Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫил-тӑманлӑ каҫсенчен пӗринче, хаяррӑн ӳлекен ҫил сӑнсӑр кӑвак пӗлӗте ваккӑн-ваккӑн ҫурса тӑкнипе вӗсем ҫӗре тӑкӑнса, вӗсене пӑрлӑ тусан куписем айне пытарнӑ пек туйӑннӑ чух, ҫӗр пурӑнӑҫӗ пӗтсе ларнӑ, хӗвеле сӳнтернӗ, вӑл урӑх нихҫан та тухас ҫук пек туйӑннӑ чух, — ҫавӑн пек каҫхине, Ҫӑварни эрнинче, эпӗ Деренковсем патӗнчен мастерскойне тавӑрнаттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл мана хирӗҫӳсен кӑткӑ йӑвинче пурӑннӑ пек туйӑнчӗ; туберкулёзпа пӗтсе пырса, вӑл Ницшене Маркспа ҫураҫтарма тӑрӑшнӑ; манӑн алла ҫыпӑҫакан сивӗ пӳрнисемпе тытса, юнлӑ сурса хӑрӑлтатрӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Тӑшман ӗҫӗ пӗтсе пыни сисӗннӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Хӑйӑ ҫунса пӗтсе шывпа тултарса лартнӑ катка ӑшне ӳксе сӳннӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Кунта хамӑр хушӑмӑрта пулнӑ инкеке эпир сӳтсе яватпӑр, — унта сирӗн те, манӑн та айӑп пур, — эпӗ пачах тунмастӑп: манӑн вӑй-хал та пӗтсе килчӗ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кунта пӗр комитет та виҫӗ уйӑхран ытла тытӑнса тӑрайман — «пӗтсе ларнӑ», урӑхла каласан, комитет ҫыннисем тӗрмене ҫакланнӑ.Дольше трех месяцев здесь ни один комитет не выдерживал — «проваливался»,то есть попадал в тюрьму.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Халӗ вӑхӑт килсе ҫитрӗ, хӑюллӑх та чи вирлӗ тапӑнни ҫеҫ пирӗн ӗҫе юсама пултарать, унсӑрӑн пӗтӗмпех нумай вӑхӑта пӗтсе ларать.
XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унсӑрӑн вырсарникунхи демонстраци пӗтсе ларать.
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Анчах меньшевиксем ӗҫе пӑсрӗҫ: пӗтерме вӑхӑт, пӗтерме вӑхӑт — ытла пӗтсе ҫитӗпӗр, ҫитес вӑхӑта нимӗн те юлмӗ, теҫҫӗ вӗсем.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Каллех тепӗр уйрӑм хваттер тытма — укҫа ҫук; финанссем пӗтсе ҫитрӗҫ.Ведь опять нанять особую квартиру — не на что: финансы прикончились.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Фашист офицерӗн чӑтӑмлӑхӗ пӗтсе ҫитрӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Противогаз шлангне малтанах темӗнпе питӗрсе хунӑ, ҫавӑнпа унта сывлӑш пӗтӗмпех пӗтсе ҫитрӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫывӑрмасӑр ирттернӗ виҫҫӗмӗш каҫ пӗтсе килет ӗнтӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Отрядра тол запасӗсем пӗтсе пынӑ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Уҫҫӑнах паллӑ пулнӑ: ӑна чармасан, вӑл вара куҫа, мимене ҫунтарса яма пултарнӑ, вара урӑм-сурӑмӑн кун-ҫулӗ те пӗтсе килет.А было ясно: если не вытащить, она прожжет глаз, мозг, и конец тогда идолищу.
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Бауманӑн пӗтӗм планӗ, карт илме алла тӑснӑ чухне ҫеҫ шухӑша килсе кӗнӗскер, вӑл вӑйӑран «меллӗ» вӑхӑтсӑр тухсанах, пӗтсе ларать.
ХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ним шанчӑксӑрах пӗтсе ларассине кӗтсе тӑриччен, мӗнле пулсан та ҫӑлмашкӑн тытӑнса пӑхмаллах.Лучше рискованная попытка, чем безусловный и безнадежный провал.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Халӗ мар, темиҫе ҫултан, импери пӗтсе ларсан.
XVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӗҫех вӑл та пӗтсе ларчӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗчӗсемпе планӗсем пӗтсе ларассине туйса илчӗ.Он почувствовал, что сейчас могут рухнуть все его мечты, все планы.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.