Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мишкин куҫӗсем йӑлтӑртатса ҫуна пуҫлаҫҫӗ; пуҫне амӑшин чӗркуҫҫийӗ ҫинчен ҫӗклеймесӗрех, вӑл, пӗркеленнӗ пит-куҫӗпе хуллен йӑлкӑшса илет те: — Айта, эппин… — тет.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Формӑланса ҫитмен отрядсенчен ротӑсем тата батальонсем тӑва пуҫлаҫҫӗ; вӗсен йышне, вырӑнти советсен ҫар пайӗсем урлӑ доброволецсем пухса, ӳстереҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Теплушкӑсен алӑкӗсенче чӑпар шаль тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсем, аллисемпе хӑлаҫланса, ҫухӑрашма пуҫлаҫҫӗ.Из дверей теплушек высовывались женщины в пестрых шалях, визжа, махали руками.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Окопсене хӑйсен аллинче тытнӑ патша армийӗнчен юлнӑ ҫар юлашкийӗсем, тӑшмана хирӗҫ тӑма юрӑхсӑрскерсем, — ҫак сехетрех «миршӗн урисемпе сасӑлама» тытӑнаҫҫӗ, орудисене, пулеметсене, апат пӗҫермелли кухнясене, ҫар хатӗрӗсен запасӗсене пӑраха-пӑраха хӑварса, каялла, чугун ҫулсемпе вокзалсем енне капланса тара пуҫлаҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шӑп вуникӗ сехет тӗлӗнче Германипе Австри фрончӗ, Ревель хулинчен пуҫласа Дунай вурри таранччен, йывӑр гаубицӑсен сарӑхнӑ тӗтӗмӗпе витӗнсе хупланать; тупӑсем кӗмсӗртеттернипе ҫӗр чӗтресе каять, снарядсем ӳксе ҫурӑлнипе купи-купипе ҫӗр сирпӗнсе илет, пулеметсем вырнаҫтарса лартнӑ йӑвисенчен шатӑртаттарма пуҫлаҫҫӗ, фронт ҫийӗнче ҫунаттисем ҫинче хура хӗрес паллиллӗ моноплансем вӗҫме тапранаҫҫӗ, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса тӑракан колбасасем евӗрлӗ аэростатсем тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗҫ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Аэроплансем курӑна пуҫлаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пур ҫӗрте те кухнясем тӗтӗм кӑларма пуҫлаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Меньшевиксемпе эсерсем ларакан тенкелсем ҫинче аллисене ҫупа пуҫлаҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑшпӗр сӑмахсем хыҫҫӑн — йывӑр алӑсем шапӑлтатса ҫупа пуҫлаҫҫӗ, е ӳпкелешнӗ сасӑсем хусканаҫҫӗ, вичкӗнӗн шӑхӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ, — вара председателӗн нумайччен шӑнкӑравпа шӑнкӑртаттарса тӑмалла пулать…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Манӑн брошюра, кунсӑр пуҫне, французсем пуҫлаҫҫӗ те нимӗҫсем ҫирӗплетеҫҫӗ, тенӗ йышши кивӗ схема кирлӗ маррине те ӗнентерӗ…
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Халӗ ӗнтӗ сана пурте ӗҫкӗҫ тесе чӗнме пуҫлаҫҫӗ.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ик ураллӑ, тирпейсӗр, выҫӑ куҫлӑ тискер ехусем Гулливера унӑн «цивилизациллӗ» тӑван халӑх ҫыннисем пекех туйӑнма пуҫлаҫҫӗ, никама хур туман лашасем этемсенчен «этемлӗрех» те ырӑрах туйӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен лашасен чӗлхинче «ултав» текен сӑмаха тупма ҫук.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Илтмен пулсассӑн калам, ӗне тискерленсе кайнӑ пулсан ӑна курсан тискер кайӑксем те вӗттӗн чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, хӑранипе ӑҫта кирлӗ унта тарса ҫухалаҫҫӗ.
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл ҫавӑн пек каланӑ хыҫҫӑн кӑна хӑнасем хаваслӑн хӑналанма пуҫлаҫҫӗ.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Сана пушмак кирлӗ пулнӑ пекех лашасене те такан кирлӗ, унсӑрӑн вӗсем чӗрнисене амантаҫҫӗ те уксахлама пуҫлаҫҫӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӗр чустаран йӑваласа тунӑ икӗ пӗр пек арҫын ача тӗл пулсан вӗсем пӗр-пӗрне тӳрех ӑнланаҫҫӗ те, куҫӗсем ялкӑшса ҫиҫме пуҫлаҫҫӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Халӗ ӗнтӗ Катхультра каллех яшка ҫиме пуҫлаҫҫӗ!
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӗсем хӑйсем чӗрӗ юлнине те ӗненесшӗн мар, палламан ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫма пуҫлаҫҫӗ.Они не верят, что живы, незнакомые начинают говорить друг с другом.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Пулеметран пенипе пӗрлех автоматсем те ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унтан пӗтӗмпех шӑп пулать, икӗ-виҫӗ минут иртсен тин вагонсен алӑкӗсенчен нимӗҫсем сирпӗне-сирпӗне тухма пуҫлаҫҫӗ.Потом наступила тишина, и лишь минуты через две-три из дверей вагонов стали выскакивать фашисты.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.