Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрма (тĕпĕ: макӑр) more information about the word form can be found here.
Макӑрма вӗрентрӗҫ те сана, — тет Василий шӳтлерех те кулса мар, — торф чӳлмекӗсене, парниксем валли кантӑка макӑрса илтӗн.

— Повадили тебя плакать, — полушутя, полусерьезно говорил Василий, — торфяные горшочки выплакала, стекло для парников выплакала.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах Татьяна, хӑй куҫҫуль юхтарни ҫынсене пырса тивнине курса, тата хытӑрах макӑрма пуҫларӗ.

Но Татьяна, видя, что ее слезы производят впечатление, пустилась плакать еще сильнее.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Санӑн комсомолку епле макӑрма юратать! — терӗ Валентина Алешӑна.

— Какой у тебя комсомол слезливый! — упрекнула Валентина Алешу.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ксюша самантрах макӑрма чарӑнчӗ.

Ксюша сразу перестала плакать:

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ксюша Авдотья патне пычӗ те, пӗр сӑмах каламасӑрах, кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине ларса макӑрма пуҫларӗ.

Ксюша пришла к Авдотье, ни слова не говоря, села на лавку у печки и заплакала.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ пӑхрӑм та тӳрех макӑрма пуҫларӑм!

 — Я как глянула да как в голос ударилась!

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл макӑрма чарӑнчӗ те хӑйӗн питҫӑмартипе унӑн мӑйӗ ҫине сӗртӗнчӗ.

Она перестала плакать и прижалась щекой к его шее.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйӗн Вальки, унӑн ҫирӗплӗхне вӑл тем териех шанса тӑнӑ пулин те, тумбочка ҫинчен утмӑлтурат тӗрриллӗ шурӑ салфеткӑна туртса илчӗ те ун ҫине пӑхрӗ, унпа питне хупларӗ, вара хурлӑхлӑн, лӑпланма пӗлми макӑрма пуҫларӗ.

Его Валька, в твердость которой он так верил, сдернула с тумбочки белую салфетку, вышитую васильками, посмотрела на нее, уткнулась в нее лицом и безутешно, неудержимо заплакала.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗр репетицинче «артистсенчен» иккӗшӗ хытах макӑрма тытӑннӑ, вӗсем хӑйсен ролӗсене виҫҫӗмӗш хут вуласшӑн пулман.

На одной из репетиций двое «артистов» горько расплакались и не захотели читать в третий раз свою роль.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Иккӗшӗнчен пӗри ӳксе суран пулнипе макӑрма пуҫласан, тепри вара ӑна курса тата хытӑрах уланӑ.

И если один из них падал, ушибался и начинал плакать, то другой за компанию ревел еще громче.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Анчах Серёжа макӑрма шухӑшламан та.

Но Сережа не собирался плакать.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Каяс килмест! — тесе кӑшкӑрнӑ Серёжа урисемпе тӑпӑртатма, макӑрма пуҫланӑ.

Не хочу! — закричал Сережа; да как затопает ногами, как заплачет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Пӗчӗкҫӗ Лиза хӑранипе макӑрма пуҫланӑ.

Маленькая Лиза со страха начала реветь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Улпутӑн пӗчӗк ачи макӑрма тата урисемпе тӗрткелеме пуҫланӑ.

Маленький барчонок уже плакать начал и ногами стучать.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ачасем макӑрма тытӑннӑ.

Дети в слезы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Кровать ҫине тӗшӗрӗлсе анса, вӑл сиксе чӗтресе макӑрма тытӑнчӗ.

Упав на кровать, она содрогалась от рыданий.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑл каллех макӑрма пуҫларӗ.

Он опять заплакал.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Хӗрарӑм макӑрма юратать, — хуйхӑпа та макӑрать, савӑнӑҫпа та!..

— Любит баба плакать, с горя плачет, с радости плачет!..

XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Макӑрма кирлӗ мар! — терӗ хохол ачашшӑн та шӑппӑн.

— Не надо плакать! — сказал хохол ласково и тихо.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унтан пурте макӑрма тытӑнчӗҫ, пӗр-пӗрне ыталарӗҫ, чуп турӗҫ.

А потом так же дружно все расплакались, начали обнимать одна другую, целовать.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed