Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн куҫ харшисем айне тарӑн путса кӗнӗ куҫӗсем Коробин ҫине паҫӑрхи пекех сиввӗн пӑхрӗҫ, анчах сассинче темскер ҫӗнни, тархасласа ыйтни илтӗнчӗ.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Апла, эппин, икӗ колхозӑн, уйрӑмшарӑн пурӑнсан, пӗр кӗпер тытса тӑма та вӑй ҫитмест? — кӑсӑкланчӗ Пробатов, халӗ Ксени унӑн куҫӗсенче ҫеҫ мар, сассинче те кулӑ чӗтренсе тӑнине асӑрхарӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ан шиклен-ха, амӑшӗ, малтанах, — терӗ Дымшаков, арӑмне хулпуҫҫинчен ачашшӑн ытамласа; унӑн кӑшт хӑйӑлти сассинче вӑл хӑйӗнчен хӑй кулни сисӗнчӗ, ҫакӑ ӑна унӑн ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗнче пӗрре ҫеҫ мар пулӑшнӑ пулмалла — халӗ ним сӑлтавсӑр никама та лартмаҫҫӗ — йӗксӗк Берие шӑрка пек лапчӑтса хучӗҫ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Старик тилӗрсе кайрӗ, унӑн чӗтренсе тухакан сассинче кӳренӳпе ӳпкелешӳ илтӗнчӗ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗретех кӑмӑлсӑрланни, эрлӗк, виҫерен тухман ҫилӗ палӑрчӗ унӑн куҫӗпе сассинче.Явное недовольство, досада, сдерживаемая злость были в его взгляде и голосе.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксиньйӑн шӑппӑн тухнӑ сассинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман, чи тӗрлӗ йышши туйӑмсем сисӗнчӗҫ: унта тӗлӗнни те, ачашлӑх та, хурланни те пӗрлех пулчӗ.В тихом голосе Аксиньи прозвучали оттенки самых чужеродных чувств — и удивления, и ласки, и горечи…
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав вӑхӑтрах пурин сассинче те ӑна юлташла ӑшшӑн, тараватлӑн савса хапӑллани сисӗнчӗ.Но во всех голосах одним тоном звучал товарищеский, теплый привет.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн сассинче тарават та хаваслӑ кулӑ чӳхенсе чӗтрерӗ.— В голосе его подрагивали нотки добродушного, беззлобного смеха.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Офицер сассинче вӑл хӑй те аванмарланса кайни шӑвӑнса иртрӗ:
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казак кӳренсе те хыттӑн калаҫрӗ, сассинче ҫилӗ тӑвӑлса капланни сисӗнчӗ.Казак говорил обиженно-громким голосом, в нотках его звучало озлобление.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий санитарӑн куҫӗсенче малтан мӑнаҫлӑхпа йӗрӗнчӗклӗх сиснӗччӗ: халӗ вӑл унӑн сассинче те хӑйне ыттисенчен мала хума пикенниех палӑрнине туйрӗ.В оттенке его голоса прозвучало то же превосходство и презрение, которое уловил сотник во взгляде.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ун сассинче ыратни те, тарӑхни те, хӑрани те палӑрчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Арҫын? — терӗ Сью, унӑн сассинче те шарманка чӗриклетӗвӗ ҫеҫ илтӗнчӗ.— Мужчины? — переспросила Сью, и ее голос зазвучал резко, как губная гармоника.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Вӑт епле ҫирӗп старик! — вӗҫлерӗ Ланкина хӑйӗн халапне; унӑн ӗсӗклесе пӑшӑлтатнӑ сассинче хавасланни палӑрать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Светлана халиччен Володьӑпа пулса иртнисене астуса илчӗ те, унӑн сассинче кӗҫех сикме хатӗррине туйса, парӑнма васкарӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Овечкин, Орел енчи чӗп-чӗрӗ, ҫивӗч ҫын, киленӗҫпе пӳлӗне-пӳлӗне, хӑвӑрттӑн та вӗҫкӗнленсереххӗн тавӑрать, сассинче унӑн вак-тӗвек сутуҫӑн хыпаланчӑк ҫепӗҫлӗхӗ сисӗнсех тӑрать:
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чалӑш алӑллӑ эсремет! — кӑшкӑрашрӗ пӗчӗк, чӑп-чӑмӑр та вӗтӗркке Шаповаленко ефрейтор, сассинче унӑн начальникле тарӑху янӑрарӗ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑях ҫийӗн хайхи виҫӗ шур качаки вӗҫсе иртрӗ, вӗсен чийлетсе тухакан сассинче пӗчӗкҫӗ юханшыв патӗнчен хӑваласа янӑшӑн кӳренни, канӑҫсӑрланни сисӗнчӗ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Юрӑ хӑюллӑ та вичкӗн пулнӑ, кӗвви те ун хаваслӑ янӑранӑ, — юрӑра ик-виҫӗ салху нота та пулнӑ, анчах кӗвӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, хавас илтӗннӗ, ҫавӑнпа салху нотӑсем вӗсем хушшинчен илтӗнсех кайман, вӗсем хушса юрланӑ чухне ҫухалнӑ, юлашки куплетра илтӗнми пулнӑ — тӗрӗсрех каласан, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн кӑмӑлӗ урӑхла пулнӑ пулсан, салху нотӑсен хаваслӑ янӑравра ҫухалмалла пулнӑ; анчах халь ун сассинче салху нотӑсем ытти нотӑсенчен хытӑрах илтӗннӗ, вӑл ҫавна асӑрхаса илет те чунӗпе хӑпартланса кайнӑ пек пулать, вӗсене юрланӑ чухне вара сассине антарать, вӗсем хыҫҫӑн юрламалли хаваслӑрах сасӑсене хытӑрах юрлама пуҫлать, анчах вӑл шухӑша кайнипе кӗҫех юрра манса каять, вара салху сасӑсем каллех хытӑрах янӑрама тытӑнаҫҫӗ.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тата мӗн кирлӗ? — Макар сассинче халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кӳренӳ янрарӗ.— Чего ишо надо? — В голосе Макара звучала уже неприкрытая досада.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.