Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аҫи (тĕпĕ: аҫа) more information about the word form can be found here.
Хӳресӗр йытӑ аҫи суять сана, эпӗ суякан ҫын мар!

Куцый кобель брешет, а я не брешу!

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Эсӗ — тетӗп, — кӗрт аҫи, вӑрҫма килнӗ пулсан, тивӗҫлӗ мар тыткӑна парӑнма!

«А ты, говорю, сукин сын, ежли взялся воевать, так сдаваться не должон!

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ватту ҫитнипе йӳтемерӗн пулӗ-ҫке, эсрел аҫи?!

— Очумел ты, проклятый, на старости лет?!

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ман ҫурма сотньӑри пӗр пӑшатанӗ жидсенне кӗсье сехечӗсем вунсаккӑр таран тӑпӑлтарса илнӗ вуннӑшӗ — ылтӑн: кӑкӑр умне ҫакса тултарнӑ та, кӗрт аҫи, каснӑ-лартнӑ чи пуян купца пек сулланса ҫӳрет!

Из моей полусотни один ловкач по жидам восемнадцать штук карманных часов насобирал, из них десять золотых, навешал, сукин кот, на грудях, ну прямо самый что ни на есть богатейший купец!

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫынни: эпӗ мӑнттӑй, тӳрех асӑрхамалласкер, ыттисем хушшинче чӑх ушкӑнӗнчи хур аҫи пек курӑнатӑп, ну хайхисем, пульӑсем, эппин, шыраса тупрӗҫ вара мана.

Человек я из себя приметный, иду в цепи, как гусак промеж курей, как ни пригинался, а все меня видно, ну они, пули-то, меня и нашли.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Лашасене кӑнтарать те ак, шуйттан аҫи, унтан мӗн Татарскине ҫитичченех инҫе ҫула ҫуран лӑпӑстатса е таҫти такам лавӗсем ҫинче силленсе пыр!» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ Прохор.

Доскачется, дьявол, что придется до самого Татарского из такой дали пеши пороть либо на обывательских тянуться!» — раздраженно думал Прохор.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Манӑн та ыттисенчен кая кӗрт аҫи пулман.

— Мой-то тоже был кобелем не из последних.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫӳлти патшалӑха кайтӑр та-ха, кӗрт аҫи, Иван Алексеевич кумшӑн!

— Это за кума Ивана Алексеевича, царство ему небесное, сукиному сыну!

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ну, асту, уксах кӗрт аҫи, урӑхран ман куҫ тӗлне ан пул!

Ну, хромой кобель, гляди не попадайся мне!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсӗ, йӗрӗх аҫи, службӑна пӗлместӗн-и?

— Ты, зараза, так и этак тебе в душу, службы не знаешь?

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫывхар ҫеҫ, кӗрт аҫи!..

Только подойди, рассукин ты сын!..

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таҫта ҫывӑхрах, типсе ӗлкӗреймен кӳлленчӗкри хӑмӑшсем хушшинче, кайӑк кӑвакалӗсем шӗмпӗлтетрӗҫ, хӑйӑлти сасӑпа нартлатса, аҫи амине йыхӑрчӗ.

Где-то недалеко на непересохшем озерце щелоктали в камыше дикие утки, хриповато кликал подружку селезень.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пырна пулӑ шӑмми тӑрӑнасчӗ хӑть, шуйттан аҫи!

Хоть бы ты, чертяка, подавился рыбьей костью!

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каштанка хӗпӗртенипе вӗркелесе те илчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ватӑ кушак аҫи пӗр тан тытӑнса тӑрайманнипе хур ҫинчен ӳкрӗ.

Каштанка взвизгнула от восторга, но в это время старик кот зевнул и, потеряв равновесие, свалился с гуся.

IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Кушак аҫи тӑчӗ те, лӳпперӗн карӑнса, ирӗксӗр тенӗ пек, сысна патне пычӗ.

Кот поднялся, лениво потянулся и нехотя, точно делая одолжение, подошел к свинье.

IV. Тӗлӗнмелле мыскара // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Дымшак вара сӑнчӑртан вӗҫерӗннӗ йытӑ аҫи тейӗн! — сивӗ куҫпа чалӑшшӑн пӑхса мӑкӑртатрӗ Никитӑ Ворожнев.

А Дымшак ведь ровно кобель с цепи сорвался! — зверовато буркнул Никита Ворожнев.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кушак аҫи чӳрече янаххи ҫинчен сиксе анчӗ, хӗвел шевлисем урлӑ каҫрӗ те, кӑпӑшка хӳрине чанк тӑратса, Пробатов урисем патӗнче мӑрлатма пуҫларӗ.

Кот спрыгнул с подоконника, прошел по солнечным пятнам и замурлыкал у ног Пробатова, поднимая трубою пушистый хвост.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Шуйттан аҫи те карӑнтарса каяс ҫук ӑна! — хӗрӳленсе те хӑвӑрт мӑкӑртатать карчӑк.

— Черт его не взял! — горячо и быстро лопочет баба.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Акӑ мӗн пирки: ҫынсем пуҫ хураҫҫӗ вӑрҫӑра, нимӗнсӗр юнаҫҫӗ, эсӗ пур, ватӑ шуйттан аҫи, эрешмен пек, пӗтӗм ӑпӑр-тапӑрна пӗрле сӗтӗретӗн! — кӑшкӑрса тӑкрӗ ытти чух йӑваш та лӑпкӑ Прохор.

— Через то, что люди гибнут, всего лишаются, а ты, старая чертяка, как паук, все тянешь за собой! — закричал обычно смирный и тихий Прохор.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Суятӑн, йыт аҫи пек!

— Брешешь, как кобель!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed