Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте пӗрле паттӑра асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн кавир ҫине кӗрешӳҫӗсем тухнӑ.
Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/
Хайхи тарӑхса кайнӑскерсем, Гитлер портретне пӑхса тӑмасӑр, пулеметсенчен, автоматсенчен ҫунтарма тытӑнчӗҫ, пӗр вунӑ минут хушши пенӗ хыҫҫӑн хайхи портрета ала пек турӗҫ.
Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.
Татти-сыпписӗр ҫирӗм минут хушши печӗҫ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Янеев, хӑй пуҫӗнчи каскине илсе, темиҫе минут хушши юлташӗ умӗнче пуҫа усса тӑчӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Пире курсан, хӑлхисене чӑнк! тӑратаҫҫӗ те пӗр вырӑнта темиҫе минут пӑхса лараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пӗр вунӑ минут хушши шывра ишрӗҫ, чӑмрӗҫ, аташрӗҫ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӗҫлекенсем ҫитменнипе васкавлӑ пулӑшу машинисем вырӑна каясси тӑсӑлса каять иккен, апла пулин те хут ҫинче 20 минут тесе кӑтартаҫҫӗ.
Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен водительсем кӑмӑлсӑр // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34626.html
Вунӑ минут иртрӗ, ҫур сехет — ҫула май каякан машинӑсем курӑнмаҫҫӗ-ха.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
50 километра 2 сехет те 15 минут та 1 секундра чупса тухса Зуфар Тимаев пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.Пробежав 50 километров за 2 часа 15 минут и 1 секунду, Зуфар Тимаев занял первое место.
Марафонра палӑрчӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/
Вӑл 300 кг таять, авӑрличчен чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа 40 минут таран вӗҫме пултарать.
Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html
Сиртен вунӑ минут кая йытӑсем тухаҫҫӗ.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
— Эхе, пӑрахут ҫула тухиччен вун пилӗк минут ҫеҫ юлнӑ, манӑн каяс пулать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Миҫе ҫул, миҫе уйӑх, миҫе кун, миҫе сехет, миҫе минут, миҫе ҫеккунт кӗтнӗ ӑна Ула Тимӗр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ҫук, ҫук, Полина, эпӗ сана пӗр минут та, пӗр ҫеккунт та асран кӑларман.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Ну, вӑт, профорг юлташ, ыран ултӑ сехет те ҫирӗм минут тӗлне пурте хатӗр пулӑр, — терӗ мастер иртнӗ уйӑхра профорга уйӑрнӑ Лидӑна.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑт, шутлӑр, рабочи кашни каскӑча хӑйрама каймассерен вунпилӗк-ҫирӗм минут ҫухатать.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑхӑта усӑсӑр ирттерместӗп, пирӗншӗн кашни минут хаклӑ.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Эсӗ кӗҫӗр ӗҫрен вуникӗ минут кая юлса килтӗн.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Пӗр ҫирӗм минут пек иртсен, горчичнике хӑйпӑтса илсе, чирлӗ ҫынна пылпа вӗри чей ӗҫтерчӗ.
X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.