Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те — эпӗ унӑн куҫӗсенчен ҫутӑ тата ӑссӑрлӑх тухнине асӑрхарӑм.Он поднял голову, и я увидел, что из глаз его выходят свет и безумие.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Эпӗ асӑрхарӑм: лайӑх, начар, усал тесе вӑл сахал калать, анчах яланах тенӗ пек: кулӑшла, йӑпанмалла, интереслӗ, тет.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сергей ман тӗлӗшрен йӗрӗнмелле усалччӗ; вӑл ман сӗтел ҫинчен чайни приборсем илсе, буфетчик куриччен вӗсене пассажирсем умне лартса панисене эпӗ темиҫе те асӑрхарӑм.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юпа ҫинче питӗ интереслӗ паллӑ асӑрхарӑм.
Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html
1911-мӗш ҫулта Иртыш шывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх тӑсӑлакан Алтай тӑвӗсен Калбинск ту хырҫине тӗпчесе вӗреннӗ май эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: ҫак ту хырҫи хӗвеланӑҫӗнче те, хӗвелтухӑҫӗнче те Иртыш ҫумӗпе иртет, ҫавӑнпа вӑл тӑршшӗпех пӗр евӗрлӗ пулмалла пек, анчах унӑн хӗвеланӑҫ енчи пайӗ Семипалатинск патӗнче чылай лутра тата питӗ яка, хӗвелтухӑҫ енче вара ҫӳлӗрех те пӗркеленчӗкрех, илемлӗрех.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӗсем епле сывпуллашнине курас килнӗрен, эпӗ чарӑнтӑм та Зухин хӑйӗн кӗсйинчен укҫа кӑларса Семенов еннелле тӑснине, лешӗ ун аллине тӗксе янине асӑрхарӑм.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсем хӑйсем хушшинчи чӑн-чӑн ҫыхӑнусем лайӑхах мар пуласса сиссен, ҫакӑн евӗрлӗ шӳтлӗ тата суя ҫыхӑнусемпе ытти ҫемьесенче те усӑ курнине эпӗ каярахпа час-часах асӑрхарӑм; пирӗнпе Авдотья Васильевна хушшинче ҫавнашкал ҫыхӑнусем хӑйсем тӗллӗнех пулса тӑчӗҫ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна каланӑ чух ун куҫӗсем ҫинче куҫҫуль йӑлтӑртатрӗ, пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫӗнчи Володя енне тӑснӑ алли кӑштах чӗтренине эпӗ лайӑхах асӑрхарӑм.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: Авдотья Васильевна пӗр сӑлтавсӑрах имене-имене кайрӗ пулин те, хутран-ситрен вӑл именесси пӗр-пӗр ҫамрӑк та илемлӗ хӗрарӑма атте пур чухне аса илнинчен килчӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аттепе Дунечка (ӑна амӑшӗ ҫапла чӗнет) иккӗш пӗрле тӑнӑ кӗске вӑхӑтра эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: атте кӑмӑлӗ телейлӗ ҫыннӑнни евӗрлӗ, ун кӑмӑлӗ ҫакнашкал пулни мана хамӑр килнӗ кун шалтах тӗлӗнтернӗччӗ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра мана куркапа чей лартса паракан Варенька тата эпӗ калаҫнӑ чухне ман ҫине пӑхнӑ Софья Ивановна пуҫӗсене тепӗр еннелле пӑрчӗҫ те урӑххи пирки сӑмах хускатрӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӗсен сӑн-питӗнче палӑрнӑ йӑлтӑрӑва эпӗ каярахпа пӗр-пӗр питӗ ҫамрӑк ҫын куҫкӗретӗнех суйма пикеннӗ чух ыр ҫынсен пичӗсенче час-часах асӑрхарӑм, унашкал сӑн акӑ мӗне пӗлтерет:
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиня ирӗксӗртен пек кулса ячӗ (каярахпа эпӗ вӑл урӑхла кулма пултарайманнине асӑрхарӑм).
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан вӑл каллех: ҫав ӑшӑ кӑмӑллӑ, чуна ҫывӑх сӑмахсене калам-ши е калам мар-ши тесе иккӗленнӗ евӗр, ман ҫине тинкерсе вӑрах пӑхрӗ; вара эпӗ, ҫак иккӗленӗве асӑрхарӑм та сӑн-питӗмпе мӗн калассине пӗтӗмпех калама тархасларӑм, анчах вӑл: «Халь университетра наукӑсене сахал вӗренни ҫинчен илтсеттӗм», — терӗ те хӑйӗн Сюзеткине чӗнсе илчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫул хӗрринче эпӗ хурарах сукмака асӑрхарӑм, вӑл пӗр шит ытла ӳснӗ тӗксӗм симӗс ыраш калчи хушшинче кукӑр-макӑр тӑсӑлса выртать, ҫак сукмак мана темӗншӗн яла аса илтерчӗ, унтан, ял ҫинчен аса илни, шухӑшсен темӗнле ҫыхӑнӑвӗпе, мана Сонечкӑна тата эпӗ ӑна юратса пӑрахнине астутарчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӗчӗрхенме пуҫларӑм, Ивин кирек ӑҫталла пӑхнине те ҫийӗнчех асӑрхарӑм, вӑл Фрост куҫӗсемпе тӗл пулмассеренех: «Мӗншӗн килнӗ-ха вӑл пирӗн пата?» — тесе ыйтнӑ пек ӑнлантӑм.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ унӑн сӑмси ҫывӑхӗнче тата куҫхарши тӗлӗнче икӗ ҫӗвӗ пуррине асӑрхарӑм, анчах тӗлӗнмелле илемлӗ куҫӗсем те, кулли те шӑп та лӑп ман асаилӳсенчи пекех, вӗсем ӗлӗкхиллех йӑлкӑшаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: кукамай вилнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн Ивин пиртен ютшӑнчӗ, хӑйне мӑннӑн тытма пуҫланӑ пек туйӑнчӗ.После же смерти бабушки, я замечал, младший Ивин дичился нас и как будто важничал.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тен, Дубков манран лайӑхрах, тен, начартарах-и, анчах унӑн час-часах суяс йӑли пурччӗ, хӑй ҫакна йышӑнмастчӗ, эпӗ унӑн ҫак ҫитменлӗхне асӑрхарӑм, ун ҫинчен хӑйне калама вара хӑяймарӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каярахпа эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: мана виҫӗ йышши ҫынсене куҫран пӑхма лайӑх мар — хамран чылаях япӑхраххисене, — хамран чылаях лайӑххисене, — тата иксӗмӗр те пӗлекен япала ҫинчен пӗр-пӗрне калама хӑяйманнисене.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хама мӗн каланине итленӗ май, манӑн питӗм ҫине илемле, телейлӗ тата хампа хам кӑмӑллине палӑртакан тӑрлавсӑртарах кулӑ ирӗксӗртенех чечекленсе тухнине туйрӑм, кунсӑр пуҫне ҫакнашкал кулӑ хам кампа калаҫатӑп, ҫавсен пичӗсем ҫинче пуррине асӑрхарӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.