more information about the word form can be found here.
Йывӑҫ мамӑкӗ пушар сӑлтавне ан куҫтӑр тесен, ҫак правилӑсене пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ: Уҫӑ ҫулӑмпа усӑ курнӑ чух яланах питӗ тимлӗ пулмалла.

Help to translate

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Ачасем тӗп редактора питӗ тимлӗ, ҫӑвара шыв сыпнӑ пек итлерӗҫ.

Help to translate

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Тарье ывӑлӗ сӑмахӗсене тимлӗ итлерӗ, мӑйне пӑвса ҫыхнӑ шаль вӗҫӗсене пушатрӗ, сылтӑм аллине чӑмӑртаса ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Захар Петрович мӗн ыйтупа килнине ыйтрӗҫ, пурте ун сӑмахне тимлӗ итлерӗҫ.

Help to translate

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Районсем хушшинчи полицин «Вурнарский» пайӗн мӗнпур сотрудникӗ малтанхи каҫран тытӑнса мӗн суйлав участокӗсем хупӑничченех йӗркелӗхе тимлӗ сыхланӑ.

Help to translate

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Ҫавӑнпа та граждансене тимлӗ пулма, официаллӑ ҫӑлкуҫсен информацине кӑна шанма ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшакансем те палӑртнӑ ыйтупа тимлӗ ӗҫление каланӑ вӑл.

Help to translate

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Яланах тимлӗ те сыхӑ пулма хӑнӑхнӑскер, Ленин урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗр чӳречинчен тӗтӗм мӑкӑрланнине вӑл тӳрех асӑрханӑ.

Help to translate

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

— Горбатый-Шуйский ӑҫтан пӗлнӗ эс Япанча патӗнче пулнине? — терӗ Сарри мӑрса, ӑна шутсӑр тимлӗ тӑнласа итлесе лараканскер.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасемпе ҫӗрпӳсем ӑна ҫав тери тимлӗ итлесе ларчӗҫ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятлӑ-сумлӑ ҫар ҫынни ку организацин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парассипе тимлӗ тӑрӑшнине палӑртрӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх чакмасть // Галина ТИХОНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11519-yr ... h-chakmast

Хур аҫи — тимлӗ хуралҫӑ.

Help to translate

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Питӗ тимлӗ хуралҫӑ, — терӗ Марина аппа.

Help to translate

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Тимлӗ, ӑса хывӑнмалла ӑнлантараҫҫӗ, пуҫра лайӑх юлать.

Help to translate

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Ҫавӑнпа Чӑваш енӗн тӗп хулине 10 ҫула яхӑн ертсе пынине тӗпе хурса вырӑнсенчи пуҫлӑхсем чӑн профессионалсем пуласса, ҫынсемпе тимлӗ ӗҫлессе, граждансемпе диалог йӗркелеме пултарасса шанатӑп».

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Вӗсене Правительство ҫуртӗнче тимлӗ сӑнаса тӑни вӑрттӑнлӑх мар - сетьсем районсемпе хуласенчи «ыратакан вырӑнсене» курса тӑма май параҫҫӗ.

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Усал шыҫӑ тыткӑнне лекнисем тӗлӗшпе хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ уйрӑмах тимлӗ.

Help to translate

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Электрон сервиссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталанни тата налук тӳлекенсемпе тимлӗ пулни налук администрированийӗн пахалӑхӗпе уҫҫӑнлӑхне ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ, чи кирли – общество налук тытӑмне шанассине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Стремительное развитие электронных сервисов и внимательное отношение к налогоплательщикам повышают качество и прозрачность налогового администрирования, а главное — укрепляют общественное доверие к налоговой системе.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/21/gla ... et-s-dnyom

Сирӗнпе хутшӑнма ҫунакан ҫынпа тимлӗ пулӑр.

Внимательно отнеситесь к человеку, который ждёт общения с вами.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

- Пирӗн тренер Валерий Матвеев ачасемпе тимлӗ.

Help to translate

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed