Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫнине (тĕпĕ: калаҫ) more information about the word form can be found here.
Кирек мӗнле пулсан та, вӗренекенӗн ответне, ачасем ахӑлтатса кулнине, шавланине, пӑшӑлтатса калаҫнине, тарӑхса шӳтленине «ревизор» шӑпах унӑн урокӗнче илтрӗ.

Что ни говори, а ответ ученика, смех, шум, перешептывание, злые шутки — все это происходило на его уроке.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫ вӑхӑтӗнче кам ӑҫта кайса ҫӳренине, пайсенче кӑнтӑрла мӗн-мӗн калаҫнине тата аслисем ҫинчен кун каҫа хӑй илтнӗ сӑмахсене йӑлтах директора каласа парать.

Help to translate

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Ахӑртнех, эпир калаҫнине итлесе тӑнӑ пулмалла…

Help to translate

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Чӑн, халӗ ҫеҫ мана Сазонтов эсир мӗн калаҫнине итлеме хушрӗ.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ас ту, кусем кампа мӗн ҫинчен калаҫнине хӑлхуна чӑнк тӑратса итле, — тесе пӑшӑлтатрӗ ӑна.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сан пата камсем килсе ҫӳренине, эсир мӗн калаҫнине итлесе-сӑнаса тӑма хушать.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Космонавт хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсемпе галерейӑран тухса кайсан, Мухаров кунта нумай тӑрасшӑн пулмарӗ, хавасланса ӳкнӗ тусӗ калаҫнине вӑл ирӗксӗртереххӗн итлерӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каюров, хӑйӗн юлташӗ портретсене мӗнле хакласса сӑмах чӗнмесӗр кӗтсе тӑраканскер, ҫенӗкре такам калаҫнине илтрӗ те, алӑка яри уҫса пӑрахса, коридора сиксе тухрӗ.

Help to translate

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Евсей Антоныч чӗнмерӗ, тулти пӳлӗмре такам калаҫнине илтсе, унта тухрӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл кӑра ҫилӗллине хӑйне килӗшмен ҫынсемпе хыттӑн калаҫнине, никамран та хӑраманнине, никама та пуҫ тайманнине, хӑй мӗн тӑвас тенине тӗрӗс тунине, сӑмаха ҫирӗп тытнине, яланах тӳрӗ чунлӑ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сасартӑк виҫҫӗмӗш хут Тимафи пичче тарӑхса калаҫнине илтрӗм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ ӑна тепӗр хут вуларӑм, каллех Тимофей Михайлович ӗҫленӗ лесничествӑри ӗҫсемпе паллашнине, унта ӗҫлекенсемпе нумайӑшӗпе калаҫнине аса илтӗм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Бригадирӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле мухтанса калаҫнине илтес пулсан эсир…

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Итлет Сергей Петрович кил хуҫи калаҫнине

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Микула ҫывӑх юлташӗсемпе чунне уҫса калаҫнине те, халӑхпа кӑмӑллӑн халапланине те эпир курсах каймастпӑр.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Макҫӑм уҫҫӑнах тӑрӑхласа калаҫнине илтсе, халӑх хушшинчен кулнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха кунашкал калаҫнине Энӗшкасси ҫыннисем кашниех илтнӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа шыв кӳме хӑй кайса, ҫынсем мӗн калаҫнине илтесшӗн пулчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата вӑл Сантӑр Микулана хурлас-шӑнрах калаҫнине сисрӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр Микула укҫа лайӑх ӗҫлесе килнине ҫеҫ мар, ун пирки ялта кӗвӗҫсе калаҫнине, ҫуркунне Микуласемпе Атӑл ҫине каяс текенсем пуррине те пӗлет.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed