Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хайне хӑй ик ураллӑ айван пекех тыткаланӑ: ӑна хӑйӗн арки ҫинче меллӗн хутланса, мӑрлатса выртма ирӗк панӑ, сӗтел хушшинче вара ҫынсем пулӑ епле ҫинине пӑхса ларни кушакшӑн пӗртте интереслӗ маррине яланах асра тытнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Халь тин тавҫӑрасса та тавҫӑрать ӗнтӗ Андрей Васильевич: Августина паҫӑр кутӑнлашса ларни те, унӑн шкула каймасла шат та пат кӑмӑлӗ те — йӑлтах куҫа-куҫ калама хӑват ҫитереймен ҫиелти вӑтанчӑк витӗнкӗҫ кӑна-мӗн.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗрмене ларни пирӗн ӗҫе пулӑшсан, эпир те тӗрмене ларма сирӗн пекех хатӗр.Мы так же, как и вы, готовы сесть в тюрьму, если только будет из-за чего.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тепӗр чухне, ман пата ҫӳрекенсем хамран малтан килсе, эпӗ таврӑнасса кӗтсе ларни те пулкалать.Случалось, что посетители приходили раньше хозяина и терпеливо ждали.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий Павлович самолет ҫине йӑтӑнса аннӑ циклонсем ҫинчен, машина пӑрланса ларни летчиксемшӗн хӑрушӑ пулни ҫинчен, Байдуковпа Беляков ҫутҫанталӑкпа куҫа-куҫӑн тӑрса кӗрешни ҫинчен каласа панӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Аяларах ансан пӑрланса ларни пӗтнӗ, анчах ҫанталӑк пурпӗрех савӑнтарман: умри вырӑнсем япӑх курӑннӑ, пӗлӗт таткисем шӑва-шӑва иртнӗ, ҫумӑр ҫунӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ун чухне планер пит тӗлӗнмелле вӑрӑмах та вӗҫмен пулсан та, вӑл кайӑк пек ҫӑмӑл, сӑрт хӗррисемпе сывлӑш юхӑмӗсем тӑрӑх лӑпкӑн шуса ҫӳрени, тата вӑл, кӑвакал шыв ҫине анса ларнӑ пек, хуллен ҫӗр ҫине анса ларни — ку ӗҫ малашне пите ӑнса пырассине палӑртнӑ.
14. Икӗ минут хушши планер ҫинче // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Ҫакӑн пек лайӑх анса ларни ҫинчен Ленинградри истребительный эскадрильйӑрах «чкаловла ларни», тенӗ.Та «чкаловская посадка», о которой говорили еще в Ленинградской истребительной эскадрилье.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ирӗксӗртен анса ларни те ҫӑлӑнӑҫ пама пултарайман: фюзеляж айӗнче ҫакӑнса тӑракан темиҫе ҫӗр килограмм бомба самолет хыттӑн пырса тӗкӗннӗ хыҫҫӑнах ҫурӑлса кайма пултарнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Паллах, вӑл океан ҫинчи пӑрсем ҫине мӗнле анса ларни ҫинчен те илтнӗ пулӗ?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пӗччен ларни питӗ кӳренмелле пулнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
«Ньюпор» текен кивӗ самолетпа фигурӑсем туса вӗҫнӗшӗн пилӗк кун гауптвахтӑра ларни уншӑн наказанисен пуҫламӑшӗ кӑна пулнӑ.Пять суток гауптвахты за фигурный пилотаж на старом «Ньюпоре» только открыли список взысканий.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хӑвӑн мӗнпур пурнӑҫна… ҫук, хӑвна пӗтӗмпех панӑ япала тарӑн шыв айӗнче ҫӗмрӗлсе ларни ҫинчен лӑпкан шухӑшлама май пур-и вара?..
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ҫакнашкал ҫынсене Мариам юратмасть, ҫавӑнпа ӑна итлесе ларни тунсӑхлантарсах ҫитерчӗ.Таких людей Мариам не любила, и ей было просто скучно слушать его.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Капла ӗҫсӗр ларни Алёнкӑпа иксӗмӗре те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Чакак чӗнмесӗр ларни Гарике уртарсах ячӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӑл пӑхса ларни ун чӗрине савӑнтарнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Беридзе унта ҫитсен, строительсен ушкӑнӗ йывӑҫ барак таса пӑрпа тулса ларни ҫине пӑхса тӑнине курнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сасартӑк вӑл хӑй пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑйӗн умӗнче кам айӑплӑ пулни ҫинчен, кам айӑпӗпе унӑн пурнӑҫӗ ҫав тери йывӑррӑн пӑтрашса кайни, темле ултавпа тулса ларни ҫинчен шухӑшланине аса илчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тихон ҫакӑн пек аппаланса ларни Никитӑна хулари Антонушка ятлӑ пӗр ухмаха аса илтерчӗ: ҫав ҫӑмламас, тӗксӗм сӑнлӑ, ури пӑрӑнса ларнӑ, тӑмана куҫӗсем пек ҫаврака куҫлӑ йӗкӗт хӑйӑр ҫине патакпа чӗркелесе ҫаврашкасем тунӑ, вӗсен варрине турпассемпе хулӑсенчен темле чӑтлӑхсем купаланӑ, купаласа ҫитерсен, вӗсене ҫавӑнтах урипе пусса лапчӑтнӑ та ҫиелтен хӑйӑрпа, тусанпа витсе хунӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй сӑмса витӗр юрланӑ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.