Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах чӳрече янахӗ унӑн куҫӗсене магнитла туртать, юлнӑ виҫӗ сӑмаха вӑл сивлеккӗн, тертленӗвӗн ӑнлан-ми ӑнтӑлӑвӗпе тимлӗн вулать те вулать, кашнинчех — ҫӗҫӗрен хӑранӑн, чӗтре-чӗтре.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Палӑртнӑ тӳпемӗ вара -арестленӗскере камерӑран тухнӑ чухне кашнинчех тӑватӑ ҫынлӑ конвойпа сыхлама йышӑнни.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Эпӗ кӑнтӑрла тӗлнелле вӑранса каяттӑм, яланах ҫав бухтӑра, эсӗ манпа тӗл пулнӑ ҫӗрте; «Этна» нихӑҫан та унтан тухман пек, манпа пӗрле вара — чӑн-чӑн суккӑрсем, хӑйсемшӗн хӑнӑхман кӑткӑс пӳлӗмсенче хыпашла-хыпашла куҫакансем; вӗсем пурнӑҫӗ тӑруках ҫапла улшӑннӑшшӑн хыттӑн кулянатчӗҫ, ҫывӑратчӗҫ, нумай ҫиетчӗҫ тата вӗҫӗмсӗр харкашатчӗҫ; эпӗ вара — ӑнлантарсам мана ҫакна? — каяймастӑп, кимӗ пин метр ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑрать тейӗн; анчах хӗвел аннӑ-анманах, ыйха путсанах, тӗлӗкре ҫакна кураттӑм: хушусем паратӑп, суккӑрсем вун виҫҫӗшӗ те — чӑн-чӑн морякла ҫаврӑнӑҫуллӑ, опытлӑ, ӗҫре вӗресе тӑраҫҫӗ; тата — паллӑ мар ҫар флочӗ тӑнӑ тӗле чее маневрсемпе пырса кӗретпӗр те карапсене путаратпӑр, кашнинчех каялла тухса шӑвӑнатпӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вара шанӑҫ пуҫӗпех пӗтнӗн макӑратпӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Амӑшӗ вӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн нумай пурӑнайман, ашшӗ ӑна хӗненӗ, килӗнчен пӗр вӑтӑр хутчен хӑваласа кӑларса янӑ, ӗҫсе супсан вара кашнинчех каҫару ыйтнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫын, уйрӑм ҫын, — эсир-и вӑл е урӑх хӗрарӑм-и, — маншӑн пурӗ пӗрех, сирӗнтен кашнинчех тӗнче сехмечӗн таврашне куратӑп, курмасӑр тӑраймастӑп та.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тата кашнинчех Ванькка савнийӗпе Ҫӑпата Улькипе калаҫса илме тӑрӑшать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр тесен, кунашкалли тӑван яла кайнӑ чухне кашнинчех пулать-ха.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, тӗрлӗ енче кашнинчех мӗн те пулин раснараххи, кӑсӑклантараканни тупӑнать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хурахсен тӑван кил пур ялсенче кашнинчех пире пӗлтерсе тӑракан активистсем пулччӑр.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пулемет тесен, вӑл халлӗхе милици уйрӑмӗсенче те кашнинчех ҫук-ха, мӗншӗн тесен НКВД кашни уесах темиҫе оперативлӑ района пайласа тухнӑ хыҫҫӑн уйрӑмсен йышӗ самаях хушӑнчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Кашнинчех ҫакӑн пек.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кермене ҫулталӑкра икӗ хутран кая мар кайса килсех тӑрать, кӗмӗл ҫӳҫлӗ хӗрарӑма кашнинчех ҫирӗпех мар шанчӑкпа — пысӑк ҫак ача хӑйӗн теттисене ҫӗнтеретех пулмалла текен шанчӑкпа — хӑварать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Гоп капитан ӑна алӑ панӑ чухне кашнинчех «Эпир» теме тытӑнчӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Грэя пушӑ кӗтеселле тӗллесе кӑтартса нӳхрепҫӗ кашнинчех паллӑ вил тӑпри ҫинчен каласа парать.Погребщик, указывая Грэю на пустой угол, не упускал случая повторить историю знаменитой могилы.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ашшӗн кӑмӑлне ҫавӑрса хак чакарттарас тӗллевпе приказчик хӗр ача валли кашнинчех икӗ-виҫӗ пан улмипе пылак кукӑль, пӗр-икӗ ывӑҫ мӑйӑр чиксе килет.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тантӑшӗсемпе ҫывӑхланма Ассоль пӗрре ҫеҫ мар хӑтланса пӑхрӗ, анчах унӑн кашнинчех килне хурлӑхлӑн йӗрсе, кӑвакарнӑ ӳтпе, чавнӑ-чӗрнӗ пит-куҫпа, ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗн ытти палӑрӑмӗпе таврӑнма тивет; вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ассоль кӳренме пӑрахрӗ, анчах ашшӗнчен хушӑран ҫав-ҫавах ҫапла ыйтать:
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кашнинчех чечекпе килсе кӗчӗ вӑл палатӑна.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Анчах вӑрҫнӑшӑн пӗрре судпа айӑпланнӑ савнине ӗненмесрен, хӑйнех айӑпласран шикленсе Лена ӑна кашнинчех тархасланӑ, ӳкӗтленӗ.
Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Виктор арӑмне кашнинчех лӑплантарчӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Унпа калаҫнӑ хыҫҫӑн кашнинчех хӑйне ҫӑмӑл туйрӗ вӑл.Всякий раз, когда он разговаривал с ней, она чувствовала себя легко.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.