Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кам-кам пӗлмест, астумасть пулӗ асран кайми тӗлпулусене, таҫта кайсан та, юратнӑ хӗр патне кӗрсе тухма ҫул майлӑ пулнине, хӑвӑн савӑнӑҫпа шӑпах ху юратнӑ ҫынна каласа кӑтартас килнине, пӗлсех тӑратӑн-ҫке, тӗнчере сана никам та ун пек итлесе, сан савӑнӑҫна ӑнланма пултараймасть…
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эс те, асран тухми пикеҫӗм, — Кӗрен чечекӗм, сывӑ юл!
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах пур пӗрех Фоминӑн мӑчлатса пӑхакан шывланнӑ куҫӗсем тата вӑл шӑппӑн ҫех: «чӑтӑм пӗтрӗ, тӑванӑм…» тенӗ сӑмахсем, пуҫа касса кӗртсе лартнӑ пекех, асран тухмарӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ой, асран тухми тӑван кӗтесӗм, Тек кураймӑп ӗнтӗ эп сана.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вуншар ҫул иртӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсем асран тухмӗҫ, пире тӑшман куҫӗнчен пытарнӑ лутра сӑртсем, тӗмесем нихҫан та асран каймӗҫ, вӑрмансене, катасене, атакӑна каймалли рубеж пулса тӑнӑскерсене манаймӑн…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ ҫар ҫынни ҫара пуҫӗсене тайса, тахҫанччен тупӑк умӗнче тӑчӗҫ, вӑл тупӑкра нихҫан асран кайми ҫын выртать, ун ятне эпир аннерен мала хурса асӑнатпӑр, ун ячӗ малашлӑха витӗр курса тӑнин, паттӑрлӑхӑн, ырӑ кӑмӑл символӗ пулса тӑрать…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Ҫапла вара, ҫак асран кайми саманара эпир хамӑр герой куҫӗнчен хӑюллӑн пӑхнӑ вӑхӑтра, пире ҫӑлӑнӑҫ кунӗ ҫынсене мухтав юрри юрланӑ чухне…» — терӗ те вӑл, варӑ чылаях хӗрне ватӑ мучисем ларакан ӗретре темле ӑнсӑртран юрӑ пуҫланчӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вунтӑватӑ ҫул хушши ҫырнӑ ӑна М. А. Шолохов, вунтӑватӑ ҫул хӑйӗн геройӗсемпе пӗрле пурӑнса, вӗсен шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсене, кӗрешӗвӗпе асапӗсене, юратӑвӗпе курайманлӑхне, савӑнӑҫӗпе хурлӑхӗсене палӑртса пынӑ, ҫавна пула чӑн-чӑн эпикӑлла сӑнарсем, нихҫан асран каймалла мар характерсем тума пултарнӑ.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
— Халӗ эсир — чи малтисем, ҫакна асран ан ярӑр.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах Виктор хывӑнса хулӑн та сивӗрех утиял айне кӗрсе выртма та, уншӑн Хворостянкин темле тӗлӗнмелле пек туйӑнни ҫинчен шухӑшлама та ӗлкӗрейменччӗ, асран тухма пӗлмен кил хуҫи ҫийӗнчех ун патне пырса кӗчӗ; вӑл ӗнтӗ аялти кӗпе вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлнӑ, шӑлаварне ҫыхнӑ пиҫиххине вӗҫертсе янӑ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирина куҫӗсенче йӑлтӑркка ҫутӑсем палӑрнипе Сергей птичник патӗнчи сӑрта, ҫумӑр хыҫҫӑнхи асран тухман уйӑх ҫутиллӗ каҫ Ирина ун ҫине хальхи пекех пӑхнине аса илчӗ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапах та утать вӑл — хӑйӗн хӗвелтухӑҫнелле каймаллине пӗрре те асран ямасть…Но он шел, — его не покидала мысль, что он должен идти на восток…
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ачасене каҫхине тутлӑ апат ҫитернӗ хыҫҫӑн, Яков Маркович вӗсене Володя ҫинчен, каменоломньӑсенче ирттернӗ асран кайми кунсем ҫинчен каласа парать.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Евдокия Тимофеевна чӑтӑмне ҫухатмасӑр йӑлтах каласа парать: Лазарев ӗлӗкхи пекех, пӗтӗм каменоломньӑсен заведующийӗ, Жученков — Кивӗ Карантинти, асран кайми кунсенче партизансем пытанса пурӑннӑ каменоломньӑсен начальникӗ.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакӑнтах Яша пичче асран кайми ҫапӑҫупа пушар хыҫҫӑн пуҫласа хӑй ҫырнӑ юрра юрласа пачӗ:Тут впервые дядя Яша Манто исполнил песню, сочиненную им самим после памятного боя и пожара:
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑна ҫав асран кайми июнӗн 22-мӗш кунӗ пурин куҫӗсем те харӑсах улшӑннӑ пек туйӑнчӗ.И Володе казалось, что глаза изменились разом у всех в тот памятный день 22 нюня.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чул ҫине касса ҫырнӑ саспаллисене курсан, Володя каллех халӗ хупса лартнӑ ҫӗр айне, унта ашшӗ чаплӑ ҫамрӑк ӗмӗрӗнче чул ҫине касса тунӑ асран кайми паллӑсене аса илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чипер хӗр Марьяна, хӑюллӑ казак Лукашка, ватӑ сунарҫӑ Ерошка образӗсене Толстой асран кайми сӑрсемпе сӑнласа кӑтартса парать.
Л. Н. Толстойӑн «Казаксем» повеҫӗ // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 2 с.
Ҫынсем мӗн курса-чӑтса ирттерни, мӗн туни иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ тахҫан пулассӑн туйӑнатчӗ, халӗ тесен вара ҫавӑ пӗтӗмпе хӑрушӑ тӗлӗк пек асран та каймасть.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑлхисенче кашнийӑн Петр кӑшкӑрашни ҫаплах янӑраса тӑрать, ун амӑшӗпе тӑванӗсем нӑшӑклатни ҫаплах асран кая пӗлмест.В ушах этих людей еще звучали крики Петра, их боевого товарища, вопли его матери и родных.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.